YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 2-мӗш кӗнеки 6

6
1Кӑштах вӑхӑт иртсессӗн, патша пӗр ватӑ ҫынна, Афинӑ ҫыннине, иудейсене ашшӗсен саккунӗсене пӑрахма, Турӑ саккунӗпе пурӑнма чарӑнмашкӑн хистеме янӑ, 2унӑн тата Иерусалимри Турӑ Ҫуртне ирсӗрлемелле, ӑна Олимп Юпитерӗн ятне памалла пулнӑ, Гаризинри Турӑ Ҫуртне вара, ку вырӑнта ютран килнисем пурӑннине кура, ҫул ҫӳрекенсене йышӑнакан Юпитер ҫурчӗ темелле пулнӑ. 3Килсе тухнӑ инкек халӑхшӑн тӳсме ҫук йывӑр пулнӑ. 4Турӑ Ҫурчӗ суя тӗнлисен аскӑнлӑхӗпе, тасамарлӑхӗпе тулса ларнӑ, вӗсем чи сӑваплӑ пӑлтӑрсенче аскӑнланнӑ, хӗрарӑмсемпе хутӑшнӑ, шала юраман япаласем иле-иле кӗнӗ. 5Парне вырӑнӗ кирлӗ мар, саккун хушман япаласемпе тулса ларнӑ. 6Шӑматкуна хисеплесе тӑма та, ашшӗсен уявӗсене уяса пыма та, иудей ятпа та ҫӳреме юраман. 7Вӗсене патша ҫуралнӑ кун кашни уйӑхрах пусахласа-ирӗксӗрлесе йӗрӗхсене чӳк кӳнӗ ҫӗре иле-иле кайнӑ, Дионис уявӗнче вара иудейсене, плющ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартса, Дионис ячӗпелен савӑнӑҫлӑн утакан халӑхпа пӗрле пыма хистенӗ. 8Кӳршӗллӗ эллин хулисенче те ҫавӑн пекех тума хушнӑ, Птоломей вӗскӗртнипе вӗсен те иудейсене хирӗҫ пулмалла, вӗсене йӗрӗх кӗлеткисене чӳк парни кӳртерсе тӑмалла пулнӑ, 9эллинсен йӑлисене йышӑнма килӗшменнисене вара вӗлернӗ. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ чӑн-чӑн инкек курма тивнӗ. 10Икӗ арӑма хӑйсен ачисенне ӳт кастарнӑшӑн айӑпланӑ; ҫакӑншӑн кӑкӑр ачисене амӑшӗсен чӗччинчен ҫакса ярса, ҫав арӑмсене хула тӑрӑх халӑх умӗнче уттарса тухнӑ та хӳме ҫинчен пӑрахнӑ. 11Тепӗрисем, ҫиччӗмӗш куна вӑрттӑн та пулин уявлас тесе, ҫывӑхри ту хушӑкӗсене тара-тара пытаннӑ, анчах Филипп тӗллесе янипе вӗсене тытса ҫунтарса янӑ, мӗншӗн тесессӗн тарса юлнисем, шӑматкун тасалӑхне хисеплесе, ҫав кун хӳтӗленмен те.
12Ҫак кӗнекене вулама тӳр килекенсене эпӗ инкекрен хӑраса ан ӳкӗрех теесшӗн, ҫакна тӑна илме ыйтасшӑн: ку асапсем пирӗн йӑха пӗтме мар, ӑса кӗме вӗрентеҫҫӗ. 13Усал ӗҫ тунӑшӑн йӗркесӗр ҫынсене айӑпласси вӑраха каймасть; вӗсене часах хаса ҫитет, ҫакӑ вӑл — аслӑ ырӑлӑх палли. 14Ытти халӑхсем тӗлӗшпе Ҫӳлхуҫа урӑхла тӑвать: вӑрахчен, вӗсен ҫылӑхӗсем виҫерен иртичченех тӳсет, ҫавӑн чухне вара вӗсене хаса парать. Вӑл пирӗн тӗлӗшрен ун пек тумасть, 15пире кайран хаса парас мар тесе, пирӗн ҫылӑхсем тулса ҫитессе кӗтмест. 16Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхне нихӑҫан та пирӗнтен аякра тытмасть, хӗн-хур ярса хаса парсассӑн та Хӑйӗн халӑхне пӑрахмасть. 17Ан тив, ку ӗнтӗ хамӑра асра тытма калани пултӑр; ҫак нумаях мар сӑмах хыҫҫӑн калава малалла тӑсӑпӑр.
18Малтанхи кӗнекеҫӗсенчен пӗри, ватти ҫитнӗ ҫын, анчах сӑнпа ҫаплах илемлӗскер, Елеазар ятлӑ ҫын пулнӑ. Ӑна ҫӑварне вӑйпа уҫсах сысна ашӗ ҫитересшӗн пулнӑ. 19Чыслӑ вилӗме мӑшкӑллӑ пурӑнӑҫран маларах хурса, вӑл хӑй ирӗкӗпе асап йышӑннӑ, аша сура-сура кӑларнӑ, 20пурӑнӑҫа юратсан та, ҫиме юраманнине ҫиес мар тесе ҫирӗп тӑракан ҫын ҫапла ҫеҫ тума пултарнӑ. 21Саккуна пӑсса чӳк парни кӳнине пӑхма тӑратнисем, ҫак ҫынна тахҫантанпах пӗлнӗскерсем, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна айккинерех чӗнсе илнӗ те, куҫа-куҫӑн юлсассӑн, ӑна хӑй пӗҫернӗ аша илсе килме ӳкӗтленӗ: ҫавна ӗнтӗ патша ҫитерме хушнӑ чӳк ашне ҫинӗ пек туса ҫиме сӗннӗ, 22ҫапла вӑл вилӗмрен ҫӑлӑнса юлтӑр, тахҫан хӑйпе туслӑ пулнӑ ҫынсен ырӑ кӑмӑлӗпе усӑ куртӑр тенӗ. 23Анчах вӑл, хӑйӗн кунне-ҫулне, хисеплӗ ватлӑхне, сумлӑ шурӑ ҫӳҫне тивӗҫлӗ ырӑ шухӑшсемпе пурӑнаканскер, ачаран Турра хисеплесе ӳснӗскер, унтан та ытла — Турӑ панӑ саккун умӗнче тасаскер — ҫакӑнпа килӗшӳллӗн хуравласа ҫапла каланӑ: «халех вилӗм аллине парӑр: 24пирӗн ҫулхи ҫын икӗпитленни хитре мар, ҫамрӑксем, тӑхӑрвуннӑри Елеазар суя тӗне куҫнине пӗлсессӗн, 25эпӗ икӗпитленнипе, мана пула кӗске те ниме тӑман пурӑнӑҫшӑн аташса ан кайччӑр, ҫапла эпӗ ватлӑхӑма чыссӑра кӑларӑп, варалӑп. 26Эхер те хальхи вӑхӑтра эпӗ ҫын кӳрекен асапран хӑтӑлсассӑн та, ку пурӑнӑҫра та, вилсессӗн те Пурне те Пултаракан Турӑ аллинчен вӗҫерӗнеймӗп. 27Ҫавӑнпа та халӗ пурӑнӑҫран хӑюллӑн уйӑрӑлса кайса, эпӗ хам ырӑ ватлӑха тивӗҫӗп, 28ҫамрӑксем валли вара ырӑ тӗслӗх хӑварӑп — хисепе тивӗҫлӗ, сӑваплӑ саккунсемшӗн вилӗме пӗр иккӗленмесӗр, хӑюллӑн йышӑнма вӗрентӗп» тенӗ. Ҫапла каласанах вӑл асаплантару умне тӑнӑ. 29Ӗнтӗ ватта илсе каякансем, тин ҫеҫ ӑна ырӑ суннӑскерсем, маларах каланӑ сӑмахсемшӗн ӑна курайми пулнӑ, ку сӑмахсене вӗсем ӑссӑрлӑх вырӑнне хунӑ. 30Асаплантарса пӗтернӗскер, вӑл, ахлатса ярса, вилес умӗн ҫапла каланӑ: «Пурне те Курса Тӑракан Ҫӳлхуҫа пӗлет: вилӗмрен ҫӑлӑнма май пур пулин те, Унран хӑранипе эпӗ ӳтӗме хӗненине тӳссе хаяр асап йышӑнатӑп, чунӑмпа вара ӑна савӑнсах тӳсетӗп» тенӗ. 31Ҫапла вилнӗ вӑл, хӑйӗн вилӗмӗпе ҫамрӑксемшӗн анчах мар, нумай-нумай ҫыншӑн хӑюлӑх тӗслӗхӗ тата ырӑ ӗҫ палӑкӗ пулса юлнӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in