Апостолсен ӗҫӗсем 21
21
1Эпир вӗсемпе сывпуллашса тинӗспе тӳррӗн кайрӑмӑр та Кос утравӗ патне ҫитрӗмӗр, тепӗр кунне Родоса, унтан Патарӑна пытӑмӑр; 2унта Финикийӑна каякан карап тупрӑмӑр та ун ҫине ларса тухса кайрӑмӑр. 3Кипр курӑна пуҫласан, ӑна сулахая хӑвартӑмӑр та, Сири еннелле ишсе кайса, Тира ҫитсе чарӑнтӑмӑр: унта карап ҫинчи тиеве пушатмаллаччӗ. 4Унта вӗренекенсене тупрӑмӑр та ҫичӗ кун пурӑнтӑмӑр. Сывлӑш пӗлтернипе вӗсем Павела Иерусалима кайма каламарӗҫ. 5Ҫав кунсене ирттерсен эпир тухса кайрӑмӑр, вӗсем пире пурте арӑмӗсемпе, ачисемпе пӗрле хуларан тухсах ӑсатса ячӗҫ; тинӗс хӗрринче чӗркуҫленсе ларса кӗлтурӑмӑр. 6Пӗр-пӗринпе сывпуллашсассӑн эпир карап ҫине лартӑмӑр, вӗсем килӗсене таврӑнчӗҫ.
7Эпир вара Тир хулинчен шывпа ишсе кайса Птолемаидӑна ҫитрӗмӗр, унта тӑвансемпе курӑнӑҫсан, вӗсем патӗнче пӗр кун пурӑнтӑмӑр. 8Тепӗр кунне Павел тата эпир, унпа пӗрле ҫӳрекенсем, ҫула тухрӑмӑр та Кесарие ҫитрӗмӗр; унта эпир Ырӑ Хыпар саракан Филипп килне кӗрсе ун патӗнче пурӑнтӑмӑр; вӑл — ҫичӗ дьяконран пӗри. 9Унӑн пророкла калаҫакан тӑватӑ хӗрӗ пурччӗ. 10Вӗсем патӗнче эпир чылай кунах пурӑнтӑмӑр, ҫав хушӑра Иудейӑран Агав ятлӑ пӗр пророк ҫитрӗ, 11пирӗн патӑмӑра кӗрсессӗн вӑл Павел пиҫиххине илчӗ те хӑй алли-урине ҫыхса каларӗ: Таса Сывлӑш акӑ ҫапла калать: «ҫак пиҫиххи хуҫине иудейсем Иерусалимра ҫапла ҫыхса суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ» тет, терӗ. 12Ҫакна илтсессӗн эпир те, унти ҫынсем те Павела: Иерусалима ан кай, тесе тархасларӑмӑр. 13Анчах та Павел пире ҫапла хуравларӗ: мӗн тӑватӑр эсир? мӗншӗн эсир йӗрсе манӑн чуна хурлантаратӑр? эпӗ хама сӑнчӑрлаттарма ҫеҫ мар, Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра вилме те хатӗр, терӗ. 14Ӑна ӳкӗте кӗртсе пулмарӗ, вара эпир: ӗнтӗ Турӑ ирӗкӗ пултӑр! тесе лӑплантӑмӑр.
15Ҫак кунсем иртсен эпир хатӗрлентӗмӗр те Иерусалима тухса кайрӑмӑр. 16Пирӗнпе пӗрле Кесарири хӑш-пӗр вӗренекенсем те пычӗҫ; пире пурӑнма меллӗрех пултӑр тесе, вӗсем пире Мнасон ятлӑ пӗр Кипр ҫынни патне илсе пычӗҫ, лешӗ ӗнтӗ малтанхи вӗренекенӗсенчен пӗри пулнӑ.
