Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 4
4
1Эй тӑвансем, сире тата ҫакна калам: эпир сире Турра епле юраса пурӑнма вӗрентнӗ, эсир ҫапла пурӑнатӑр; сире Христос Иисус ячӗпе тархасласа йӑлӑнатпӑр: ӳлӗмрен те ҫапла пурӑнӑр, лайӑхран лайӑх пурӑнма тӑрӑшӑр. 2Эпир Иисус Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе сире мӗнле пурӑнма хушнине хӑвӑр та пӗлетӗр. 3Турӑ сире таса пулма хушать: хӑвӑра хӑвӑр аскӑнлӑхран чарса тӑрӑр; 4хӑвӑр ӳтӗре пурсӑр та таса та чыслӑ тытма пӗлӗр, 5Турра пӗлмен суя тӗнлӗ ҫынсем пек, ӳт еккипе ан кайӑр; 6хӑвӑр тӑванӑра нихӑҫан та усал ан тӑвӑр, ӑна ан улталӑр: ҫавӑншӑн пуриншӗн те Турӑ тавӑрать — ун ҫинчен эпир сире унччен те хытарсах каланӑччӗ. 7Турӑ пире ирсӗр пурӑнма мар, таса пурӑнма чӗнсе илнӗ. 8Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак сӑмаха хисепе хуман ҫын этеме мар, пире Хӑйӗн Таса Сывлӑшне панӑ Турра хисепе хумасть.
9Тӑвана юратасси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма кирлӗ те мар: пӗр-пӗрне юратса тӑма сире Турӑ Хӑй вӗрентнӗ, 10эсир пӗтӗм Македонири тӑванӑрсемпе пуринпе те ҫапла пурӑнатӑр. Эй тӑвансем, сире йӑлӑнатпӑр: пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ юратма тӑрӑшӑр; 11эпир хӑвӑра хушнӑ пек лӑпкӑ пурӑнма, хӑвӑр ӗҫӗре туса тӑма, хӑвӑр аллӑрпа ӗҫлесе пурӑнма тӑрӑшӑр. 12Вара сире суя тӗнлисем те хисеплӗҫ, сирӗн нимӗн ҫитменни те пулмӗ.
13Эй тӑвансем, шанӑҫ ҫук ҫынсем пек сирӗн хуйхӑрмалла ан пултӑр тесе, эпӗ сире вилнисем ҫинчен те пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар. 14Эпир Иисус вилсе чӗрӗлсе тӑнине ӗненетпӗр пулсассӑн, Иисуса ӗненсе вилнисене те Турӑ Унпа пӗрле илсе килӗ. 15Ҫакна эпир Ҫӳлхуҫа пӗлтернипе калатпӑр: эпир, Ҫӳлхуҫа киличчен вилмесӗр юлнисем, вилнисенчен малтан улшӑнмӑпӑр, 16Турӑ хушнипе архангел сасси илтӗнсе кайсассӑн, Турӑ трупи кӑшкӑртса ярсассӑн тӳперен Ҫӳлхуҫа Хӑй анӗ те, Христоса ӗненсе вилнисем малтан чӗрӗлсе тӑрӗҫ; 17унтан вара пире, вилмесӗр юлнисене, вӗсемпе пӗрле пӗлӗтсем ҫинче тӳпене Ҫӳлхуҫана кӗтсе илме илсе кайӗҫ; вара яланах Ҫӳлхуҫапа пӗрле пулӑпӑр. 18Ҫапла ӗнтӗ пӗр-пӗрне ҫак сӑмахсемпе лӑплантарӑр.
Currently Selected:
Фессалоника ҫыннисене 1-мӗш ҫыру 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: