YouVersion Logo
Search Icon

Маккавейсен 1-мӗш кӗнеки 14

14
1Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулта Димитрий патша хӑйӗн ҫарӗсене пухнӑ та, Трифона хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫма пулӑшу илесчӗ тесе, Миди ҫӗрне тухса кайнӑ. 2Анчах Арсак — Персипе Миди патши — Димитрий унӑн ҫӗрне пырса кӗни ҫинчен илтсессӗн, пӗр ҫарпуҫне ӑна чӗррӗн тытса килме хушса янӑ. 3Лешӗ кайнӑ та Димитрий ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, Димитрие хӑйне ярса тытса Арсак патне илсе пынӑ, вӑл ӑна тӗрмене хуптарнӑ.
4Иудея ҫӗрӗ Симон ӗмӗрӗнче канӑҫлӑ тӑнӑ; вӑл хӑйӗн халӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ, унӑн вӑйӗ-вӑйӑмӗ, унӑн мухтавӗ халӑхшӑн яланах хаклӑ пулнӑ. 5Хӑйӗн мухтавне тата ҫӳле ҫӗклесе, вӑл тинӗс хӗрринчи Иоппи хулине ярса илнӗ, тинӗс утравӗсем ҫине ҫӳреме ҫул уҫнӑ, 6Иудея ҫӗрӗн чиккине сарса, ҫав ҫӗршыва хӑй аллине илнӗ. 7Нумайӑшне тыткӑнран хӑтарса, хӑй патне пуҫтарнӑ, Газарӑпа Вефсура хулисене, Иерусалим керемне туртса илнӗ, кереме вараланчӑкран тасатнӑ — Симона хирӗҫ тӑракан пулман. 8Иудейсем канлӗ пурӑннӑ, ҫӗр ӗҫленӗ, ҫӗрӗ тырри-пуллине, уйри йывӑҫӗсем ҫимӗҫне парса тӑнӑ. 9Ваттисем урамра шӑкӑлтатса ларнӑ, мӗн усӑ кӳрӗ-ши халӑха тесе канашланӑ, ҫамрӑксем шукӑль тумланса ҫар тумӗпе ҫӳренӗ. 10Хуласене вӑл апат-ҫимӗҫ леҫсе тӑнӑ, вӗсене тӗреклӗлетнӗ, унӑн мухтавлӑ ятне тӗнче хӗрринче те асӑннӑ. 11Ҫӗршыва вӑл лӑпкӑ самана тавӑрнӑ, Израиль тем тӗрлӗ савӑнса пурӑннӑ. 12Кашнийӗ хӑйӗн иҫӗмӗ айӗнче, смоква йывӑҫӗ айӗнче ларнӑ, никам та хӑратман вӗсене. 13Вӗсемпе вӑрҫӑ вӑрҫас теекен ҫӗр ҫинче никам та юлман, ҫавӑн чухне патшасем те йӑвашланнӑ. 14Вӑл халӑх хушшинчи пур чухӑна та хунтӑланӑ, саккуна пурӑнӑҫлама хистенӗ, саккуна уяманнисене, усал ӗҫ тӑвакансене пурне те пӗтерсе пынӑ. 15Сӑваплӑ Ҫурта илем кӗртнӗ, таса япала шутне ӳстернӗ.
16Римпа Спартӑна Ионафан вилни ҫинчен хыпар ҫитсессӗн, унта питӗ куляннӑ. 17Ионафан вырӑнне унӑн Симон пиччӗшӗ аслӑ священник пулса тӑни ҫинчен, вӑл ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗршыва, унти хуласене хуҫа пулса тытса тӑни ҫинчен илтсессӗн вара 18ун патне — хӑйсем ӗлӗк унӑн тӑванӗсемпе Иудӑпа, Ионафанпа туслӑ пурӑнса пӗр канашлӑ тӑма килӗшсе татӑлнине ҫӗнетес тесе — пӑхӑр хӑмасем ҫине ҫырса ҫыру янӑ. 19Ӑна Иерусалимра халӑха пухса вуласа панӑ. 20Спарта ҫыннисем акӑ ҫапла ҫырса янӑ пулнӑ: «Спарта пуҫлӑхӗсемпе Спарта хули ҫыннисем хӑйсен тӑванӗсене — Иудейӑн аслӑ священникне Симона, аслӑ ҫыннисене, священникӗсене, пӗтӗм Иудея халӑхне — савӑнӑҫ сунаҫҫӗ. 21Пирӗн халӑх патне янӑ элчӗсем сирӗн мухтавӑрпа чысӑр ҫинчен каласа кӑтартсассӑн, эпир вӗсем килнӗшӗн питӗ савӑнтӑмӑр, 22вара вӗсем мӗн каланине халӑх канашӗнче акӑ ҫапла ҫырса хутӑмӑр: Антиох ывӑлӗ Нуминий тата Иасон ывӑлӗ Антипатр, Иудея элчисем, пирӗн патӑмӑра хӑйсемпе тытнӑ туслӑхӑмӑра ҫӗнӗрен чӗртсе яма килчӗҫ. 23Халӑхӑмӑр, ҫав ҫынсене чыслӑн йышӑнса, вӗсенӗн сӑмахне Спарта халӑхӗ асра тыттӑр тесе уҫӑ кӗнекисене ҫырса хума кӑмӑл турӗ. Ҫавна эпир аслӑ священник Симон валли ҫырса илтӗмӗр» тенӗ.
24Ҫавӑн хыҫҫӑн Симон Нуминие, пин мина таякан ылтӑн хулкан парса, Рима пӗр канашлӑ тӑмашкӑн килӗшсе татӑлма янӑ. 25Ҫакӑн ҫинчен илтсессӗн халӑх каланӑ: Симонпа унӑн ывӑлӗсене эпир мӗнле тав тӑва пӗлӗпӗр-ши? 26Вӑл хӑй те, унӑн тӑванӗсем те, вӗсен пӗтӗм ӑрӑвӗ, ҫирӗп тӑрса, Израиль тӑшманӗсене сирсе ячӗҫ, Израиле ирӗке кӑларчӗҫ, тенӗ. 27Вара ҫавна пӑхӑр хӑма ҫине ҫырса, юпа ҫумне ҫапса Сион тӑвӗ ҫине кӑларса лартнӑ. Унта ҫакӑн пек ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫӗр ҫитмӗл иккӗмӗш ҫулхи елул уйӑхӗн вунсаккӑрмӗш кунӗнче, — ку вӑл Симон виҫҫӗмӗш ҫул аслӑ священникра ларнӑ чухне пулнӑ, — 28Сарамельте пире халӑхпа священниксен, халӑх пуҫлӑхӗсемпе ҫӗршыври аслӑ ҫынсен пысӑк пухӑвӗнче ҫапла каласа пӗлтернӗ: 29ҫак ҫӗршывра нумай хутчен вӑрҫӑ пулнӑран Иарив йӑхӗнчен тухнӑ Маттафия ывӑлӗ Симон тата унӑн тӑванӗсем, Иудея халӑхӗн сӑваплӑ Ҫурчӗпе саккуна сыхласа хӑварас тесе, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр хӑйсен халӑхӗн тӑшманӗсене хирӗҫ тӑчӗҫ, хӑйсен халӑхне пысӑк мухтава кӑларчӗҫ. 30Ионафан хӑйӗн халӑхне пухса унӑн аслӑ священникӗ пулса тӑчӗ, анчах вӑл хӑйӗн ашшӗсемпе пӗрлешрӗ.
31Тӑшмансем Иудея ҫӗрне ҫаратса хӑварма ҫӗмӗрсе кӗрес чухне, аллине Турӑ Ҫурчӗ ҫинелле тӑсас чухне 32вӗсене хирӗҫ Симон ҫӗкленсе тухрӗ, хӑйӗн халӑхӗшӗн вӑрҫӑ вӑрҫрӗ, халӑхӑн хӑюллӑ арӗсене кӑралпа тивӗҫтерсе, вӗсене шалу тӳлесе тӑрса хӑй те нумай тӑкак курчӗ. 