Колоссӑ ҫыннисене 2
2
1Эпӗ сире хам сирӗншӗн те, Лаодики хулипе Иераполь хулинче пурӑнакансемшӗн те, манӑн сӑнӑма курманнисемшӗн те епле кӗрешнине пӗлтересшӗн. 2Эпӗ сирӗн пӗр-пӗрне савса пӗрлешнӗ чӗрӗрсене лӑплантарасшӑн, сирӗн пурне те витӗр ӑнланса ҫитсе, Турӑ вӑрттӑнлӑхне — Христоса — пӗлмелле пултӑрччӗ тетӗп. 3Пӗр Унра ҫеҫ ӑслӑлӑхпа пӗлӗвӗн пӗтӗм мулне тупма пулать. 4Ҫакна эпӗ кам та пулин сире чее сӑмахпа улталасран калатӑп; 5эпӗ хам сирӗн патӑрта пулмасан та, сывлӑшӑмпа сирӗнпе пӗрлех, эсир килӗштерсе пурӑннине, Христоса ҫирӗп ӗненсе тӑнине курса савӑнса тӑратӑп. 6Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑра йышӑнтӑр пулсассӑн, малашне те Унпа пӗрлӗхлӗ пурӑнӑр: 7Христоспа тӗреклӗ тӑрӑр, Унпа хӑватлӑланса пырӑр; хӑвӑра вӗрентнӗ пек ҫирӗп ӗненӗр, ӗненнӗҫемӗн ӗненсе Турра тав туса пурӑнӑр.
8Эй тӑванӑмсем, асӑрханӑр, кам та пулин сире ниме тӑман суя философипе илӗртсе хӑй енне ан ҫавӑртӑр: ку вӑл — ҫынсем хайланӑ усӑсӑр сӑмах, вӗсем тӗнче тытӑмӗ ҫинчен мӗнле ӑнкарнине ҫапла вӗрентсе хӑварнӑ, вӑл — Христос вӗрентни мар. 9Ӳтленнӗ Турӑ пӗтӗмпех Христосра вырӑнаҫса тӑрать. 10Эсир те Ун урлӑ пур ырӑлӑха та тулли илнӗ, Вӑл пур пуҫлӑха та, пур хӑвата та Пуҫ. 11Сирӗн ӳтӗре Ун урлӑ каснӑ, ҫылӑхлӑ ӳтӗре хывтарса пӑрахнӑ; сирӗн ӳтӗре алӑпа касман, Христос каснӑ. 12Эсир тӗне кӗнӗ чухне Христоспа пӗрле пытарӑннӑ, Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Турра ӗненсе Унпа пӗрле чӗрӗлнӗ. 13Сире те — ҫылӑхпа вилнӗскерсене, ӳтӗре кастарманскерсене — пирӗн пӗтӗм ҫылӑхӑмӑра каҫарса, Турӑ Христоспа пӗрле чӗртнӗ; 14пире айӑплакан, пире хирӗҫ ҫырнӑ ҫырӑва Вӑл пирӗн хушшӑмӑртан илсе хӗрес ҫумне пӑталанӑ, пӑрахӑҫланӑ; 15пуҫлӑхсенӗн, хӑватсенӗн вӑйне пӗтернӗ, Хӑй хӑвачӗпе ҫапла пурин умӗнче те ҫӗнтерсе вӗсене намӑса хӑварнӑ.
16Ҫавӑнпа ӗнтӗ мӗн ҫинишӗн, мӗн ӗҫнишӗн, е пӗр-пӗр уяв тӗлӗшпе, е ҫӗнӗ уйӑх тӗлӗшпе, е шӑматкун тӗлӗшпе сире никам та ан айӑплатӑр: 17ку вӑл малашнехийӗн ӗмӗлки ҫеҫ пулнӑ, ӳчӗ вара — Христос. 18Сире никам та йӑваш шухӑшлӑ пек пулнипе, ангелсене хисеплесе пурӑннипе илӗртсе ан улталайтӑр — ун пек ҫынсем курманнине курнӑ пулаҫҫӗ, хӑйсенӗн пӑсӑлнӑ ӑсӗпе мӑнкӑмӑллӑланаҫҫӗ, 19ун пек ҫынсем Пуҫа пӑхӑнмаҫҫӗ, анчах та тӗрлӗрен сыпӑнса тӑракан пайсенчен пулнӑ тӑл-пӳ, Турра юрӑхлӑ ӳсмешкӗн, Пуҫран вӑй илсе тӑмалла-ҫке. 20Ҫапла вара, эсир Христоспа пӗрле вилнӗ пулсассӑн, ҫак тӗнчене тытса тӑракан вӑйсенчен хӑтӑлнӑ пулсассӑн, мӗнле-ха, ҫак тӗнчере пурӑнакансем пек, унӑн йӗркисене пӑхӑнатӑр? 21«Ан сӗртӗн, ан ҫи, ан тӗкӗн!» — 22ҫисен ҫӗрекен япаласем ҫинчен анчах каланӑ ҫавна; ҫынсем хушса, вӗрентсе каланӑ сӑмах анчах вӑл. 23Хӑйсен йӗркипе кӗлӗ туни, хӑйсене йӑвашлатни, ӳтне хавшатлатни ӑслӑ пек курӑнать пулӗ те, анчах та ҫакӑ ӳтпе кӗрешме пулӑшмасть.
Currently Selected:
Колоссӑ ҫыннисене 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: