Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 14
14
1Виҫӗ кун иртсессӗн ҫапла пулчӗ: эпӗ юман айӗнче лараттӑм — акӑ ӗнтӗ мана хирӗҫри тӗмӗ хушшинчен сасӑ илтӗнчӗ: Ездра, Ездра! терӗ. 2Эпӗ: эй Турӑҫӑм, эпӗ кунтах, терӗм те ура ҫине тӑтӑм. 3Вара Вӑл мана каларӗ: Ман халӑхӑм Египетра чура пулса пурӑннӑ чухне Эпӗ Моисее тӗмӗ варринчен курӑнтӑм, унпа калаҫрӑм; 4вара ӑна хушса ятӑм та Хамӑн халӑхӑма Египетран илсе тухрӑм, ӑна Синай тӑвӗ патне илсе ҫитертӗм, нумай кун хушши ӑна Хам патӑмра тытрӑм, 5ӑна нумай хӑват кӑтартрӑм, вӑхӑтсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе вӗҫне пӗлтертӗм, Моисее ҫапла хушрӑм: 6«ку сӑмахсене пӗлтер, ыттисене пытар» терӗм. 7Халӗ вара сана калатӑп: 8Эпӗ хӑвна кӑтартнӑ паллӑсене, ху курнӑ тӗлӗксене, вӗсене ӑнлантарса панине чӗрӳне хыв, 9мӗншӗн тесессӗн тӗнче вӗҫлениччен сана ҫынсем патӗнчен илсе кайӗҫ, эсӗ Ман Ывӑлӑмпа тата хӑвӑн евӗрлисемпе хутшӑнма пуҫлӑн. 10Тӗнче ӗнтӗ хӑйӗн ҫамрӑклӑхне ҫухатрӗ, вӑхӑт ватӑлӑхалла ҫывӑхарса пырать: 11тӗнче ӗмӗрӗ вуникӗ пая пайланнӑ — унӑн тӑхӑр пайӗпе вуннӑмӗш пайӗн ҫурри иртсе кайнӑ ӗнтӗ, 12апла икӗ пай ҫурӑ ҫеҫ юлать. 13Ҫапла вара, халӗ хӑвӑн ҫуртна йӗркене кӳрт те хӑвӑн халӑхна ӑнлантар, хур курнисене лӑплантар, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫран хӑп, 14хӗвӗшӳллӗ шухӑшусене пӑрах, этем ӗҫӗ-хӗлӗнчен уйрӑл, этем йӑли-йӗркинчен сирӗл, йывӑр шухӑшусене аяккалла сирсе яр — ку тӗнчерен куҫса кайма хатӗрлен: 15кайран инкексем эсӗ халӗ курнинчен те ытларах пулӗҫ. 16Тӗнче вӑйсӑрланнӑҫемӗн пурӑнакансемшӗн усаллӑх нумайлансах пырӗ; 17чӑнлӑх тата инҫерех кайӗ, суялӑх ҫывӑхарӗ. Ӗнтӗ сана курӑннӑ ӑмӑрткайӑк килсе ҫитме васкать, терӗ Вӑл. 18Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа, акӑ эпӗ — Сан умӑнта, терӗм; 19Эсӗ хушнӑ пек, эпӗ кайӑп та хальхи халӑха ӑнлантарӑп. Анчах кайран ҫуралакансене кам вӗрентӗ? 20Тӗнче ӗнтӗ сӗмлӗхре выртать, унта пурӑнакансем — ҫутӑсӑр, 21мӗншӗн тесессӗн Санӑн саккунна ҫунтарса янӑ, ҫавӑнпа та Эсӗ мӗн тунине, мӗн тӑвассине никам та пӗлмест. 22Эхер те эпӗ Санран ырӑлӑх илтӗм пулсассӑн, ман ҫине Таса Сывлӑша ярсамччӗ, чӑн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа тӗнчере мӗн тунине, Санӑн саккунунта мӗн каланине ҫырса хурам эпӗ, ҫапла ҫынсем хӑйсене валли ҫул тупма пултарччӑр, юлашки вӑхӑтра пурӑнас теекенсем пурӑнма пултарччӑр, терӗм. 23Вӑл мана хуравласа каларӗ: кай та халӑха пух, кала — вӗсем сана хӗрӗх кун хушши ан шыраччӑр. 24Ху вара хӑма татки нумайрах хатӗрле, хӑвӑнпа пӗрле хӑвӑрт ҫырма пултаракан пилӗк ҫынна — Сарие, Даврие, Салемие, Ехана тата Асиеле — ил те 25кунта кил. Эпӗ санӑн чӗрӳнте ӑстӑн ҫутине ҫутӑп, вӑл эсӗ мӗн ҫырма пуҫласа вӗҫне ҫитиччен те сӳнмӗ. 26Ҫакна туса пӗтерсен, эсӗ хӑшне халӑха пӗлтер, хӑшне ӑсчахсене вӑрттӑн пар. Ыран ҫак сехетре ҫырма пуҫлӑн, терӗ. 27Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ, Вӑл хушнӑ пек, кайрӑм та пӗтӗм халӑха пуҫтартӑм, вара ҫапла каларӑм: 28Израиль, итле ҫак сӑмаха: 29пирӗн аттемӗрсем Египетра ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсене унтан ҫӑлса кӑларнӑ, 30вӗсем ӗнтӗ пурӑнӑҫ саккунне йышӑннӑ, анчах ӑна астуса тӑрайман, вӗсем хыҫҫӑн ӑна эсир те пӑсса пурӑннӑ. 31Сире еткерлӗхе ҫӗр, Сион ҫӗрне, панӑ пулнӑ; анчах сирӗн аҫӑрсем те, эсир хӑвӑр та йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, Ҫӳлти Турӑ кӑтартнӑ ҫулсенчен пӑрӑннӑ, 32Вӑл вара, тӗрӗс тӳре, мӗн панине кайран сирӗнтен туртса илчӗ. 33Эсир — кунта халӗ, тӑванӑрсем вара — сирӗнтен аякра, этем иртсе ҫӳрейми вырӑнта. 34Эхер те эсир ӑстӑнӑра ҫирӗп тытаятӑр, чӗрӗре асӑрхаса-тӗрӗслесех тӑраятӑр пулсассӑн, пурӑнӑҫӑра сыхласа хӑварайӑр, вилнӗ хыҫҫӑн ырӑлӑх илейӗр: 35вилнӗ хыҫҫӑн эпир чӗрӗлсе тӑрӑпӑр та, сут пулӗ — ун чухне тӳрӗ ҫынсенӗн ячӗсене пӗлтерӗҫ, усаллисенӗн ӗҫӗсене кӑтартӗҫ. 36Халӗ ман патӑма никам та ан пытӑр, хӗрӗх кунсӑр мана ан шырӑр, терӗм. 37Вара эпӗ, Вӑл хама хушнӑ пек, пилӗк ҫынна илтӗм те, эпир хире кайрӑмӑр, унтах юлтӑмӑр. 38Акӑ тепӗр кунне мана чӗнекен сасӑ илтӗнчӗ: Ездра! ҫӑварна уҫ та Эпӗ мӗн панине ӗҫсе яр, терӗ. 39Эпӗ ҫӑварӑма уҫрӑм та, акӑ мана тулли курка пачӗҫ, унта шыв тултарнӑ пек туйӑнчӗ, анчах тӗсӗ унӑн вут-ҫулӑм тӗсӗ евӗрлӗччӗ. 40Эпӗ тытрӑм та ӗҫсе ятӑм, ӗҫсе ярсассӑн чӗремрен ӑстӑн тапса тӑчӗ, кӑкӑрӑмра ӑслӑлӑх ӳссе пычӗ, ӑс-хакӑлӑм вара пурне те асра тытрӗ; 41ҫӑварӑм манӑн уҫах тӑчӗ, урӑх хупӑнмарӗ. 42Ҫӳлти Турӑ ҫав пилӗк ҫынна та ӑс-хакӑл пачӗ, кӑнтӑрла вӗсем хӑйсене мӗн каланине, хӑйсем пӗлменнине черетпе ҫырса пычӗҫ. 43Апатне вӗсем ҫӗрле ҫирӗҫ; эпӗ вара кӑнтӑрла та калаҫрӑм, ҫӗрле те шӑпланса лармарӑм. 44Хӗрӗх кун хушшинче тӑхӑрвун тӑватӑ кӗнеке ҫыртӑмӑр. 45Хӗрӗх кун иртсессӗн, 46Ҫӳлти Турӑ каларӗ: ху малтан ҫырнӑ ҫирӗм тӑватӑ кӗнекене ан пытар — тивӗҫлисем те, тивӗҫсӗррисем те вулаччӑр, 47юлашки ҫитмӗлӗшне вара халӑх хушшинчи ӑсчахсене парса хӑварма упра, 48мӗншӗн тесессӗн ҫав кӗнекесенче — ӑс-хакӑл ҫулӗ, ӑслӑлӑх ҫӑлкуҫӗ, пӗлӳ юханшывӗ, терӗ Вӑл. Эпӗ ҫапла турӑм та.
Currently Selected:
Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 14: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: