Апостолсен ӗҫӗсем 2
2
1Аллӑмӗш кун уявӗнче вӗсем пурте пӗрле пулнӑ. 2Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ евӗрлӗ шав илтӗнсе кайнӑ та ҫавӑ вӗсем пуҫтарӑннӑ пӳрте кӗрсе тулнӑ. 3Вӗсене вут ҫулӑмӗсем евӗрлӗскерӗ курӑнса кайнӑ, ҫав ҫулӑмсем, пайланса, кашнийӗ ҫине пӗрерӗн чарӑнса тӑнӑ. 4Вара вӗсем пурте Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланнӑ та, хӑйсене Сывлӑш мӗнле калама хушнӑ пек, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫа пуҫланӑ.
5Ун чухне Иерусалима тӗнчери тӗрлӗ халӑх хушшинче пурӑнакан иудейсем, Турра ӗненекенскерсем, пуҫтарӑннӑ пулнӑ. 6Ҫак кӗрленӗ шав илтӗнсессӗн, унта темӗн чухлӗ халӑх пуҫтарӑннӑ, пурте аптӑрасах кайнӑ: ӗнтӗ кашнийӗ апостолсем унӑн чӗлхипе калаҫнине илтнӗ. 7Пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе пӗр-пӗрне каланӑ: ҫапла калаҫакансем пурте Галилея ҫыннисем мар-и-ха? 8Мӗнле-ха эпир пурсӑмӑр та вӗсем пирӗн тӑван чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр: 9эпир — Парфи, Миди, Елам ҫыннисем; Месопотамире, Иудейӑра, Капподокире, Понтра, Асийӑра#2:9 Асия — Рим провинцийӗ пулнӑ, хальхи Кӗҫӗн Азие кӗрекен ҫӗр., 10Фригире, Памфилире, Египетра, Киринея ҫумӗнчи Ливи ҫӗрӗнче пурӑнакансем; Римран килнисем, тӗп иудейсем, Иудея тӗнне йышӑннисем, 11Крит ҫыннисем, арабсем, эпир вара вӗсем Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пирӗн чӗлхепе калаҫнине илтетпӗр, тенӗ. 12Ӗнтӗ пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ, ӑнланаймасӑр, каланӑ пӗр-пӗрне: мӗне пӗлтерет ку? тенӗ. 13Хӑшӗ-пӗрисем тата тӑрӑхласа: вӗсем пылак эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ, тенӗ.
14Вара Петр вунпӗрӗшпе пӗрле тӑнӑ та, сассине хӑпартса, хыттӑн каланӑ вӗсене: эй Иудея арӗсем, эй Иерусалимра пурӑнакан мӗнпур халӑх! ҫакна пурсӑр та пӗлсе тӑрӑр, манӑн сӑмахӑмсене тӑнлӑр: 15эсир вӗсем ӳсӗр тесе шухӑшлатӑр, вӗсем ӳсӗр мар: ҫутӑлни те виҫҫӗмӗш сехет анчах халӗ; 16ку — Иоиль пророк урлӑ каласа хуни; вӑл ҫапла каланӑ: 17«юлашки кунсенче ҫапла пулӗ, тет Турӑ: пурин ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп; сирӗн ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем пророкла калаҫӗҫ; сирӗн яш ачӑрсем хӑватсем курӗҫ, сирӗн ваттӑрсем пророкла тӗлӗксем тӗлленӗҫ; 18ҫав кунсенче Эпӗ ар чурасемпе хӑрхӑмсем ҫине те Хамӑн Сывлӑшӑм тивлетне антарӑп. 19Ҫӳлте тӳпере хӑватсем кӑтартӑп, аялта ҫӗр ҫинче паллӑсем кӑтартӑп: юн, вут-кӑвар, юпаланса тӑракан тӗтӗм. 20Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ, хӑрушӑ кунӗ киличчен малтан хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ. 21Ҫӳлхуҫа ятне асӑнакан кирек кам та ҫӑлӑнӗ» тенӗ. 22Эй Израиль арӗсем! ҫак сӑмахсене итлӗр-ха: Назарет Иисусӗ Этем пулнӑ, Унӑн Турӑлӑхне Турӑ сире Ун урлӑ хӑватсем, кӗтретсем, паллӑсем кӑтартса уҫса пачӗ, ҫакӑн ҫинчен эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫакӑ сирӗн хушшӑртах пулса иртнӗ. 23Турӑ ирӗкӗпе, Вӑл малтанах ҫапла палӑртса хунипе Ӑна сирӗн аллӑра панӑ, эсир Ӑна йӗркесӗр ҫынсен аллипе пӑталаса вӗлерттертӗр. 24Вилӗм ҫыххине татса пӑрахса, Турӑ Ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, вилӗм Ӑна тытса чараймарӗ. 25Давид Ун ҫинчен ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫана эпӗ яланах умӑмра курса тӑтӑм: Вӑл манӑн сылтӑм енче — такӑнассӑм ҫук. 26Ҫавӑнпа чун-чӗрем хӗпӗртерӗ, чӗлхем хавасланчӗ; шанӑҫлӑ тӑнипе ӳтӗм те канӑҫлӑ пулӗ. 27Эсӗ манӑн чунӑма тамӑкра хӑвармӑн, Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннуна ҫӗрсе кайма памӑн. 28Эсӗ мана чӗрӗлӗх ҫулне кӑтартрӑн; Санӑн умӑнта тулли савӑнӑҫпа савӑнӑп» тет. 29Эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! сире тӗп аттемӗр Давид ҫинчен хӑйсах каламалла пултӑр-ха: вӑл вилсе ҫӗре кӗнӗ, унӑн тупӑкӗ те паянхи кунчченех хамӑр патӑрта. 30Пророк пулнӑ май, Турӑ ун йӑхӗнчен Христоса ӳтлентерсе кӑларса, Ӑна унӑн аслӑ вырӑнне патшана лартма хӑйне тупа тунине пӗлсе тӑрса, 31Давид Христос чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен, Унӑн чунне тамӑка хӑварманни ҫинчен, Унӑн ӳчӗ ҫӗрмесси ҫинчен каланӑ. 32Ҫав Иисуса Турӑ чӗртсе тӑратрӗ, эпир пурсӑмӑр та — ҫавна куракансем. 33Халӗ ӗнтӗ Вӑл, Туррӑн сылтӑм енне ҫӗкленнӗскер, Ашшӗ пама пулнӑ Таса Сывлӑша илсе ярса пачӗ, ҫавна эсир халӗ курса-илтсе тӑратӑр. 34-35Давид тӳпене ҫӗкленмен, анчах хӑй ҫапла калать: «Ҫӳлхуҫа манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: Эпӗ Санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен Эсӗ Манӑн сылтӑм енче лар» тенӗ. 36Эй пӗтӗм Израиль халӑхӗ, ӗнтӗ ҫирӗп пӗлсе тӑр: Ҫакӑ хӑвӑр пӑталанӑ Иисуса Турӑ Ҫӳлхуҫа та, Христос та туса хучӗ, тенӗ Петр.
37Ҫакна илтсессӗн вӗсенӗн чӗрисем ҫемҫелнӗ те, вара Петрпа ытти апостола каланӑ: эй тӑван ҫыннӑмӑрсем! пирӗн ӗнтӗ мӗн тумалла-ши? тенӗ. 38Петр каланӑ вӗсене: ӳкӗнӗр, ҫылӑхӑрсене каҫармашкӑн эсир пурсӑр та Иисус Христос ячӗпе тӗне кӗрӗр, вара Таса Сывлӑш тивлетне илетӗр: 39пама пулни сире, сирӗн ачӑрсене тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр чӗнсен, аякрисене те пурне те тивӗҫлӗ, тенӗ. 40Вӑл урӑх сӑмахсем те нумай каланӑ, ӑнлантарнӑ, вӗсене ӳкӗтленӗ: ҫак пӑсӑлса пӗтнӗ ӑруран хӑтӑлӑр, тенӗ. 41Ӗнтӗ унӑн сӑмахне хапӑл тӑвакансем тӗне кӗнӗ; ҫав кун пӗр виҫӗ пин чуна яхӑн хутшӑннӑ. 42Вӗсем апостолсем вӗрентнине яланах тӑнласа тӑнӑ, ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа панӑ чухне те, кӗлӗре те, пур вӑхӑтра та пӗрле пулнӑ. 43Пур чун та хӑраса тӑнӑ; Иерусалимра апостолсем урлӑ нумай хӑватсем, паллӑсем пулса иртнӗ. 44Ӗненекенсем пурте пӗрле пуҫтарӑнсах тӑнӑ, мӗн пуррийӗ те вӗсен йӑлтах пӗрле пулнӑ: 45кил-ҫуртне, пурлӑхне сутса, вӗсем кама мӗн кирлӗ таран валеҫсе тӑнӑ. 46Вӗсем кулленех пурте пӗрле Турӑ Ҫуртне пуҫтарӑннӑ, килӗсенче ҫӑкӑр хуҫа-хуҫа парса, савӑнса, ырӑ кӑмӑлпа апат ҫинӗ. 47Турра мухтаса пурӑннӑ, пӗтӗм халӑх вӗсене юратнӑ. Ҫӑлӑнасшӑн тӑрӑшакансене Ҫӳлхуҫа ӗненекен ушкӑна куллен-кун хушӑнтарсах пынӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: