1
Рим ҫыннисене 6:23
БИБЛИ
CHB
Ҫылӑх вилӗм кӳрет, Турӑ вара Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрпа пӗрле пулмашкӑн ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парать.
Compare
Explore Рим ҫыннисене 6:23
2
Рим ҫыннисене 6:14
Ҫылӑх сире пӑхӑнтарса ан тӑтӑр: эсир ӗнтӗ саккун аллинче мар, тивлет аллинче.
Explore Рим ҫыннисене 6:14
3
Рим ҫыннисене 6:4
Ҫапла эпир, Христос вилӗмне асӑнса тӗне кӗрсе, Унпа пӗрле пытарӑннӑ; Христос Атте Турӑ мухтавӗпе вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ пек, пирӗн те малашне ҫӗнелнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнас пулать.
Explore Рим ҫыннисене 6:4
4
Рим ҫыннисене 6:13
хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те усал ӗҫсем тутарса тӑма ҫылӑх аллине ан парӑр, эсир вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ ҫынсем пулса Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑнӑр, хӑвӑр тӑл-пӳ пайӗсене те тӳрӗ ӗҫсем тутарса тӑма Турӑ аллине парӑр.
Explore Рим ҫыннисене 6:13
5
Рим ҫыннисене 6:6
мӗншӗн тесессӗн пире, ҫылӑх чурисем ан пулччӑр тесе, ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗре пӗтермешкӗн кивӗ этемлӗхӗмӗре Унпа пӗрле пӑталанӑ
Explore Рим ҫыннисене 6:6
6
Рим ҫыннисене 6:11
Ҫапла эсир те хӑвӑра ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ тесе шутлӑр, Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Турӑшӑн чӗрӗ тесе шутлӑр.
Explore Рим ҫыннисене 6:11
7
Рим ҫыннисене 6:1-2
Мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? нумай тивлет илес тесе ҫылӑха кӗрсех пурӑнар-и-мӗн? Паллах, апла мар. Эпир ҫылӑх тӗлӗшӗнчен вилнӗ — епле-ха каллех ҫылӑха кӗрсе пурӑнас?
Explore Рим ҫыннисене 6:1-2
8
Рим ҫыннисене 6:16
Эсир пӗлместӗр-и-мӗн? эсир кама та пулин пӑхӑнатӑр пулсассӑн, ӑна итлеме хатӗр пулсассӑн, ҫавӑн чури пулса тӑратӑр: е вилӗм патне илсе каякан ҫылӑх чури пулатӑр, е тӳрӗлӗх патне тухмашкӑн итлекен чура пулатӑр.
Explore Рим ҫыннисене 6:16
9
Рим ҫыннисене 6:17-18
Тавах Турра, эсир, унччен ҫылӑх чури пулнӑскерсем, халӗ хӑвӑра вӗрентнине пӑхӑнса ӑна чунтан итлесе тӑракан пултӑр. Ҫылӑхран хӑтӑлса тӳрӗлӗх чури пултӑр.
Explore Рим ҫыннисене 6:17-18