Апостолсен ӗҫӗсем 12
12
1Ҫав вӑхӑтра Ирод патша ӗненекен ушкӑнри хӑш-пӗр ҫынсене хӗсӗрлеме пуҫланӑ; 2ҫапла вӑл Иоанн тӑванне Иакова хӗҫпе кастарса вӗлернӗ. 3Ҫакӑ иудейсен кӑмӑлне килнине курсассӑн, вӑл Петра та ярса тытма хушнӑ; ун чухне тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗн кунӗсем пулнӑ; 4ҫапла ӑна ярса тытнӑ та тӗрмене хупнӑ, тӑватшар салтаклӑ тӑватӑ ушкӑна ӑна черетпе хураллама хушнӑ; Ирод ӑна Пасха иртсенех халӑх умне илсе тухма шутланӑ. 5Ҫапла вара Петра тӗрмере хуралласа усранӑ; ҫав вӑхӑтра ӗненекен ушкӑн уншӑн питӗ тӑрӑшса Турра кӗлтунӑ.
6Ирод Петра тӗрмерен илсе тухас тенӗ чухне ҫӗрле Петр икӗ сӑнчӑрпа тимӗрленипех икӗ салтак хушшинче ҫывӑрнӑ, хуралҫӑсем тӗрме алӑкне сыхласа тӑнӑ. 7Акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ пырса тӑнӑ та тӗрмене ҫутӑ ҫутатса янӑ. Ангел Петра аякӗнчен тӗртсе вӑратнӑ та: тӑр часрах, тенӗ. Петр аллинчи сӑнчӑрсем ҫав самантрах хывӑнса ӳкнӗ. 8Ангел ӑна: пилӗкне ҫых, уруна сыр, тенӗ. Вӑл ҫапла тунӑ. Унтан ӑна каланӑ: тумтирне тӑхӑн та ман хыҫӑмран пыр, тенӗ. 9Ангел мӗн туни чӑн иккенне пӗлмесӗрех Петр тухнӑ та ун хыҫӗнчен утнӑ, вӑл ӗнтӗ куҫа ҫапла курӑнать пулӗ тесе шухӑшланӑ. 10Малтанхи хуралпа иккӗмӗш хуралтан иртсессӗн вӗсем хулана тухакан тимӗр хапха патне ҫитнӗ; хапха вӗсем умӗнче хӑй тӗллӗнех уҫӑлса кайнӑ; хапхаран тухсан вӗсем пӗр урамран иртнӗ ҫеҫ, сасартӑк Ангел ун патӗнчен ҫухалнӑ. 11Мӗн пулнине ӑнланса илсессӗн Петр каланӑ вара: халӗ ӗнтӗ чӑн-чӑнах куртӑм: Турӑ Хӑй Ангелне ярса мана Ирод аллинчен, Иудея халӑхӗ мӗн-мӗн кӗтсе тӑнинчен хӑтарчӗ, тенӗ. 12Ҫакна ӑнланса илсессӗн вӑл Марк теекен Иоанӑн амӑшӗ Мария ҫурчӗ патне пынӑ; ҫавӑнта нумайӑшӗ кӗлтума пуҫтарӑннӑ пулнӑ. 13Петр хапхаран шаккасан, алӑк патне Рода ятлӑ хӗрарӑм тарҫӑ тухнӑ. 14Петр сассине илтсен вӑл, савӑннипе, хапхине уҫмасӑрах чупса кӗрсе, Петр хапха умӗнче тӑрать тесе пӗлтернӗ. 15Лешӗсем ӑна: эсӗ аташмастӑн-и? тенӗ. Ку хӑйӗннех каланӑ. Вара лешӗсем: ку унӑн ангелӗ пулӗ, тенӗ. 16Петр пӗрмаях шаккаса тӑнӑ. Хапхине уҫсассӑн ӑна курнӑ та тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 17Петр ӗнтӗ, шӑп тӑма ыйтса, аллипе паллӑ кӑтартнӑ та вӗсене хӑйне Турӑ тӗрмерен епле кӑларни ҫинчен каласа панӑ, унтан: ҫакӑн ҫинчен Иаковпа тӑванӑмӑрсене пӗлтерӗр, тенӗ. Вара урӑх ҫӗре тухса кайнӑ.
18Тул ҫутӑлсан, Петр ӑҫта кайса кӗнӗ-ши тесе салтаксем шуйхансах ӳкнӗ. 19Ирод ӑна шыраттарса тупайман та хуралҫисене сут туса вӗлерме хушнӑ. Унтан вӑл Иудейӑран Кесарие кайнӑ, вара ҫавӑнтах пурӑннӑ.
20Ирод ҫавӑн чухне Тирпа Сидон ҫыннисем ҫине ҫилӗллӗ тӑнӑ; лешӗсем пӗр канаша килнӗ те ун патне пынӑ: патша вырӑнне тирпейлесе тӑракан Власта хӑйсен енне ҫавӑрса, патшаран хӑйсемпе килӗшӳ тума ыйтнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсен ҫӗрӗнчи халӑх Ирод патша ҫӗрӗнчи тырӑпа тӑранса пурӑннӑ. 21Каласа хунӑ кун Ирод, патша тумтирӗ тӑхӑнса, ҫӳллӗ вырӑна хӑпарса ларнӑ та вӗсемпе калаҫнӑ. 22Халӑх вара: ку — этем сасси мар, Турӑ сасси! тесе кӑшкӑрса тӑнӑ. 23Ҫавӑн чухне Ирода Турра мухтаманшӑн Ҫӳлхуҫа Ангелӗ сасартӑках хускалайми туса лартнӑ; вӑл хӑйне хурт ҫисе пӗтернипе вилнӗ.
24Турӑ сӑмахӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлсах пынӑ. 25Хӑйсене хушса янӑ ӗҫе туса пӗтерсессӗн, Варнавӑпа Савл Иерусалимран Антиохие таврӑннӑ, хӑйсемпе пӗрле Марк теекен Иоана та илсе килнӗ.
Currently Selected:
Апостолсен ӗҫӗсем 12: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: