Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 4
4
1Вара Горгий пилӗк пин ҫуран ҫын тата пӗр пин чи лайӑх юланутҫӑ илнӗ те, ҫакӑ ҫар, 2иудейсен ҫарне пӗр кӗтмен ҫӗртен тапӑнса аркатса тӑкас тесе, ҫӗрле тапранса тухнӑ; керемре пурӑнакансем вӗсене ҫул кӑтартса пынӑ. 3-4Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн, Иудӑпа унӑн хӑюллӑ ҫыннисем, тӑшман ҫарӗ хӑйсен тапӑрӗнчен аякра пулнипе усӑ курса, тӑшман ҫарне Эммаумра пӗтерсе тӑкас тесе тапранса тухнӑ; 5Горгий ӗнтӗ Иуда тапӑрне ҫӗрле пырса ҫитнӗ, анчах унта никама та тупайман, вара вӗсене ту хушшинче шырама тытӑннӑ, вӑл: вӗсем пирӗнтен тараҫҫӗ, тенӗ. 6Тул ҫутӑлса ҫитнӗ тӗле Иуда виҫӗ пин ҫынлӑ ҫарпа тӳремлӗхе пырса тухнӑ, анчах вӗсен, темле ӗмӗтленнӗ пулин те, хулкан та, хӗҫ те пулман. 7Суя тӗнлисен кӑралпа авӑрланнӑ вӑйлӑ ҫарне, ӑна йӗри-тавра хӳтӗлесе тӑракан, ятарласа вӑрҫӑ вӑрҫма вӗрентнӗ утлӑ ҫарне курсассӑн, 8Иуда хӑйӗн ҫыннисене каланӑ: вӗсем йышлӑ пулнинчен ан хӑрӑр, вӗсем тапӑнсассӑн та сехӗрленсе ан ӳкӗр. 9Хамӑрӑн аттемӗрсем хӑйсене хыҫран фараон ҫарпа хӑваланӑ чухне Хӗрлӗ тинӗсре мӗнле ҫӑлӑннине аса илӗр-ха. 10Эпир те халӗ тӳпенелле пӑхса йӑлӑнар; тен, Вӑл, аттемӗрсемпе хывнӑ халала асне илсе, пире хӗрхенӗ те тӑшманӑн ҫак ҫарне хамӑр куҫ умӗнчех аркатса тӑкӗ; 11вара суя тӗнлисем пурте Израиль халӑхӗн Хӑтараканӗ, Ҫӑлаканӗ пуррине пӗлӗҫ, тенӗ. 12Ют халӑх ҫыннисем ӗнтӗ пуҫ ҫӗклесе пӑхнӑ та иудейсем хӑйсене хирӗҫ килнине курнӑ, 13вара вӗсем тапӑртан ҫапӑҫӑва тухнӑ, Иуда ҫыннисем те трупасем кӑшкӑртса янӑ, 14ҫапла хире-хирӗҫ пырса ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ, суя тӗнлисене аркатса тӑкнӑ, вӗсем тӳремлӗхе тарса кайнӑ, 15ыттисем пурте хӗҫ айне пулса пӗтнӗ; вӗсене Газер хули патне ҫитичченех, Идумея, Азот, Иамния тӳремлӗхӗсене ҫитичченех хӑваласа кайнӑ, вӗсенчен виҫӗ пин ҫынна яхӑн вӑрҫӑ хирӗнче выртса юлнӑ. 16Вӗсене хӑвалама чарӑнса, Иудӑпа ҫарӗ каялла таврӑннӑ, 17Иуда халӑха каланӑ: тупӑшшӑн ан хыпӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн пирӗн каллех вӑрҫӑ вӑрҫмалла пулать; 18Горгипе унӑн ҫарӗ хамӑр ҫывӑхрах сӑрт ҫинче тӑрать; халӗ хамӑр тӑшмансене хирӗҫ тӑрӑр та вӗсемпе ҫапӑҫӑр, кайран вара хӑюллӑнах тупӑш илме пултаратӑр, тенӗ. 19Иуда ҫапла каласа тӑнӑ хушӑра сӑрт ҫинчен анакан темӗнле ҫар ушкӑнӗ курӑнса кайнӑ. 20Тараҫҫӗ иккен вӗсем, ӗнтӗ вӗсен тапӑрне те вут тивертнӗ, тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарать. 21Ҫакна курсассӑн, суя тӗнлисем сехӗрленсех ӳкнӗ; Иуда ҫарӗ тӳремлӗхре ҫапӑҫӑва кӗме хатӗрленсе тӑнине курсассӑн вара 22пурте ют халӑхсен ҫӗрне пӑрахса тарнӑ. 23Вара Иуда тапӑра тупӑш пухса илме пынӑ, вӗсем темӗн чухлӗ ылтӑн-кӗмӗл, гиацинт тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ тумтирсем, темӗн чухлӗ пуянлӑх туртса илнӗ. 24Каялла таврӑннӑ чухне вӗсем Ҫӳлти Турра мухтаса та тав туса юрласа пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл — ырӑ, Унӑн ырӑлӑхӗ — ӗмӗрлӗхе. 25Ҫав кун Израильшӗн аслӑ ҫӑлӑнӑҫ кунӗ пулнӑ. 26Ют халӑх ҫыннисенчен чӗрӗ юлнисем Лисий патне пынӑ та мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. 27Лисий, ҫакна илтсессӗн, Израиль тӗлӗшӗнчен мӗн шутласа хуни урӑхла пулса тухнӑшӑн, патша хушнӑ пек тӑвайманшӑн кулянса ӳкнӗ. 28Тепӗр ҫулхине вӑл, Израиле ҫӗнтерес-ҫӗнтересех тесе, суйласа илнӗ утмӑл пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пилӗк пин ҫынлӑ утлӑ ҫар пухнӑ. 29Вара вӗсем Идумейӑна пырса Вефсура хулинче тапӑрӑн чарӑнса тӑнӑ; Иуда вӗсене хирӗҫ хӑйӗн вунӑ пин ҫыннипе тухнӑ. 30Тӑшманӑн вӑйлӑ ҫарне курсассӑн, вӑл кӗлтуса ҫапла каланӑ: Израиле Ҫӑлакан, Эсӗ мухтавлӑ! вӑйламаса Эсӗ Хӑвӑн Давид чурун аллипе тӗп тунӑ, ют халӑх ҫарне Саул ывӑлӗ Ионафанпа унӑн кӑралҫи аллине ӳкернӗ. 31Ҫакӑ ҫара Хӑвӑн халӑху — Израиль — аллине парсамччӗ, вӗсен ҫуран ҫарӗ те, утлӑ ҫарӗ те намӑс куртӑр; 32вӗсене хӑратса пӑрах, вӗсенӗн чӑрсӑр вӑйне аркат; ҫапӑҫура путланса аптӑраса ӳкчӗр вӗсем; 33вӗсене Хӑвна юратакансен хӗҫӗпе пӗтер, Санӑн ятна пӗлекенсем пурте Сана мухтаса юрлаччӑр, тенӗ. 34Ӗнтӗ вӑрҫа кӗнӗ вӗсем, Лисий ҫарӗнчен пилӗк пине яхӑн ҫын вилсе тӑкӑнса юлнӑ. 35Хӑйӗн ҫарӗ тарнине тата Иудӑн ҫар ҫыннийӗсен харсӑрлӑхне, вӗсем пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр паттӑррӑн ҫапӑҫнине курса, Лисий Антиохие кайнӑ, унта ют ҫӗр ҫыннисене темӗн чухлӗ пуҫтарса пысӑк ҫар пухнӑ та каллех Иудейӑна кайма шут тытнӑ.
36Иудӑпа унӑн тӑванӗсем каланӑ: хамӑр тӑшмансене ҫапса аркатрӑмӑр акӑ, атьӑр ӗнтӗ улӑхар та сӑваплӑ Ҫурта тасатса ҫӗнетер, тенӗ. 37Вара пӗтӗм ҫар пухӑннӑ та Сион тӑвӗ ҫине улӑхнӑ. 38Курнӑ пурте: сӑваплӑ Ҫурт пушанса юлнӑ, парне вырӑнне ирсӗрлетнӗ, хапхине ҫунтарса янӑ, картишӗсене, вӑрманти пек е пӗр-пӗр ту ҫинчи пек, йывӑҫ-курӑк пусса илнӗ, управӑшсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. 39Ҫынсем ӗнтӗ хӑйсен тумтирне турта-турта ҫурнӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапса, вӗри куҫҫулӗ юхтарнӑ, 40ӳпне ӳке-ӳке йӗнӗ, хыпар труписемпе кӑшкӑртнӑ, тӳпенелле пӑхса тархасланӑ. 41Сӑваплӑ Ҫурта тасатнӑ хушӑра Иуда керемри суя тӗнлӗ ҫынсене хирӗҫ вӑрҫма пӗр ушкӑн ҫын кӑларса янӑ. 42Тата таса пурӑнакан, саккуншӑн хытӑ тӑракан священниксене суйласа илнӗ. 43Вӗсем сӑваплӑ Ҫурта тасатнӑ, ирсӗрленӗ чулсене таса мар ҫӗре кӑларса пӑрахнӑ. 44Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмелли вырӑн пирки — ирсӗрлетсе хӑварнӑ парне вырӑнӗ пирки — мӗн тумалла-ши тесе канаш тытнӑ. 45Лайӑх ӑс тупнӑ: парне вырӑнне суя тӗнлӗ ҫынсем ирсӗрлесе хӑварнӑшӑн ӳлӗмрен хамӑрӑн мӑшкӑл курмалла ан пултӑр тесе ӑна ҫӗмӗрме шухӑш тытнӑ — ҫӗмӗрнӗ вара; 46ун чулӗсене, вӗсемпе мӗн тумаллине пророк килсе пӗлтериччен, Ҫурт тӑвӗ ҫине таса ҫӗре купаласа хунӑ. 47Вара, саккун хушнӑ пек, пӗр пӗтӗм чулсем илнӗ те парне вырӑнне ҫӗнӗрен ӗлӗкхи пекех туса лартнӑ; 48унтан Ҫурт ӑшчиккине, шалти пайӗсене юсаса тухнӑ, пӑлтӑрӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ; 49ҫӗнӗрен кӗлӗ савӑчӗсем тутарнӑ, Ҫурта шантал, фимиам ҫунтармалли парне вырӑнӗ, парне ҫӑкӑрӗсем хумалли сӗтел кӗртсе лартнӑ; 50парне вырӑнӗ ҫинче фимиам тӗтӗрнӗ, шантал ҫинче ҫутаткӑҫсем ҫутса ярса, Ҫурт ӑшчиккине ҫутатнӑ; 51парне сӗтелӗ ҫине ҫӑкӑрсем хунӑ, чаршавсем карса тухнӑ; ҫапла вӗсем хӑйсем тытӑннӑ пур ӗҫе те туса пӗтернӗ.
52Ҫӗр те хӗрӗх саккӑрмӗш ҫулхи тӑххӑрмӗш уйӑхӑн, хаслев уйӑхӗн, ҫирӗм пиллӗкмӗш кунӗнче вӗсем ирхине ирех тӑнӑ та, 53саккун хушнӑ пек, ҫӗнӗрен туса лартнӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳнӗ. 54Ку ӗҫ ӗлӗк суя тӗнлӗ ҫынсем парне вырӑнне ирсӗрлесе хӑварнӑ вӑхӑтра, шӑпах ҫав кун, пулса иртнӗ, ӑна юрӑ юрласа, цитра, кӗсле каласа, кимвал ҫапса ҫӗнетнӗ. 55Пӗтӗм халӑх ӳке-ӳке пуҫҫапса кӗлтунӑ, хӑйсене Ырӑлӑх Кӳме Васкакана тӳпенелле пӑхса тав тунӑ. 56Ҫапла вӗсем, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парне, ҫӑлӑнӑҫ парнипе мухтав парни кӳрсе, савӑнса, парне вырӑнне ҫӗнетнин уявне сакӑр кун хушши уявланӑ. 57Турӑ Ҫурчӗ умне ылтӑн кӑшӑлсемпе, хулкансемпе илемлетнӗ, хапхасемпе мул управӑшӗсене юсанӑ, вӗсен алӑкне лартнӑ. 58Суя тӗнлӗ ҫынсен мӑшкӑлне сирсе янӑ халӑх ӗнтӗ питех те савӑннӑ-хӗпӗртенӗ. 59Иудӑпа унӑн тӑванӗсем тата пӗтӗм Израиль халӑхӗ вара ҫапла йышӑннӑ: парне вырӑнне ҫӗнетнӗ кунсене ҫулленех хӑй вӑхӑтӗнче — хаслев уйӑхӗн ҫирӗммӗшӗнчен пуҫласа сакӑр кун хушши — савӑнса-хӗпӗртесе уявламалла. 60Суя тӗнлӗ ҫынсем хӑҫан та пулин килсе хӑйсене унчченхи пек ан пусмӑрлаччӑр тесе, ҫав вӑхӑтрах вӗсем Сион тӑвӗ тавра ҫӳллӗ хӳме тытса ҫавӑрнӑ, тӗреклӗ пашнесем лартнӑ. 61Иуда унта Сион тӑвне хураллама ҫар тӑратнӑ, тӑва хӳтӗлемешкӗн халӑхӑн Идумейӑна хирӗҫ тӑма керем пултӑр тесе, Вефсура хулине тӗреклӗлетнӗ.
Currently Selected:
Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 4: CHB
Highlight
Copy
Compare
Share
Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.

: