Марк 6:41-43
Марк 6:41-43 RSO
Унтан Иисус пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе ҫӳлелле пӑхнӑ та Турра тав тунӑ. Ҫӑкӑрсене Вӑл халӑха валеҫмешкӗн вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа панӑ; икӗ пуллине те ҫавнашкалах валеҫнӗ. Пурте ҫисе тӑраннӑ. Унтан юлнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсене, пулӑ татӑкӗсене тата вун икӗ кунтӑк туллиех пухнӑ.





