Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 11
11
1Иккӗмӗш каҫхине эпӗ тӗлӗк куртӑм: акӑ тинӗсрен ӑмӑрткайӑк вӗҫсе хӑпарчӗ, унӑн вуникӗ ҫунат тата виҫӗ пуҫ. 2Вара куртӑм эпӗ: акӑ вӑл ҫуначӗсене пӗтӗм ҫӗр ҫийӗн сарса ячӗ, тӳпери мӗнпур ҫил ун ҫинелле вӗрсе тӑчӗ, пӗлӗтсем пуҫтарӑнчӗҫ. 3Вара куртӑм эпӗ: унӑн ҫуначӗсенчен урӑх ҫунатсем, пӗчӗкҫӗскерсем ҫеҫ, тухрӗҫ. 4Унӑн пуҫӗсем тӳлеклӗ, варринчи пуҫӗ ыттисенчен пысӑкрах, вӑл та ыттисем пекех тӳлек. 5Вара куртӑм эпӗ: акӑ ӑмӑрткайӑк ҫуначӗсене сарса янӑ та — вӗҫет, ҫӗр ҫийӗн, ҫӗр ҫинчи пур халӑхсем ҫийӗн пуҫ пулса вӗҫет. 6Вара куртӑм эпӗ: пӗтӗм тӗнче ӑна парӑннӑ, никам та ӑна хирӗҫ тӑраймасть — ҫӗр ҫинчи пӗр чӗрчун та. 7Акӑ ӑмӑрткайӑк чӗрни ҫине тӑчӗ те хӑйӗн ҫуначӗсене ҫапла каларӗ: 8пурте пӗр харӑс ан вӑранӑр; кашнийӗ хӑй вырӑнӗнче ҫывӑрӑр, черетпе сыхӑ тӑрӑр, 9пуҫӑмсем вара чи кайран вӑранччӑр, терӗ. 10Куртӑм эпӗ: унӑн сасси пуҫӗсенчен мар, кӳлепи варринчен тухать. 11Эпӗ унӑн пӗчӗк ҫуначӗсене шутласа тухрӑм; вӗсем саккӑр иккен. 12Акӑ ӗнтӗ сылтӑм енчен пысӑк ҫуначӗ ҫӗкленчӗ те пӗтӗм ҫӗре пуҫ пулса тӑчӗ, 13пуҫ пулса тӑчӗ те пӗтрӗ, ун вырӑнӗ курӑнми пулчӗ; унтан тепӗр пысӑк ҫуначӗ ҫӗкленчӗ те пуҫ пулса тӑчӗ; ку нумай вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑчӗ. 14Пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн та вӗҫӗ ҫывӑхарса килчӗ, вӑл та, пӗрремӗш ҫунат пекех, ҫухалмаллаччӗ ӗнтӗ, 15анчах акӑ ӑна каланӑ сӑмах илтӗнсе кайрӗ: 16эй, итле эсӗ, ҫӗре нумай хушӑ тытса тӑнӑскер! ҫухалма тытӑниччен акӑ мӗн калатӑп сана: 17сан хыҫҫӑн никам та ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт хушши пуҫ пулса тӑраймӗ, ҫакӑн ҫурри чухлӗ те пуҫ пулаймӗ. 18Вара виҫҫӗмӗш ҫунат ҫӗкленчӗ те, малтанхисем пекех, пуҫ пулса тӑчӗ, анчах вӑл та ҫухалчӗ. 19Ыттисемпе те ҫаплах пулса пычӗ: пуҫ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн пурте яланлӑхах ҫухалчӗҫ. 20Эпӗ сылтӑм енчи ытти ҫуначӗсем те вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пуҫлӑх пулма ҫӗкленнине куртӑм, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пуҫлӑх пулайрӗ, анчах вӗсем ҫавӑнтах ҫухалса пычӗҫ; 21вӗсенчен тепӗрисем ҫӗкленчӗҫ те, анчах пуҫлӑха тухаймарӗҫ. 22Ҫакӑн хыҫҫӑн вара вуникӗ пысӑк ҫунат та, икӗ пӗчӗк ҫуначӗ те урӑх курӑнмарӗҫ, — 23ҫапла ӗнтӗ ӑмӑрткайӑк кӳлепинчен виҫӗ пуҫпа ултӑ пӗчӗк ҫунатсӑр пуҫне урӑх нимӗн те юлмарӗ. 24Ҫакна куртӑм: акӑ ӗнтӗ ултӑ пӗчӗк ҫунатран иккӗшӗ уйӑрӑлса кайрӗҫ те сылтӑм енчи пуҫ айне вырӑнаҫрӗҫ, тӑваттӑшӗ хӑйсен вырӑнӗнчех юлчӗҫ. 25Унтан пӗчӗк ҫунатсем ҫӗкленме, пуҫлӑха ларма пикенсе пӑхрӗҫ: 26акӑ пӗри ҫӗкленчӗ те ҫавӑнтах ҫухалчӗ; 27иккӗмӗш пӗчӗк ҫунат вара унран та хӑвӑртрах ҫухалчӗ. 28Вара куртӑм эпӗ: акӑ сыхланса юлнӑ икӗ пӗчӗк ҫунат та патша пулма тӑрӑшса пӑхрӗ. 29Вӗсем ҫапла хӑтланнӑ вӑхӑтра тӳлек пуҫсенчен пӗри, варринчи, вӑранчӗ, вӑл ытти икӗ пуҫран пысӑкрахчӗ. 30Вара эпӗ ытти икӗ пуҫӗ унпа пӗрлешсе кайнине куртӑм. 31Ҫак пуҫ, ытти икӗ пуҫпа пӗрлешсе кайнӑскер, патша пулма ӑнтӑлнӑ икӗ пӗчӗк ҫуната ҫисе ячӗ. 32Вӑл пӗтӗм ҫӗре ярса илчӗ, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене хаяррӑн пусмӑрласа хуҫаланчӗ — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче вӑл унччен пулнӑ пур ҫунатран та ытларах вӑхӑт хушши влаҫ тытса тӑчӗ. 33Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ варринчи пуҫ та, ҫунатсем пекех, сасартӑк ҫухалнине куртӑм; 34тата икӗ пуҫ юлчӗ, вӗсем те ҫӗре, ҫӗр ҫинче пурӑнакансене ҫавнашкалах тытса тӑчӗҫ. 35Эпӗ курса тӑнӑ вӑхӑтра акӑ сылтӑм енчи пуҫ сулахай енчине ҫисе ячӗ. 36Вара эпӗ хама: хӑвӑн умналла пӑх та мӗн курни ҫинчен шухӑшла, теекен сасса илтрӗм. 37Вара куртӑм эпӗ: темӗскер, арӑслан евӗрлӗскер, вӑрмантан ӳхӗрсе чупса тухрӗ те ӑмӑрткайӑка этем сассипе каларӗ: 38итле эпӗ хӑвна мӗн калассине тата Ҫӳлти Турӑ мӗн калассине итле: 39Эпӗ Хам пултарнӑ тӗнчере пуҫ пулма лартнӑ тӑватӑ чӗрчунран пӗри пулмарӑн-и-ха эсӗ? Эпӗ вӗсем урлӑ ҫак тӗнчен юлашки вӑхӑчӗ ҫиттӗр тенӗччӗ, 40эсӗ, ҫавсенчен тӑваттӑмӗшӗ, килтӗн те малтан пулнӑ чӗрчунсене пурне те ҫӗнтертӗн, тӗнчене, пӗтӗм тӗнчене йӑлт чӗтреве ӳкерсе тытса тӑтӑн — хӑвна пӑхӑнса тӑракансене хаяр пусмӑрласа, пӗтӗмпе хӗсӗрлесе ҫитертӗн, нумай хушӑ ҫӗр ҫинче ултавпа пурӑнтӑн. 41Эсӗ ҫӗре тӳрӗлӗхпе сут туман: 42эсӗ йӑвашшисене хӗсӗрленӗ, тӑнӑҫлӑха кӑмӑллакансене кӳрентернӗ, тӗрӗс калакансене курайман, суеҫӗсене юратнӑ, лайӑх ӗҫлекенсен ҫурчӗсене ҫаратнӑ, хӑвна сӑтӑр туманнисен хӳмисене ише-ише антарнӑ. 43Санӑн мӑнаҫлӑху Ҫӳлти Турӑ патне ҫитрӗ, санӑн мӑнкӑмӑллӑху Тӗрекли патне ҫитрӗ. 44Вара Ҫӳлти Турӑ Хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫине пӑхрӗ те — акӑ ӗнтӗ вӑл вӗҫленнӗ, ӗмӗр вӗҫӗ ҫитнӗ. 45Ҫавӑнпа та ҫухал эсӗ, ӑмӑрткайӑк, пысӑк ҫунатусем те, ирсӗр пӗчӗк ҫунатусем те, хаяр пуҫусем те, шелсӗр чӗрнӳсем те хӑвӑн юравсӑр кӳлепӳпе пӗрле ҫухалччӑр, 46пӗтӗм ҫӗр канса илтӗр, санӑн пусмӑрунтан ирӗке тухтӑр, — хӑйне Пултараканӑн сутне тата ырӑлӑхне шанса тӑтӑр.
Currently Selected:
Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 11: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: