1
Ӳлӗмхи 5:9
БИБЛИ
CHB
Вӗсем ҫӗнӗ юрӑ юрлаҫҫӗ: Эсӗ кӗнекене илме, унӑн пичечӗсене хӑпӑтма тивӗҫлӗ: Сана пуснӑ, парнене кӳнӗ, Эсӗ пире — тӗрлӗ йӑхрисене, тӗрлӗ чӗлхеллисене, тӗрлӗ халӑхсене, тӗрлӗ ӑрусене — Хӑвӑн Юнупа ҫӑлса илтӗн
Compare
Explore Ӳлӗмхи 5:9
2
Ӳлӗмхи 5:12
Вӗсем янӑравлӑн мухтавлатчӗҫ: пуснӑ Путек хӑват та, пуянлӑх та, ӑслӑлӑх та, тӗрек те, хисеп те, мухтав та, пиллӗх те илме тивӗҫлӗ! терӗҫ.
Explore Ӳлӗмхи 5:12
3
Ӳлӗмхи 5:10
хамӑрӑн Туррӑмӑр валли пире патшасемпе священниксем турӑн; эпир ӗнтӗ ҫӗр ҫинче патша пулса тӑрӑпӑр, теҫҫӗ.
Explore Ӳлӗмхи 5:10
4
Ӳлӗмхи 5:13
Тата ҫакна илтрӗм эпӗ: мӗн пултарни пурте — тӳпери те, ҫӗр ҫинчи те, ҫӗр тӗпӗнчи те, тинӗсри те, унта мӗн пурри пурте — мухтавларӗҫ: аслӑ пукан ҫинче Лараканпа Путеке ӗмӗр-ӗмӗрех чаплӑх та, хисеп те, мухтав та, хӑват та пултӑр, терӗҫ.
Explore Ӳлӗмхи 5:13
5
Ӳлӗмхи 5:5
Вара ватӑ ҫынсенчен пӗри мана каларӗ: ан йӗр; акӑ Иуда йӑхӗнчен тухнӑ арӑслан, Давид тӑхӑмӗ, ҫӗнтерчӗ; Вӑл ку кӗнекене уҫса унӑн ҫичӗ пичетне хӑпӑтма пултарать, терӗ.
Explore Ӳлӗмхи 5:5