Апостолсен ӗҫӗсем 14
14
1Иконире те Павелпа Варнава иудейсен синагогине кӗнӗ, унта вӗсем питӗ витӗмлӗн вӗрентнӗ; ҫавӑнпа темӗн чухлӗ иудей, темӗн чухлӗ эллин Турра ӗненнӗ. 2Ӗненмен иудейсем вара, суя тӗнлисенӗн чӗрисене хаярлатса, ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ. 3Ҫапах та вӗсем унта чылайчченех пурӑннӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа ҫинчен хӑюллӑн вӗрентнӗ, Вӑл, Хӑйӗн тивлечӗ ҫинчен вӗсем тӗрӗс каланине кӑтартса, вӗсен аллипе паллӑсем, хӑватсем тунӑ. 4Ҫав хушӑра хула халӑхӗ икӗ пая уйӑрӑлнӑ: хӑшӗсем иудейсем майлӑ, хӑшӗсем апостолсем майлӑ пулнӑ. 5Суя тӗнлӗ ҫынсемпе иудейсем хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле Павелпа Варнавӑна тытса чулпа персе вӗлерме каварлашнӑ, 6ҫакӑн ҫинчен пӗлсессӗн, кусем || Ликаони ҫӗрне тарнӑ, унта Листра хулипе Дерви хулинче тата вӗсен таврашӗнче 7Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳренӗ.
8Листрӑра ури утайман пӗр ҫын пулнӑ; ҫуралассах утайми ҫуралнӑскер, вӑл ларма ҫеҫ пултарнӑ, нихӑҫан та утса курман. 9Вӑл Павел каланине итлесе ларнӑ. Павел ун ҫине тимлӗн пӑхса илнӗ те, вӑл хӑй сывалмалӑх ӗненнине курса, 10хытӑ сасӑпа каланӑ: Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе калатӑп сана: уру ҫине тӳррӗн тӑр! тенӗ. Лешӗ ҫав самантрах сиксе тӑнӑ та ҫӳре пуҫланӑ. 11Павел мӗн тунине курсассӑн халӑх ликаонла калаҫса, хыттӑн: турӑсем этем евӗрлӗ пулса пирӗн пата анчӗҫ! тенӗ. 12Вара вӗсем Варнавӑна Зевс тенӗ; питӗ ӑста калаҫнӑран Павела Гермес тенӗ. 13Хӑйсен хули умӗнче ларакан Зевс кӗлеткин апӑсӗ вара, вӗсене халӑхпа пӗрле парне кӳрес тесе, хапха патне вӑкӑрсем, чечек ҫыххисем илсе пынӑ. 14Ҫавна илтсен Варнавӑпа Павел апостол хӑйсен ҫийӗнчи тумтирне туртса ҫурса халӑх хушшине вирхӗнсе кӗнӗ те хытӑ сасӑпа каланӑ: 15эй арсем! мӗн тӑватӑр эсир капла? Эпир те — сирӗн пек ҫынсемех; эпир сире ҫак суя турӑсене пӑрахтарса Чӗрӗ Турӑ енне, тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, вӗсенче мӗн пуррине пултарнӑ Чӗрӗ Турӑ енне, ҫавӑрасшӑн Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр; 16Вӑл халӑхсен унчченхи тӑхӑмӗсене харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме чарман, 17ҫавах та Вӑл пире тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартса, тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса Хӑй ҫинчен пӗлтерме чарӑнман, тенӗ. 18Ҫапла каласа, вӗсем хӑйсене чысласа парне кӳме хатӗрленнӗ халӑха аран-аран тытса чарнӑ. 19Каярахпа Антиохипе Иконирен иудейсем килнӗ те, халӑха апостолсене хирӗҫ хӗтӗртсе, Павела чулпа пере-пере пӗтернӗ, вилчӗ пулӗ тесе ӑна ӗнтӗ хула тулашне кӑларса пӑрахнӑ. 20Вӗренекенӗсем ун тавра пуҫтарӑнсассӑн, вӑл тӑнӑ та хулана таврӑннӑ; тепӗр кунне вара Варнавӑпа пӗрле Дерви хулине тухса кайнӑ.
21Ҫав хулара Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, нумайӑшне Иисуса ӗненекен туса, вӗсем Листрӑпа Икони урлӑ, Антиохи урлӑ каялла таврӑннӑ, 22пур ҫӗрте те вӗренекенсен чунне вӑй-хал парса, вӗсене чӑн тӗнпе ҫирӗп ӗненме ӳкӗтленӗ: «Турӑ Патшалӑхне кӗмешкӗн пирӗн нумай хӗн-хур тӳсмелле» тесе вӗрентнӗ. 23Вӗсем кашни ӗненекен ушкӑн валли алӑ хурса пресвитер лартнӑ, унтан типӗ тытса кӗлтунӑ та лешӗсене хӑйсем ӗненекен Ҫӳлхуҫа аллине парса хӑварнӑ. 24Унтан Писиди урлӑ тухса Памфилие ҫитнӗ; 25Ҫӳлхуҫа сӑмахне Пергире вӗрентсе ҫӳресен Атталие аннӑ; 26Атталирен вӗсем шывпа ишсе каялла Антиохие кайнӑ — халӗ туса пӗтернӗ ӗҫне тумашкӑн вӗсем ӗнтӗ Турӑ тивлетне шанса шӑпах ҫакӑнтан тухса кайнӑ пулнӑ.
27Антиохие ҫитсессӗн вӗсем ӗненекен ушкӑна пухнӑ та Турӑ вӗсем урлӑ мӗн-мӗн тунине тата Вӑл суя тӗнлисем валли чӑн тӗн алӑкне епле уҫса панине пӗтӗмпе каласа кӑтартнӑ. 28Вӗренекенсемпе пӗрле вӗсем унта чылай вӑхӑтах пурӑннӑ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 14: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: