1
Марк ҫырнӑ Евангели 9:23
БИБЛИ
CHB
Иисус каланӑ ӑна: мӗн чухлӗ те пулин ӗненме пултаратӑн пулсан, ӗненекеншӗн пӗтӗмпех пулать, тенӗ.
Compare
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 9:23
2
Марк ҫырнӑ Евангели 9:24
Ача ашшӗ ҫав самантрах кӑшкӑрса ярса куҫҫулӗпе каланӑ: ӗненетӗп, Ҫӳлхуҫамӑм! Ӗненӗвӗм сахал пулсан пулӑшсамччӗ! тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 9:24
3
Марк ҫырнӑ Евангели 9:28-29
Иисус пӳрте кӗрсен, Унпа куҫа-куҫӑн юлсан вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: эпир мӗншӗн-ха хӑваласа кӑлараймарӑмӑр ӑна? тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: ҫав ӑрӑва нимӗнле те мар, кӗлтунипе те типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 9:28-29
4
Марк ҫырнӑ Евангели 9:50
Тӑвар вӑл — ырӑ япала; анчах тӑвар тӑварлӑ пулмасан, эсир ӑна епле тутӑ кӗртӗр? Сирӗн ӑшӑрта тӑвар пултӑр, пӗр-пӗрин хушшинче килӗшӳ пултӑр, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 9:50
5
Марк ҫырнӑ Евангели 9:37
кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканни Мана мар, Мана Яракана хапӑл тӑвать, тенӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 9:37
6
Марк ҫырнӑ Евангели 9:41
Чӑн калатӑп сире: кам сире, Христос ҫыннисем тесе, Ман ятӑмпа пӗр курка шыв ӗҫтерӗ, ҫавӑ хӑй сӑвапне ҫухатмӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 9:41
7
Марк ҫырнӑ Евангели 9:42
Кам та кам ҫак Мана ӗненекен пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне илӗртсе ҫылӑха кӗртет, ҫавӑн мӑйне арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ.
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 9:42
8
Марк ҫырнӑ Евангели 9:47
Сана куҫу илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне кӗриччен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫпа кӗни аванрах пулӗ саншӑн
Explore Марк ҫырнӑ Евангели 9:47