YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 3-мӗш кӗнеки 6

6
1Ҫав хушӑра Елеазар ятлӑ пӗр хисеплӗ ар, ҫӗршыв священникӗсенчен пӗри, ӗнтӗ ватӑлса ҫитнӗскер, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче пайтах ырӑ тунӑскер, хӑй тавра тӑракан ватӑсене сӑваплӑ Турра асӑнма чӗнсе ҫапла кӗлтунӑ: 2«эй пуринчен те вӑйлӑ, пуринчен те хӑватлӑ Патшамӑр, пурне те тытса тӑракан Туррӑмӑр, Хӑв мӗн пултарнине ырӑ кӑмӑлпа йӗркелесе пыраканӑмӑр! эй Аттемӗр, Авраам вӑрлӑхӗ ҫине, тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Иаков ачисем ҫине пӑхсамччӗ, Хӑвна валли еткерлӗхе илнӗ сӑваплӑ халӑху ҫине — ют ҫӗр тӑрӑх ҫӳрекен, айӑпсӑрах пӗтекен халӑху ҫине — пӑхсамччӗ. 3Эсӗ фараона, Египетӑн ӗлӗкхи патшине — темӗн чухлӗ ҫар урапиллӗ, хӑйӗн йӗркесӗр чӑрсӑрлӑхӗпе, мӑнкӑмӑллӑ сӑмахӗпе ытла та ҫӗкленсе кайнӑскере — мӑнаҫлӑ ҫарӗпе пӗрле тинӗсе путарса тӗп тунӑ, Израиль йӑхне вара ырӑлӑхун ҫутине кӑтартнӑ. 4Эсӗ Ассири ҫӗршывӗн хаяр патшине Сеннахирима — шутсӑр йышлӑ ҫарӗпе мухтанма юратнӑскере, хӑйӗн хӗҫӗпелен пӗтӗм ҫӗре парӑнтарса тухнӑскере, Хӑвӑн сӑваплӑ хулуна хирӗҫ ҫӗкленнӗскере, мӑнаҫлӑхӗпе те чӑрсӑрлӑхӗпе мӑшкӑлласа калаҫакана — Хӑвӑн хӑватна нумай-нумай халӑха уҫҫӑн кӑтартса ураран ӳкернӗ. 5Эсӗ Вавилонра виҫӗ ачана, ниме тӑман йӗрӗхсемшӗн ӗҫлес мар тесе пурӑнӑҫне хӑйсем ирӗккӗн вут-ҫулӑма панӑскерсене, чӗртсе янӑ кӑмакана шыв сапса, ҫӳҫ пӗрчийӗ те сиенленми сыхласа хӑварнӑ, ҫулӑмне вара пӗтӗм тӑшман еннелле ҫавӑрнӑ. 6Эсӗ Даниила, кӗвӗҫӳ элекне пула ҫӗр шӑтӑкне арӑслансем патне туртса ҫурма пӑрахнӑскере, каялла тӗрӗс-тӗкелех илсе тухнӑ; эй Аттемӗр, Эсӗ Ионӑна та — тарӑн тинӗсре пурӑнакан кит ӑшӗнче пӗр шанчӑксӑр тертленнӗскере — хӑйӗн тӑванӗсене тӗрӗс-тӗкеллӗн кӑтартнӑ. 7Эй кӳрентернӗшӗн Тавӑракан, питех те хӗрхенсе пурне те хунтӑлакан, халӗ те часрах Израиль йӑхӗн ҫыннисене — суя тӗнлисем, йӗркесӗр пурӑнакансем кӳрентерсе ҫитернӗскерсене — курӑнсамччӗ. 8Эй Ҫӳлхуҫамӑр, эхер те ют ҫӗрсене куҫса кайса пурӑннӑ чухне пирӗн пурӑнӑҫӑмӑр усаллӑхпа тулчӗ пулсассӑн, пире тӑшман аллинчен хӑтарса Хӑвна кирлӗ пек вилӗмпе пӗтер пире — 9Санӑн савнӑ ҫыннусем пӗтнишӗн тӗшмӗшлӗ ҫынсем «вӗсене хӑйсен Турри ҫӑлаймарӗ» тесе хӑйсенӗн ниме тӑман йӗрӗхӗсене ан мухтаччӑр. 10Эсӗ вара, Ӗмӗрхийӗ, пӗтӗм вӑй-хӑвата тытса тӑраканскер, пирӗн ҫине пӑхсамччӗ: 11хӗрхенсемччӗ пире — йӗркерен тухнӑ ҫынсем ӑс ҫухатса пусахлаҫҫӗ, пире усал шухӑшлӑ ҫынсене вӗлернӗ пекех вӗлересшӗн. 12Эй Мухтавлӑран Мухтавлӑскер, Иаков йӑхне ҫӑлмалли вӑя тытса тӑраканскер, Санӑн ҫӗнтерме ҫук хӑватна курса, суя тӗнлисем халӗ хӑраса тӑччӑр. 13Сана нумай-нумай пӗчӗк ачапа вӗсен ашшӗ-амӑшӗ пурте куҫҫулӗпе йӑлӑнаҫҫӗ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ пирӗнпе пӗрле пулни, Хӑвӑн сӑнна пирӗнтен пытарманни суя тӗнлисене пурне те курӑнса тӑтӑр; 14эй Ҫӳлхуҫамӑр, Ху: Эпӗ вӗсене тӑшманӗсен ҫӗрӗнче те пӑрахмӑп тесе каланӑ пек тусамччӗ».
15Елеазар кӗлтуса пӗтерсессӗнех, патша сӑлансемпе тата пӗтӗм хӑрушӑ ҫарӗпе пӗрле лаша ӑмӑртса чуптармалли вырӑна пырса ҫитнӗ. 16Ӑна курсассӑн, иудейсем тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса йӗре пуҫланӑ, ҫавна пула ҫывӑхри айлӑмсемсенче те ахрӑм янӑраса тӑнӑ, ӗнтӗ пӗтӗм ҫар сехӗрленсе ӳкнӗ. 17Вара мухтавӗпе аслӑ Пурне те Тытса Тӑракан тата чӑн Турӑ, Хӑйӗн сӑваплӑ сӑнне кӑтартса, тӳпе хапхине уҫса янӑ та, ҫавӑнтан мухтавлӑ та хӑрушӑ икӗ Ангел аннӑ; иудейсемсӗр пуҫне вӗсем ыттисене пурне те курӑнса тӑнӑ. 18Вӗсем ҫар умне тӑнӑ — тӑшмансене пӑлхантарса, сехӗрлентерсе пӑрахнӑ, ним хускалайми тӑлласа лартнӑ; патша та пӗтӗм кӗлеткипе сиксе чӗтре пуҫланӑ, унӑн вӗчӗпе тулнӑ чӑрсӑрлӑхӗ те сӳннӗ. 19Сӑлансем вара хӑйсене илсе килнӗ кӑраллӑ ҫар ҫыннисем енне ҫаврӑннӑ та вӗсене йӑлт таптаса пӗтерсе тӑкнӑ. 20Патша ӗнтӗ ҫилленесси вырӑнне хӗрхеннӗ, хӑй ҫакӑн умӗн анчах-ха мӗн тума шухӑшланӑшӑн куҫҫулӗ тӑкнӑ: 21иудейсем кӑшкӑрнине илтсессӗн, вӗсем пурте вилме чӗркуҫленсе ларнине курсассӑн, патша, йӗрсе ярса, хӑйӗн тусӗсене хаяррӑн юнаса каланӑ: 22эсир хӑвӑра панӑ ирӗкпе иртӗхетӗр, хаярлӑхӑрпа эсир тискер пусмӑрҫӑсенчен те иртсе кайнӑ; мана хама вара — хӑвӑра ырӑ тӑвакана — патшаран сирпӗтесшӗн, пурӑнӑҫӑма татасшӑн хыпкаланатӑр, патшалӑхшӑн усӑсӑр ӗҫ тӑвасси ҫинчен вӑрттӑн каварлашатӑр. 23Пирӗн ҫӗршывӑн тӗреклӗлетнӗ вырӑнӗсене шанчӑклӑ сыхласа пурӑннӑ ҫынсене, кашнине килӗнчен хӑваласа кӑларса, кам ӑссӑрла пухнӑ кунта? 24Мӗн авалтан пирӗншӗн пур тӗлӗшпе те урӑх халӑхсенчен пуринчен те шанчӑклӑрах пулнӑ ҫынсене, тӑтӑшах ыттисенчен йывӑртан та йывӑр хӗн-хур тӳсекенсене, кам-ха пӗр тивӗҫсӗртен ҫакӑн пек мӑшкӑл кӑтартать? 25Салтӑр, салтӑр тӗрӗсмарлӑх тӑллисене, унччен мӗн тунишӗн каҫару ыйтса, вӗсене тӑнӑҫлӑн хӑйсен килне ярӑр; тӳпери Пурне те Тытса Тӑраканӑн, асаттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи кунчченех пирӗн патшалӑхӑмӑра вӗҫӗмсӗрех ырӑлӑхпа мухтав парса тӑнӑ чӗрӗ Туррӑн, ывӑлӗсене ирӗке ярӑр. 26Ҫапла каланӑ патша. Ҫав самантрах ирӗке янӑ иудейсем, вилӗмрен хӑтӑлса, хӑйсене Ҫӑлакана — сӑваплӑ Турра — мухтама пуҫланӑ.
27Ҫавӑн хыҫҫӑн патша, хулана таврӑнса, тӑкакшӑн яваплӑ ҫынна чӗнтерсе, иудейсене ҫичӗ кун хушши эрех тата ӗҫкӗ-ҫикӗ тума мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑма хушнӑ, вӗсем хӑйсем пӗтессе кӗтнӗ вырӑнта хӑйсем ҫӑлӑннӑшӑн туллин савӑнса уяв туччӑр тенӗ. 28Вара иудейсем, ҫакӑн умӗн анчах-ха мӑшкӑл тӳссе тамӑк ҫывӑхӗнче пулнӑскерсем — тӗрӗсрех каласассӑн, тамӑках аннӑскерсем — асаплӑ та куҫҫуллӗ вилӗм вырӑнне ҫӑлӑнӑҫ ячӗпе ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерме йышӑннӑ, ӗнтӗ хӑйсене вӗлерме хатӗрленӗ вырӑнта, хӑйсемшӗн масар пулмалли вырӑнта, вӗсем, савӑнӑҫлӑскерсем, кӗрекене ларнӑ. 29Хурлӑхлӑ хӳхлев юррине манса, вӗсем Израиле Ҫӑлакана, Хӑват кӑтартакан Турра мухтаса, ашшӗсенӗн юррине юрлама пуҫланӑ, вара пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑпа куҫҫуле сирсе ярса, тӑнӑҫлӑ савӑнӑҫа палӑртса, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса юрланӑ. 30Патша та, ҫак сӑлтавпа пысӑк ӗҫкӗ пухса, иудейсене мухтавлӑ та чаплӑ ҫӑлӑнӑҫ панӑшӑн тӳпене тав тунӑ. 31Иудейсене пӗтме суннисем, вӗсене ҫӑткӑн вӗҫен кайӑксене апат вырӑнне пӑрахса пама хатӗр тӑнисем, вӗсене хаваспах шута илсе ҫырса тухнисем, халӗ ӗнтӗ намӑсланса, ахлатсах хуйхӑрма пуҫланӑ, вӗсенӗн вут сирпӗтсе тӑнӑ чӑрсӑрлӑхӗ мӑшкӑла юлса сӳнсе ларнӑ. 32Иудейсем вара, эпир каланӑ пек, ушкӑнпа йӗркеленсе тӑрса, уява савӑнӑҫлӑн мухтав юррисемпе псаломсем юрласа ирттернӗ. 33Вӗсем халӑхпа ҫакӑн пек йӗрке те хунӑ: хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте пур вырӑнта та ҫак кунсене сыпӑкран сыпӑках хаваслӑн уявласа ирттермелле, ӑна виҫесӗр ӗҫсе ҫимешкӗн мар, хӑйсене Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа асӑнмашкӑн тумалла. 34Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем патша умне пырса тӑнӑ та хӑйсене килне яма ыйтнӑ. 35Вӗсене пахон уйӑхӗн ҫирӗм пиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа епиф уйӑхӗн тӑваттӑмӗш кунӗччен, хӗрӗх кун хушшинче, шута илсе ҫырса тухнӑ пулнӑ; пӗтерессе вара вӗсене епиф уйӑхӗн пиллӗкмӗш кунӗнчен пуҫласа ҫиччӗмӗшӗччен, виҫӗ кун хушшинче, пӗтерсе пӑрахма палӑртнӑ; ҫав кунсенче ӗнтӗ пуринӗн те Патши мухтавлӑ майпа Хӑйӗн ырӑлӑхне кӑтартнӑ: вӗсене чӗррӗн-сыввӑн ҫӑлса хӑварнӑ. 36Вӗсем патша мӗн кирлине пӗтӗмпех парса тӑнипе вунтӑваттӑмӗш кунччен уяв тунӑ, вара ҫав кунхине килне кайма ирӗк ыйтнӑ. 37Патша, вӗсене ирӗк парса, пӗтӗм кӑмӑлтан вӗсем майлӑ пулса, хӑй алӑ пусса, хула пуҫлӑхӗсем патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырса янӑ:

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in