33Вӑл Иудея хулисене тата Иудея чиккинчи Вефсурӑна — ӗлӗк тӑшмансем вӑрҫӑ кӑралӗ усранӑ хулана — ҫирӗп тӗреклӗлетсе лартрӗ, ӑна иудейсен аллине парса унта хурал тӑратрӗ, 34ҫавӑн пекех тинӗс хӗрринчи Иоппи хулине тата Азот чиккинчи ӗлӗк тӑшман тӑнӑ Газара хулине тӗреклӗлетрӗ, унта иудейсене вырӑнаҫтарчӗ, ҫав вырӑнсене ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратма мӗн кирлине пӗтӗмпех тупса пачӗ. 35Симон ӗҫӗсене, вӑл хӑй халӑхне мухтава кӑларассишӗн епле тӑрӑшнине халӑх курса тӑчӗ, ҫакна пӗтӗмпех пурӑнӑҫа килтернӗшӗн, тӳрӗлӗхе хӳтӗленӗшӗн, яланах хӑй ӑрӑвне чӗререн парӑнса тӑнӑшӑн, хӑй халӑхне пур майпа та ҫӗклеме тимленӗшӗн Израиль ӑна хӑйӗн пуҫлӑхӗ, аслӑ священникӗ турӗ. 36Ун вӑхӑтӗнче вӑл ҫине тӑрса тӑрӑшнипе ҫӗршывран суя тӗнлӗ ҫынсене хӑваласа кӑларнӑ, ҫавӑн пекех Иерусалимра Давид хулине керем туса кӗрсе ларнӑ, унтан туха-туха Турӑ Ҫурчӗ таврашне ирсӗрлесе ҫӳренӗ тата таса Ҫурта мӑшкӑл туса тӑнӑ ҫынсене те хуса ячӗ. 37Вӑл унта иудейсене вырӑнаҫтарчӗ, ҫӗршывпа хула шанчӑклӑ тӑтӑр тесе, ӑна тӗреклӗлетрӗ, Иерусалим хӳмине хӑпартрӗ. 38Ҫавӑнпа Димитрий патша та ӑна аслӑ священникрах тӑмалла турӗ, 39ӑна хӑйӗн тусӗсен йышне кӗртрӗ, ҫапла пысӑк мухтава кӑларчӗ, 40мӗншӗн тесессӗн Димитрий патша ҫакна илтнӗ ӗнтӗ; Рим ҫыннисем иудейсене тус, пӗр канашлӑ тӑракан тӑван тенӗ, Симон янӑ элчӗсене чыслӑн йышӑннӑ, 41иудейсемпе священниксем Симон ӗмӗрлӗхех, чӑн Пророк киличченех, хӑйсенӗн пуҫлӑхӗ тата аслӑ священникӗ пултӑр тесе килӗшнӗ, 42ҫарпуҫӗ те вӑлах пултӑр, сӑваплӑ вырӑна та вӑлах пӑхса тӑтӑр, халӑха ӗҫлеттертӗр, Иудея ҫӗрне, мӗнпур вӑрҫӑ кӑралне, керемсене хӑй аллине илтӗр тенӗ, 43Турӑ Ҫуртне вӑл пӑхса тӑтӑр, пурте ӑна итлеччӗр, ҫӗршыври мӗнпур килӗшӗве унӑн ячӗпе ҫырччӑр, вӑл хӗрхӗлтӗм тумпа, ылтӑн эреш ҫакса ҫӳретӗр тенӗ. 44Ҫакӑнта мӗн каланине никам та — халӑх та, священниксем те — ан улӑштартӑр, Симон сӑмахне хирӗҫле тума, вӑл хушмасӑр ҫӗршывра пуху пухма, хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнма, ылтӑн тӑха ҫакса ҫӳреме ирӗк ан пултӑр. 45Кам та кам ҫакна хирӗҫ мӗн те пулин тусассӑн е ҫакӑнта ҫырнине мӗне те пулин пӑрахӑҫласассӑн, ҫавӑ айӑплӑ пулӗ» тенӗ ҫав ҫырура. 46Пӗтӗм халӑх Симона пӑхӑнса, ҫак сӑмахсене итлесе пурӑнма килӗшнӗ. 47Симон ӗнтӗ халӑх сӑмахне йышӑннӑ, аслӑ священник, ҫарпуҫ пулса, иудейсемпе священниксене пӑхса тӑма, пурне те пуҫлӑх пулса тытса тӑма килӗшнӗ. 48Ҫак ҫырӑва пӑхӑр хӑмасем ҫине ӳкерсе Турӑ Ҫурчӗн карти ҫине аван курӑнса тӑмалли ҫӗре ҫапса хума, 49ҫав ҫыру Симонпа ун ывӑлӗсен аллинче те пултӑр тесе, ӑна хӑмасем ҫинчен ҫырса илсе мул управӑшне хума сӑмах татнӑ.

Highlight

Copy

Compare

Share

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in