Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 2
2
1Ҫавӑнпа ӗнтӗ чи малтан ҫакна тума ыйтатӑп: пур ҫыншӑн та кӗлтӑвӑр, мӗн те пулин ыйтасси, йӑлӑнасси, тав тӑвасси пуриншӗн те пултӑр, 2хамӑр лӑпкӑ та тӑнӑҫлӑ, пур тӗлӗшпе те Турра юраса, таса пурӑнмашкӑн патшасемпе пуҫлӑхсемшӗн кӗлтӑвӑр, 3ҫапла туни лайӑх, вӑл хамӑра Ҫӑлакан Туррӑмӑра та кӑмӑллӑ; 4Вӑл пур ҫынна та ҫӑласшӑн, чӑнлӑха пӗлтерсе ҫитересшӗн. 5Турӑ пӗрре, Турӑпа этем хутлӑхӗнче пӗрлештерсе тӑраканни те пӗрре — ку вӑл этем пулнӑ Христос Иисус. 6Пурне те хӑтарасшӑн Вӑл Хӑйне Хӑй вилӗме панӑ: вӑхӑчӗ ҫитсессӗн, ҫакӑ уҫҫӑн палӑрнӑ. 7Христоса асӑнса чӑннине калатӑп, суеҫтерместӗп: мана ҫавӑн ҫинчен вӗрентмешкӗн-пӗлтермешкӗн апостол тунӑ, суя тӗнлисене чӑн тӗн ҫинчен, чӑнлӑх ҫинчен вӗрентме хушнӑ.
8Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫине тӑрсах калатӑп: арҫынсем пӗр ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр, таса аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе пур ҫӗрте те кӗлӗ туччӑр; 9хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар, 10ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет. 11Мӗн вӗрентнине хӗрарӑм пӗр чӗнмесӗр итлесе тӑтӑр; 12ӑна арҫынна вӗрентме, унпа хуҫаланма ирӗк памастӑп, вӑл чӗнмесӗр тӑтӑр. 13Малтан Адама пултарнӑ-ҫке, кайран вара Евӑна пултарнӑ; 14Адам улталанман, арӑмӗ улталанса ҫылӑха кӗнӗ. 15Ҫапах та хӗрарӑм ӗненсе, юратса пурӑнсассӑн, айӑпсӑр, таса тӑрсассӑн ача ҫуратнипе ҫӑлӑнӗ.
Currently Selected:
Тимофей патне 1-мӗш ҫыру 2: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: