Марк 13
13
13-мӗш сыпӑк
Турӑ Ҫуртне аркатасси ҫинчен
(Мф. 24:1-2; Лк. 21:5-6)
1Иисус Турӑ Ҫуртӗнчен тухнӑ чухне Ӑна пӗр вӗренекенӗ ҫапла каланӑ: «Вӗрентекен! Кур-ха, ҫурчӗсем те, вӗсене купаланӑ чулӗсем те епле чаплӑ!» 2Иисус ӑна хирӗҫ каланӑ: «Куратӑн-и ҫак капмар ҫуртсене? Ҫакӑнта чул ҫинче чул та юлмӗ, йӑлтах аркатӗҫ».
3Тепӗртакран, Иисус Елеон тӑвӗ ҫинче Турӑ Ҫурчӗ курӑнакан вырӑнта ларнӑ чухне, Петрпа Иаков тата Иоанпа Андрей Унпа куҫа-куҫӑн юлсассӑн ҫапла ыйтнӑ: 4«Каласамччӗ пире: вӑл хӑҫан пулӗ? Ҫавсем пурте пуласса мӗнле паллӑ тӑрӑх пӗлмелле?» 5Вӗсене хуравласа вара Иисус ҫапла кала пуҫланӑ: «Хӑвӑра кам та пулин илӗртсе улталасран асӑрханӑр, 6мӗншӗн тесен Ман ятӑмпа килекенсем нумай пулӗҫ. „Эпӗ – Христос“, – тесе вӗсем чылайӑшне улталӗҫ. 7Вӑрҫӑсем ҫинчен илтсен, вӑрҫӑ хыпарӗсем илсен, хӑраса ан ӳкӗр, мӗншӗн тесен ҫапла пулмалла та, анчах ку пӗтес вӑхӑт мар-ха. 8Халӑх ҫине халӑх тапӑнӗ, патшалӑх ҫине патшалӑх вӑрҫӑпа тухӗ, тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗр чӗтренӗ, выҫлӑх пуҫланӗ, халӑх пӑлханӗ. Ҫапах та ку – хӗн-хур пуҫламӑшӗ кӑна-ха. 9Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ. 10Анчах та малтан пур халӑхсем хушшинче те Ырӑ Хыпар сарӑлса ҫитмелле. 11Сире суда тытса пама илсе кайнӑ чухне мӗн калас тесе малтанах ан кулянӑр, ан шухӑшлӑр. Ҫав самантра мӗн каламалли хӑех тупӑнӗ, мӗншӗн тесен калаканӗ эсир мар, Святой Сывлӑш пулӗ. 12Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ. 13Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ. Кам вӗҫне ҫитичченех тӳсӗ, ҫав ҫӑлӑнӗ».
Хӑрушӑ асап-хуйхӑ ҫитесси ҫинчен
(Мф. 24:15-28; Лк. 21:20-24)
14«Даниил пророк калани ҫитсен, ирсӗр пулмалла мар вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, – Иудея халӑхӗ тусем ҫине тартӑр. 15Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр. 16Хирти ҫын та тумтир таврашӗ илес тесе каялла ан тавӑрӑнтӑр. 17Ҫав кунсенче йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсене, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсене пысӑк хуйхӑ пулӗ. 18Тарса хӑтӑлас вӑхӑт хӗлле ан пултӑрччӗ ҫеҫ тесе кӗлтӑвӑр. 19Мӗншӗн тесен ун чухне хӑрушӑ асап-хуйхӑ пулӗ. Унашкалли Турӑ пултарнӑ тӗнче пуҫланнӑранпа халиччен пулман та, пулас та ҫук. 20Хуҫа Турӑ асап кунӗсен шутне чакарман пулсан, никам та ҫӑлӑнса юлаяс ҫукчӗ. Анчах та Хӑй суйласа илнисене хӗрхенсе Вӑл ҫав кунсен шутне чакарӗ. 21Ҫавӑн чухне кам та пулин сире: „Христос акӑ кунта“ е: „Авӑ унта“, – тесен, ан ӗненӗр. 22Мӗншӗн тесен суя христоссемпе суя пророксем тупӑнӗҫ. Вӗсем, тӗлӗнмелле паллӑсемпе хӑватсем кӑтартса, май килсен суйласа илнисене те илӗртсе улталама пӑхӗҫ. 23Эсир вара сыхӑ пулӑр. Ҫаксем пирки Эпӗ сире малтанах каласа хурас терӗм».
Этем Ывӑлӗ килесси ҫинчен
(Мф. 24:29-31; Лк. 21:25-28)
24«Ҫав кунсенче, асап хыҫҫӑн, хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх ҫути сӳнӗ. 25Тӳпери ҫӑлтӑрсем ӳкӗҫ, ҫӳлти вӑй-хӑватсем кисренсе кайӗҫ. 26Унтан ҫынсем тӳпери пӗлӗтсем ҫинче аслӑран та аслӑ хӑватпа тата мухтавпа килекен Этем Ывӑлне курӗҫ. 27Ҫавӑн чухне Вӑл Хӑйӗн ангелӗсене ярӗ, Хӑй суйласа илнӗ ҫыннисене тӗнчен тӑватӑ енчен те, ҫӗр хӗрринчен пуҫласа пӗлӗт хӗррине ҫитичченех пуҫтарӗ».
Смоква йывӑҫҫипе танлаштарни
(Мф. 24:32-35; Лк. 21:29-33)
28«Илер-ха, тӗслӗхрен, смоква йывӑҫҫине. Унӑн турачӗсем папка кӑларса ешере пуҫласан эсир ҫу ҫывхарнине пӗлетӗр. 29Ҫавнашкалах эсир те, Эпӗ калани пурнӑҫланса пынине курсан, ҫак тӗнче пӗтес вӑхӑт ҫывхарнине, алӑк умнех ҫитнине пӗлсе тӑрӑр. 30Чӑн калатӑп сире: ҫавсем пурте ҫак ӑру пӗтичченех пулса иртӗҫ. 31Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ».
Сыхӑ пулма чӗнни
(Мф. 24:36-44)
32«Ҫавӑ хӑш кун, хӑш сехетре пуласса никам та пӗлмест, тӳпери ангелсем те, Ывӑлӗ те пӗлмест. Ӑна пӗртен-пӗр Атте Турӑ кӑна пӗлет. 33Астӑвӑр, сыхӑ пулӑр, кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен ҫав вӑхӑт хӑҫан ҫитессе пӗлме пултараймастӑр. 34Ун чухне ак ҫак ытарлӑхра каланӑ пек пулӗ. Пӗр ҫын инҫе ҫула кайма пуҫтарӑннӑ. Килтен кайиччен вӑл кашни тарҫинех харпӑр-хӑй ӗҫӗшӗн яваплӑ пулма, хапха хуралҫине сыхӑ пулма хушса хӑварнӑ. 35Ҫапла вара сыхӑ пулӑр, мӗншӗн тесен кил хуҫи те каҫпа, те ҫур ҫӗрте, те автан авӑтсан, те ирхине килет. Эсир ӑна пӗлме пултараймастӑр. 36Астӑвӑр, вӑл сасартӑк эсир ҫывӑрнӑ тӗле килсе ан тухтӑрччӗ. 37Ҫакна сире кӑна мар, пурне те калатӑп: сыхӑ пулӑр».
Currently Selected:
Марк 13: RSO
Highlight
Share
Copy

Want to have your highlights saved across all your devices? Sign up or sign in
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: