YouVersion Logo
Search Icon

Марк 4

4
4-мӗш сыпӑк
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 13:1-9; Лк. 8:4-8)
1Иисус каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ. Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ. Вӑл тинӗс хӗрринчи кимӗ ҫинче пулнӑ, мӗн пур халӑх вара ҫыран хӗрринче тӑнӑ. 2Иисус вӗсене ытарлӑн каласа нумай вӗрентнӗ, вӗсене ӳкӗтлесе ҫапла каланӑ: 3«Ӗнтӗ итлӗр. Пӗр акаҫӑ акана тухнӑ. 4Хайхи акнӑ чухне хӑш пӗрчисем ҫул хӗррине ӳкнӗ, кайӑксем вӗҫсе пынӑ та ҫав пӗрчӗсене сӑхса пӗтернӗ. 5Хӑшӗ чуллӑ, сахал тӑпраллӑ ҫӗре ӳкнӗ, тӑпри ӑшӑх пулнӑран калча часах шӑтса тухнӑ. 6Анчах та хӗвел тухсанах ӑна ӗнтсе янӑ, тымар ярайман калча вара типсе ларнӑ. 7Хӑшӗ пиҫенлӗ вырӑна ӳкнӗ, пиҫен ҫитӗнсе кайнӑ та калчана пусса лартнӑ, вара калча пучах кӑларайман. 8Хӑшӗ тата пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкнӗ те шӑтса тухса пучах кӑларнӑ: пӗр пӗрчӗрен вӑтӑр пӗрчӗ, тепри утмӑл пӗрчӗ, тата тепри ҫӗр пӗрчӗ пултарнӑ. 9Илтме хӑлха пурри илттӗр!» – тенӗ Иисус вӗсене.
Ытарлӑн калани ҫинчен
(Мф. 13:10-17; Лк. 8:9-10)
10Халӑх салансан, унта юлнӑ ҫынсем тата вун икӗ вӗренекенӗ Унран ытарлӑн калани ҫинчен ыйтнӑ. 11-12Вара Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тивӗҫ панӑ. Ыттисене вара, тивӗҫлӗ маррисене, Эпӗ йӑлтах ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем куҫӗпе пӑхсан та курмаҫҫӗ, хӑлхипе илтсен те ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та, ҫылӑхӗсене каҫарттарас тесе, Турӑ енне ҫавӑрӑнмаҫҫӗ».
Акаҫӑ ҫинчен каланӑ ытарлӑха ӑнлантарни
(Мф. 13:18-23; Лк. 8:11-15)
13«Ҫак ытарлӑха та ӑнланмастӑр-и? – тенӗ вӗсене Иисус. – Ыттисене вара епле ӑнланса илӗр? 14Акаҫӑ Турӑ сӑмахӗ акать. 15Ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет: хӑш-пӗрисем вӗрентнӗ сӑмаха итлеҫҫӗ, анчах та илтсенех вӗсем патне шуйттан пырать те вӗсен чун-чӗрине акнине вӑрласа каять. 16Ҫавнашкалах чуллӑ ҫӗре ӳкни те Турӑ сӑмахне илтсе ӑна тӳрех хавасланса йышӑнакансене пӗлтерет, 17анчах та вӗсем питӗ иккӗленчӗк, чун-чӗрисем тымарсӑр. Каярахпа, сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӗсем тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнаҫҫӗ. 18Пиҫенлӗ вырӑна ӳкни те Турӑ сӑмахне илтекен ҫынсенех пӗлтерет, 19анчах та ку тӗнчери хӗвӗшӳ, пуянлӑх илӗртӗвӗпе ытти илӗртӳсем вӗсен чунне тулса сӑмаха пусса лартаҫҫӗ те, сӑмах вара тӗшӗсӗр пулать. 20Пулӑхлӑ ҫӗр ҫине ӳкни Турӑ сӑмахне илтсе ҫав сӑмаха хапӑл тӑвакансене пӗлтерет, вӗсен чӗринчи сӑмах тӗшӗ кӑларать. Ҫапла вара, пӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ, тепринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепринчен ҫӗр пӗрчӗ пулать».