17Иерусалима ҫитсессӗн тӑвансем пире питӗ савӑнса хапӑл турӗҫ. 18Тепӗр кунне Павел пирӗнпе пӗрле Иаков патне пычӗ; пресвитерсем те пурте пухӑнчӗҫ. 19Вӗсене сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Павел хӑй ӗҫӗ урлӑ Турӑ суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинче мӗн-мӗн туни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ. 20Итлесе пӗтерсессӗн вӗсем Турра мухтарӗҫ те Павела ҫапла каларӗҫ: эй тӑванӑмӑр! хӑвах куратӑн ӗнтӗ: иудейсем хушшинче Христоса ӗненекенсем пинӗ-пинӗпе, вӗсем пурте — саккуншӑн ҫунса тӑракан ҫынсем. 21Вӗсем сан ҫинчен вӑл суя тӗнлӗ халӑхсем хушшинче пурӑнакан иудейсене пурне те: «ачӑрсен ӳтне ан кастарӑр, авалхи йӑлапа ан пурӑнӑр» тесе Моисейрен пӑрӑнма вӗрентет тенине илтсе пӗтнӗ. 22Мӗн тӑвас ӗнтӗ? Ахӑртнех, халӑх пуҫтарӑнать пулӗ: вӗсем эсӗ килни ҫинчен илтеҫҫех. 23Эсӗ эпир хӑвна мӗн каланине ту-ха: пирӗн сӑмах панӑ тӑватӑ ҫын пур. 24Ҫавсене ертсе кай та вӗсемпе пӗрле тасал; вӗсемшӗн парне кӳрсе тӑккаланмаллине те ху ҫине ил, ҫӳҫне кастарччӑр вӗсем; вара сан ҫинчен илтнӗ сӑмах тӗрӗс маррине, эсӗ ху та саккуна уяса пурӑннине пурте пӗлӗҫ. 25Суя тӗнрен хӑпса ӗненекен пулнӑ ҫынсене эпир вӗсем ҫинчен мӗн йышӑннине ҫырса пӗлтертӗмӗр: вӗсем йӗрӗхсене парне кӳнипе ирсӗрленнӗ апатран, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланччӑр, урӑх вӗсем ӑна-кӑна нимӗн те ан туччӑр терӗмӗр, терӗҫ. 26Вара Павел ҫав ҫынсемпе кайрӗ те, тепӗр кунне вӗсемпе пӗрле тасалнӑ хыҫҫӑн Турӑ Ҫуртне кӗрсе, тасалмалли кунсем хӑҫан вӗҫленессе, вӗсемшӗн кашнийӗшӗн хӑҫан парне кӳрессе пӗлтерчӗ.
27-28Ҫичӗ кун иртсе пынӑ чухне Асия иудейӗсем Павела Турӑ Ҫуртӗнче курнӑ та, пӗтӗм халӑха пӑлхатса: эй Израиль ҫыннисем, пулӑшӑр! ҫак ҫын пур тӗлте те пурне те халӑха хирӗҫ, саккуна хирӗҫ, ҫак вырӑна хирӗҫ вӗрентет; ҫитменнине тата эллинсене Турӑ Ҫуртне илсе кӗрсе, ҫак таса вырӑна ирсӗрлетрӗ! тесе кӑшкӑрашнӑ. 29Вӗсем ҫакӑн умӗн унпа пӗрле хулара Эфес ҫынни Трофим ҫӳренине курнӑ, ҫавӑнпа Павел ӑна Турӑ Ҫуртне илсе кӗнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ. 30Ӗнтӗ пӗтӗм хула хускалнӑ, халӑх пухӑннӑ. Вара Павела ярса тытнӑ та Турӑ Ҫуртӗнчен сӗтӗрсе тухнӑ, алӑкӗсене ҫийӗнчех питӗрсе хунӑ. 31Вӗсем ӑна вӗлермех тӑнӑ, анчах ҫав вӑхӑтра полкри пинпӳ патне пӗтӗм Иерусалим пӑлханать текен хыпар ҫитнӗ; 32лешӗ вара тӳрех салтаксемпе ҫӗрпӳсене ертнӗ те вӗсем патне ыткӑннӑ; кусем пинпӳпе салтаксене курсассӑн Павела хӗнеме чарӑннӑ. 33Пинпӳ Павел патне пынӑ та ӑна ярса тытса икӗ сӑнчӑрпа тимӗрлеме хушнӑ, унтан: мӗнле ҫын ку, мӗн турӗ вӑл? тесе ыйтнӑ. 34Халӑх хушшинче пӗри пӗр тӗрлӗ, тепӗри тепӗр тӗрлӗ кӑшкӑрнӑ. Халӑх пӑтраннӑран тӗрӗссине пӗлеймесӗр, пинпӳ ӑна кереме илсе кайма хушнӑ. 35Павела пусма тӑрӑх илсе улӑхнӑ чухне, халӑх хӗстернӗрен, салтаксен ӑна йӑтса улӑхма тивнӗ, 36мӗншӗн тесессӗн хыҫалтан темӗн чухлӗ халӑх: вӗлерес ӑна! тесе кӑшкӑрса пынӑ.
37Кереме кӗнӗ чухне Павел пинпӗве: сана пӗр сӑмах калама юрать-и мана? тенӗ. Лешӗ каланӑ: эсӗ грекла пӗлетӗн-им? 38Апла пулсан ҫак кунсем умӗн халӑха пӑтратса, пушхире тӑватӑ пин вӑрӑ-хурах ертсе тухнӑ хайхи Египет ҫынни эсӗ мар-и? тенӗ. 39Павел каланӑ вара: эпӗ — иудей, Килики ҫӗрӗнчи паллӑ Тарс хули ҫынни; сана йӑлӑнатӑп: халӑха сӑмах калама ирӗк парсамччӗ мана, тенӗ. 40Лешӗ ирӗк панӑ та, вара Павел пусма ҫине тӑрса аллипе халӑха паллӑ кӑтартнӑ; шӑпах пулса ҫитсессӗн, вӑл еврейла ҫапла кала пуҫланӑ:
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 21: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: