YouVersion Logo
Search Icon

Апостолсен ӗҫӗсем 23

23
1Павел синедрион ҫыннисем ҫине пӑхса каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмсем! эпӗ ҫак кунчченех Турӑ умӗнче таса кӑмӑлпа пурӑнтӑм, тенӗ. 2Аслӑ священник Анания ун умӗнче тӑракансене ӑна ҫӑварӗнчен ҫапма хушнӑ. 3Вара Павел каланӑ ӑна: эй шуратнӑ хӳме, хӑвна Турӑ ҫапӗ! Сана саккун хушнӑ пек сут тума лартнӑ, эсӗ, саккуна хирӗҫ пырса, мана ҫапма хушатӑн, тенӗ. 4Унта тӑракансем: эсӗ Туррӑн аслӑ священникне хурлатӑн-и-ха? тенӗ. 5Павел каланӑ: эй тӑванӑмсем! вӑл аслӑ священник иккенне эпӗ пӗлмен. Ҫырура «хӑвӑн халӑхун пуҫлӑхне усал сӑмах ан кала» тесе ҫырнӑ, тенӗ. 6Синедрионра ларакансем хӑшӗ саддукей, хӑшӗ фарисей иккенне пӗлсе, Павел ҫавӑнта хыттӑн каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмсем! эпӗ — фарисей, фарисей ывӑлӗ; мана вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрассине шанса тӑнӑшӑн сут тӑваҫҫӗ, тенӗ. 7Вӑл ҫапла каласассӑн, фарисейсемпе саддукейсем хушшинче хирӗҫӳ тухнӑ; вара пуху пайланса кайнӑ, 8мӗншӗн тесессӗн саддукейсем: «чӗрӗлсе тӑрасси пулас ҫук, ангел та, чун та ҫук» теҫҫӗ; фарисейсем вара: «вӑл та, ку та пур» теҫҫӗ. 9Ӗнтӗ питӗ вӑйлӑ кӑшкӑрашнӑ; фарисейсем майлӑ кӗнекеҫӗсем тӑнӑ та тавлашма пуҫланӑ: эпир ку ҫынра нимӗн япӑххи те курмастпӑр; ӑна чӑнах та сывлӑш е ангел каламан-и? Турра хирӗҫ пыма юрамасть пире, тенӗ. 10Тавлашу тата ытларах хӗрсе кайнӑран, Павела тытса ҫурасран шикленсе, пинпӳ ӗнтӗ салтаксене Павела тавлашакансем хушшинчен илсе тухса кереме леҫме хушнӑ.
11Тепӗр каҫхине Павела Ҫӳлхуҫа курӑнса каланӑ: Павел, хӑюллӑ пул! эсӗ Ман ҫинчен Иерусалимра чӑннине пӗлтернӗ пек, санӑн Рим хулинче те ҫаплах чӑннине пӗлтермелле, тенӗ. 12Тул ҫутӑлсан хӑш-пӗр иудейсем Павела вӗлерме каварлашнӑ: ӑна вӗлериччен эпир ҫиместпӗр те, ӗҫместпӗр те тесе тупа тунӑ. 13Ҫапла тупа тӑвакансем хӗрӗхӗн ытла пулнӑ. 14Вӗсем аслӑ священниксемпе аслӑ ҫынсем патне пырса каланӑ: эпир Павела вӗлериччен нимӗн те ҫиместпӗр тесе Турӑ умӗнче тупа турӑмӑр. 15Эсир ӗнтӗ, синедрион ҫыннисемпе пӗрле ун ӗҫне тӗплӗрех пӗлесшӗн пек пулса, паянах пинпӗве пӗлтерсе хурӑр, вӑл ӑна ыран сирӗн патӑра илсе килтӗр; эпир ӑна кунта ҫитичченех вӗлерме хатӗр тӑрӑпӑр, тенӗ. 16Павел аппӑшӗн ывӑлӗ ҫав кавар ҫинчен илтсенех кереме кайнӑ та Павела пӗтӗмпе каласа панӑ. 17Павел ӗнтӗ ҫӗрпӳсенчен пӗрне чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: ҫак ачана пинпӳ патне ертсе кай-ха: унӑн ӑна пӗр сӑмах каламалли пур, тенӗ. 18Лешӗ ачана ертнӗ те пинпӳ патне пырса каланӑ: тӗрмере ларакан Павел мана чӗнтерчӗ те ҫак ачана сан патна ертсе килме хушрӗ: унӑн сана пӗр сӑмах каламалли пур, тенӗ. 19Пинпӳ ачана аллинчен тытнӑ та, унпа пӗрле айккинелле пӑрӑнса, ыйтнӑ унран: санӑн мана мӗн каламалли пур? тенӗ. 20Лешӗ ҫапла хуравланӑ: иудейсем Павел ӗҫне тӗплӗрех пӗлесшӗн пек пулса, ӑна ыран синедрион умне илсе килтерес тесе, сана йӑлӑнма канаш тунӑ. 21Эсӗ вӗсене ан итле: вӗсем хӗрӗх ҫын ытла Павела сыхласа тӑраҫҫӗ, вӗсем «Павела вӗлериччен ҫиместпӗр те, ӗҫместпӗр те» тесе тупа тунӑ; вӗсем ӗнтӗ хатӗр, эсӗ хушасса анчах кӗтсе тӑраҫҫӗ, тенӗ. 22Пинпӳ вара, мана ху каласа панине никама та ан кала тесе, ачана кӑларса янӑ.
23Унтан вӑл ҫӗрпӳсене иккӗшне чӗнсе илнӗ те каланӑ: икҫӗр ҫуран салтак, ҫитмӗл юланутҫӑ салтак, икҫӗр тӗкӗрҫӗ хатӗрлӗр — вӗсен ҫӗрле виҫҫӗмӗш сехетре Кесарие каймалла пулать; 24Павела Феликс прокуратор патне лартса ӑсатмашкӑн ашаксем те хатӗрлӗр, тенӗ. 25Вӑл тата ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 26«Тивӗҫлипе хисеплӗ Феликс прокуратора Клавдий Лисий савӑнӑҫ сунать. 27Ҫак ҫынна иудейсем тытса вӗлермеллех тапӑннӑччӗ; вӑл Рим халӑхӗн ҫынни иккенне пӗлсе, эпӗ салтаксемпе пытӑм та ӑна хӑтартӑм. 28Унтан, ӑна мӗншӗн айӑпланине пӗлесшӗн, ӑна вӗсен синедрионне илсе пытӑм. 29Вара пӗлтӗм: ӑна вӗсем хӑйсен саккунӗ тӗлӗшӗпе тавлашакан сӑмахсем пирки айӑплаҫҫӗ-мӗн, вӗлермешкӗн е сӑнчӑрламашкӑн унӑн нимӗнле айӑп та ҫук. 30Ман патӑма иудейсем ӑна хирӗҫ каварлашнӑ текен хыпар ҫитрӗ те, эпӗ ӑна хӑвӑртрах сан патна ӑсатрӑм, ӑна айӑплакансене те ун ҫинчен сан умӑнта калама хушрӑм. Сывӑ пул».
31Ҫапла вара салтаксем, хӑйсене хушнӑ пек, Павела ҫӗрле Антипатридӑна илсе ҫитернӗ. 32Тепӗр кунне Павелпа пӗрле утлӑ салтаксене кайма хушнӑ та, ыттисем кереме таврӑннӑ. 33Лешӗсем Кесарие ҫитсе ҫырӑвне прокуратора тыттарнӑ та Павела та ун умне тӑратнӑ. 34Ҫырӑвне вуласа тухсассӑн, прокуратор Павелран вӑл хӑш ҫӗрти ҫын иккенне ыйтнӑ. Павел Килики ҫынни иккенне пӗлсессӗн каланӑ: 35хӑвна айӑплакансем килсессӗн, эпӗ сана итлесе пӑхӑп, тенӗ. Унтан ӑна Ирод керменне хуптарса хурал тӑратма хушнӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in