Ҫутаткӑҫпа виҫе ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Лк. 8:16-18)
21Унтан Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ҫутаткӑҫа чӳлмекпе хуплама е кравать айне лартма илсе пыраҫҫӗ-им? Ӑна ҫутаткӑҫ лартмалли ҫине вырнаҫтармаҫҫӗ-им? 22Вӑрттӑнни те паллӑ пулатех, пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех. 23Илтме хӑлха пурри илттӗр!»
24Тата вӗсене каланӑ: «Ман сӑмахӑма тимлӗн итлӗр. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ. Сире, сӑмахӑма итлекенсене, ытларах та хушса парӗҫ. 25Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ».
Вӑрлӑх ҫинчен каланӑ ытарлӑх
26«Турӑ Патшалӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ, – тенӗ тата Иисус. – Ҫын ҫӗре вӑрлӑх акать. 27Кайран вӑл каҫсерен ҫывӑрать, ирсерен тӑрать. Ҫав хушӑра вӑрлӑх шӑтса ӳсет, хайхи ҫын ку епле пулнине те пӗлмест. 28Ҫӗр хӑй тӗллӗнех ҫимӗҫ парать: малтан калча ӳстерет, унтан пучах кӑларттарать, кайран пучаха тултарать. 29Пулса ҫитнӗ пучах часрах ҫурла тыттарать, мӗншӗн тесен вырма вӑхӑчӗ ҫитнӗ».
Сарӑ пӑрӑҫ вӑрри ҫинчен каланӑ ытарлӑх
(Мф. 13:31-32; Лк. 13:18-19)
30«Турӑ Патшалӑхне тата мӗнпе танлаштарар-ши? Ӑна мӗнле ытарлӑхпа сӑнарлама май пур-ши? – тенӗ Иисус. 31– Вӑл – сарӑ пӑрӑҫ вӑрри евӗрлӗ теме пулать. Акнӑ чухне ҫав пӗрчӗ ҫӗр ҫинчи вӑрӑсенчен чи пӗчӗкки. 32Аксассӑн шӑтса тухать те мӗн пур пахча ҫимӗҫсенчен те ҫӳллӗ пулать. Унӑн парка турачӗсен сулхӑнӗнче вара вӗҫен кайӑксем те йӑва ҫавӑрма пултараҫҫӗ». 33Ҫынсем тавҫӑрса илме пултарнӑ таран Иисус вӗсене Турӑ сӑмахне ҫакнашкал нумай ытарлӑхпа вӗрентнӗ. 34Ҫынсемпе Вӑл ытарлӑ кӑна калаҫнӑ, вӗренекенӗсене вара куҫа-куҫӑн чухне пӗтӗмпех ӑнлантарса панӑ.
Ҫил-тӑвӑла чарни
(Мф. 8:23-27; Лк. 8:22-25)
35Каҫ пулса килнӗ чухне Иисус вӗренекенӗсене каланӑ: «Тинӗс тепӗр енне каҫар-ха». 36Вара вӗренекенӗсем, халӑхпа сывпуллашсан, Иисуса ларнӑ киммипех хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Унтах ытти кимӗсем те пулнӑ. 37Ҫавӑн чухне вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тухнӑ, вара хум ҫапнипе кимме шыв тула пуҫланӑ. 38Иисус киммӗн хыҫалти пайӗнче пуҫелӗк хурсах ҫывӑрнӑ пулнӑ. Ӑна вӑратса ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Эпир пӗтсен те Сана пурпӗрех-им?» 39Иисус тӑнӑ та ҫиле чарӑнма хушнӑ, тинӗсе: «Чарӑн, ан шавла», – тенӗ. Вара ҫил лӑпланнӑ та, ҫанталӑк шӑпах пулнӑ. 40«Мӗншӗн эсир ҫав тери хӑравҫӑ? Нивушлӗ сирӗн ӗненӗвӗр ҫук?» – тенӗ Иисус вӗсене. 41Питӗ хӑраса кайнипе вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать».

Currently Selected:

Марк 4: RSO

Highlight

Share

Copy

None

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in