1
Рим ҫыннисене 12:2
БИБЛИ
CHB
ку ӗмӗре кура ан пурӑнӑр; Туррӑн кӑмӑллӑ, пур тӗлӗшпе те паха, ырӑ ирӗкне пӗлсе пымашкӑн эсир хӑвӑр ӑсӑра ҫӗнетсе улӑшӑнӑр.
Compare
Explore Рим ҫыннисене 12:2
2
Рим ҫыннисене 12:1
Эй тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ сире Туррӑн хӗрхенекен кӑмӑлне асӑнса йӑлӑнатӑп: Турӑшӑн ӑспа ӗҫлесе пурӑнас тесессӗн, хӑвӑрӑн ӳтӗре чӗрӗ, сӑваплӑ, Турра юрӑхлӑ парне тума тӑрӑшӑр
Explore Рим ҫыннисене 12:1
3
Рим ҫыннисене 12:12
шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр
Explore Рим ҫыннисене 12:12
4
Рим ҫыннисене 12:21
Сана усал ан парӑнтартӑр, эсӗ ху усала ырӑпа парӑнтарса тӑр.
Explore Рим ҫыннисене 12:21
5
Рим ҫыннисене 12:10
пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр
Explore Рим ҫыннисене 12:10
6
Рим ҫыннисене 12:9
Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр
Explore Рим ҫыннисене 12:9
7
Рим ҫыннисене 12:18
Хӑвӑртан килет пулсассӑн, пуринпе те килӗштерсе пурӑнӑр.
Explore Рим ҫыннисене 12:18
8
Рим ҫыннисене 12:19
Эй юратнӑ тӑванӑмсем, хӑвӑршӑн ан тавӑрӑр, сирӗншӗн Турӑ ҫилли тавӑртӑр. Ҫырасса та ҫапла ҫырнӑ: Ҫӳлхуҫа калать: «тавӑрасси — Манӑн ӗҫ, Эпӗ Хам тавӑрӑп» тет, тенӗ.
Explore Рим ҫыннисене 12:19
9
Рим ҫыннисене 12:11
тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр
Explore Рим ҫыннисене 12:11
10
Рим ҫыннисене 12:3
Хама панӑ тивлетпе эпӗ сире пурсӑра та калатӑп: хӑвӑр ҫинчен ытлашшине ан шухӑшлӑр: Турӑ кама мӗн чухлӗ ӗненмелӗх панӑ, ҫав таран йӑвашланса шухӑшлӑр.
Explore Рим ҫыннисене 12:3
11
Рим ҫыннисене 12:17
никама та усалшӑн усалпа ан тавӑрӑр; пур ҫын умӗнче те ырӑшӑн тӑрӑшӑр.
Explore Рим ҫыннисене 12:17
12
Рим ҫыннисене 12:16
Пӗр-пӗринпе пӗр шухӑшпа тӑрӑр; ан мӑнаҫланӑр, йӑвашшисен йӗрӗпе ҫӳрӗр; хӑвӑра асла ан хурӑр
Explore Рим ҫыннисене 12:16
13
Рим ҫыннисене 12:20
Ҫапла ӗнтӗ, тӑшману выҫӑ пулсассӑн — тӑрантар ӑна; ӗҫесси килет пулсассӑн — ӗҫтер; ҫапла туса, эсӗ унӑн пуҫӗ ҫине шӗл-кӑвар пуҫтарӑн.
Explore Рим ҫыннисене 12:20
14
Рим ҫыннисене 12:14-15
хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр. Савӑнаканпа савӑнӑр, йӗрекенпе йӗрӗр.
Explore Рим ҫыннисене 12:14-15
15
Рим ҫыннисене 12:13
йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр
Explore Рим ҫыннисене 12:13
16
Рим ҫыннисене 12:4-5
Пирӗн пӗр ӳтӗмӗрӗнех темӗн чухлӗ пай, кашни пайӗн хӑйӗн ӗҫӗ, ҫавӑн пек эпир те, темӗн чухлӗн пулсан та, Христос урлӑ пӗр ӳт пулса тӑратпӑр, пӗр-пӗриншӗн уйрӑммӑн ӳт пайӗсем пулатпӑр.
Explore Рим ҫыннисене 12:4-5