1
Матфей ҫырнӑ Евангели 13:23
БИБЛИ
CHB
Лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара сӑмаха илтсе ӑнланса илекене пӗлтерет; вӑл ҫимӗҫлӗ пулать: пӗри ҫӗр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри вӑтӑр хут ытла ҫимӗҫ кӳрет, тенӗ.
Compare
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 13:23
2
Матфей ҫырнӑ Евангели 13:22
Ҫумлӑ ҫӗре ӳкни сӑмаха илтекен ҫыннах пӗлтерет, анчах та ҫак тӗнче хуйхи-суйхи тата пуянлӑхпа улталанни сӑмаха хупласа илет те, сӑмах вара ҫимӗҫ кӳмест.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 13:22
3
Матфей ҫырнӑ Евангели 13:19
Патшалӑх ҫинчен каланӑ сӑмаха илтсе, ӑна ӑнланман кирек хӑш ҫын патне те усал пырать те ун чӗрине акнине вӑрласа илсе каять: ҫул хӗррине ӳкни ҫакна пӗлтерет.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 13:19
4
Матфей ҫырнӑ Евангели 13:20-21
Чуллӑ ҫӗре ӳкни сӑмаха илтсе ӑна тӳрех хавасланса хапӑл тӑвакан ҫынна пӗлтерет; анчах та тымарӗ ҫуккипе вӑхӑтлӑха ҫеҫ тытӑнса тӑраять: ҫав сӑмахшӑн асап е хӗсӗрлесси ҫитсессӗн, вӑл часах пӑрӑнать.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 13:20-21
5
Матфей ҫырнӑ Евангели 13:44
Ҫӳлти Патшалӑха тата ҫакӑнпа танлаштарма пулать. Пӗр ҫын хире пытарнӑ мул тупнӑ, вӑл ҫакӑн ҫинчен никама та систермен; савӑннипе вӑл мӗнпур пурлӑхне кайса сутать те ҫав хире туянать.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 13:44
6
Матфей ҫырнӑ Евангели 13:8
Хӑшӗ вара лайӑх ҫӗр ҫине ӳкнӗ те ҫимӗҫ тунӑ: пӗринчен ҫӗр пӗрчӗ, тепӗринчен утмӑл пӗрчӗ, тата тепӗринчен вӑтӑр пӗрчӗ пулнӑ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 13:8
7
Матфей ҫырнӑ Евангели 13:30
Ан тивӗр, выриччен иккӗшӗ те пӗрлех ӳсчӗр; вырнӑ чухне выракансене калӑп эпӗ: малтан пукрине пухӑр, ҫунтарса ямашкӑн ӑна кӗлтенӗн-кӗлтенӗн ҫыхӑр; туллине вара ман кӗлете пухса хурӑр, тейӗп» тенӗ.
Explore Матфей ҫырнӑ Евангели 13:30