YouVersion Logo
Search Icon

Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 3

3
1Хулана тустарса-аркатса хӑварнӑранпа вӑтӑрмӗш ҫул ҫине кайнӑ вӑхӑтра эпӗ — Ездра та тесе чӗнекен Салафиил — Вавилонра пултӑм, вырӑнӑм ҫинче выртнӑ чухне чӗреме тӗрлӗрен шухӑш капланса килчӗ: 2эпӗ ӗнтӗ Сиона епле ҫаратса хӑварнине те, Вавилонра пурӑнакансен пуянлӑхне те курнӑ. 3Пӗтӗм чун-чӗрем пӑлханса кайрӗ те, эпӗ хӑра-хӑрах калама пуҫларӑм та 4Ҫӳлти Турра ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша! Эсӗ чӑн пуҫламӑшӗнчех, ҫӗре пӗччен пултарнӑ чухнех, каланӑ, тӑпрана хушнӑ, 5тӑпра Сана пурӑнӑҫ паллисӗр Адам кӳлепине панӑ. Пӗрех ку Санӑн аллу тунӑ ӗҫ пулнӑ. Эсӗ ун ӑшне чӗрӗлӗх сывлӑшӗ вӗрсе кӗртнӗ, вӑл вара Сан умӑнта чӗрӗ пулса тӑнӑ; 6ӑна Эсӗ рая — ҫӗр ҫимӗҫ ӳстерсе паричченех сылтӑм аллу лартса ҫитӗнтернӗ рая — илсе кӗнӗ; 7Эсӗ ӑна Ху панӑ ӳкӗте уяма хушнӑ, анчах вӑл ӑна пӑснӑ, Эсӗ вара ӑна, унӑн йӑхне вилмелле туса айӑпланӑ. Унран имсӗр-сумсӑр тӑхӑмсем, имсӗр-сумсӑр ӑрусем пуҫланса кайнӑ. 8Кашни халӑх хӑй пӗлнӗ пек ҫӳреме пуҫланӑ, Санӑн умӑнта йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, Санӑн ӳкӗтӳсене нимӗн вырӑнне те хуман. Эсӗ вӗсене чарман. 9Хӑй вӑхӑтӗнче Эсӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем ҫине талай янӑ, вӗсене ҫапла пӗтернӗ, 10вӗсенӗн пурин те пӗр шӑпа пулнӑ: Адама вилӗм ҫитнӗ пек, кусене талай тӗп тунӑ. 11Эсӗ вӗсенчен пӗрне — Ноя хӑйӗн килӗ-йышӗпе пӗрле — чӗрӗ хӑварнӑ, унран вара тӳрӗ ҫынсем пуҫланса кайнӑ. 12Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хунама тытӑнсассӑн, ывӑлӗсем, халӑхсем, ӑрусем йышлӑланса ҫитсессӗн, каллех унчченхинчен те ытларах ҫылӑха кӗме тытӑннӑ, 13вӗсем сан Умӑнта йӗркесӗр ӗҫсем тума тытӑнсассӑн, вӗсен хушшинчен Эсӗ Хӑвна валли Авраам ятлӑ ҫынна суйласа илнӗ, 14ӑна кӑмӑлланӑ, Эсӗ ӑна тӗнче пӗтессине ҫӗрле тӗлӗнмелле мелпе уҫса панӑ, 15унпа ӗмӗрлӗхе халал хывнӑ та ӑна: санӑн вӑрлӑхна нихӑҫан та пӑрахмӑп, тенӗ. Вара ӑна Исаака панӑ, Исаака ӗнтӗ Иаковпа Исава панӑ; 16Эсӗ Хӑвна валли Иакова суйласа илнӗ, Исава йышӑнман. Иаков ӗнтӗ питех те ӗрчесе кайнӑ. 17Эсӗ унӑн йӑхне Египетран кӑларса Синай тӑвӗ патне илсе килнӗ чухне 18пӗлӗтсене тайӑлтарнӑ, ҫӗре чӗтрентернӗ, тӗнчене кисрентернӗ, тӗпсӗр авӑрсене чӗтретнӗ, пӗтӗм ҫут тӗнчене пӑлхатса янӑ. 19Санӑн мухтавлӑху тӑватӑ хапха витӗр — вут-ҫулӑм, ҫӗр чӗтревӗ, ҫил тата сивӗ витӗр — иртнӗ, ҫапла Эсӗ Иаков вӑрлӑхне саккун панӑ, Израиль йӑхне ӳкӗтсем панӑ, 20анчах вӗсенӗн ултавлӑ чӗрисене туртса илмен: Хӑвӑн саккуну ҫав чӗресенче ҫимӗҫ кӳтӗр тенӗ. 21Ултавлӑ чӗреллӗ пӗрремӗш Адам Турӑ хушнинчен иртнӗ — усала пӑхӑннӑ; эпир те, унӑн тӑхӑмӗсем, ҫавӑн пекех пултӑмӑр. 22Этемлӗхшӗн ӗнтӗ халсӑрлӑх кулленхи пурӑнӑҫ пулса тӑнӑ, чӗресенче вара саккунпа пӗрле усаллӑх тымарӗ юлнӑ. 23Вӑхӑт иртнӗ, ҫулсем те ирте-ирте кайнӑ, Эсӗ вара Хӑвна валли Давид ятлӑ чуруна ҫӗклентернӗ; 24ӑна Хӑвӑн ятупа хула лартма, унта Хӑвӑн пурлӑхунтан Хӑвна парнесем кӳрсе тӑма хушнӑ. 25Нумай ҫул хушши ҫаплах пулса пынӑ, кайран вара хулара пурӑнакансем ҫылӑха кӗнӗ, 26вӗсем пур тӗлӗшрен те Адампа унӑн тӑхӑмӗсем пурӑннӑ пек пурӑннӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем те усал чӗреллӗ пулнӑ. 27Эсӗ вара Хӑвӑн хулуна тӑшманусен аллине панӑ. 28Эпӗ ӗнтӗ хам ӑшӑмра ҫапла каларӑм: Вавилон ҫыннисем пирӗнтен лайӑхрах-им, вӗсем ҫавӑнпа Сиона тытса тӑраҫҫӗ-им? терӗм. 29Кунта килсессӗн, эпӗ шутсӑр нумай усал ӗҫ куртӑм; вӑтӑр ҫул тыткӑнра пурӑннӑ хушӑра ман чунӑм ҫылӑхлӑ ҫынсем нумаййине курчӗ те, чӗрем ыратрӗ: 30Эсӗ ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсем тӗлӗшӗнчен тӳсӗмлӗ пулнине, усал ҫынсене хӗрхеннине куртӑм эпӗ, Хӑвӑн халӑхна вара пӗтертӗн, тӑшманусене сыхласа хӑвартӑн. 31Пирӗн ҫул улшӑнасси ҫинчен Эсӗ паллӑ та памастӑн. Вавилон Сионран йӗркеллӗрех пурӑнать-шим вара? 32Е, Израильсӗр пуҫне, урӑх халӑх пӗлчӗ-шим Сана? е темӗнле ӑрусем Санӑн сакунна Иаков пекех ӗненме тытӑнчӗҫ-и? 33Пире ырӑлӑх пулмарӗ, Хӑвна парӑнса пурӑннӑшӑн та пире нимӗн те тивмерӗ, эпӗ ӗнтӗ халӑхсем хушшинче ҫӳресе килтӗм — Санӑн ӳкӗтӳсене аса та илмеҫҫӗ пулин те, вӗсем тулӑх пурӑнӑҫпа пурӑннине куртӑм. 34Ҫапла ӗнтӗ пирӗн йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсене тата ҫӗр ҫинче пурӑнакансен йӗркесӗр ӗҫӗсене тараса ҫине хурса виҫ, вара тараса хурси хӑш еннелле тайӑлни курӑнӗ. 35Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем хӑҫан Сан умӑнта ҫылӑха кӗменни пулнӑ? е хӑш халӑх Санӑн ӳкӗтӳсене ҫапла уяса тӑнӑ? 36Вӗсем хушшинче, ятсем тӑрӑх пулин те, Хӑвӑн ӳкӗтӳсене уякансене тупӑн, анчах пӗтӗм халӑхӗпех ӳкӗтсене тытса пурӑннине тупаймӑн, терӗм эпӗ, Ездра.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in