1
Иаков ҫырӑвӗ 3:17
БИБЛИ
CHB
Ҫӳлтен анакан ӑслӑлӑх вӑл таса, тата вӑл лӑпкӑ, сӑпайлӑ, кӳнтем, вӑл питӗ хӗрхенет, ырӑ ӗҫ нумай тӑвать, тӳррипе пырать, икӗ питлӗ хӑтланмасть.
Compare
Explore Иаков ҫырӑвӗ 3:17
2
Иаков ҫырӑвӗ 3:13
Сирӗн хушшӑрта кам ӑслӑ, тӑнлӑ-пуҫлӑ? ҫакна вӑл хӑйӗн ырӑ пурӑнӑҫӗпе, ӑслӑлӑха тивӗҫлӗ йӑвашлӑхпа тунӑ ӗҫӗпе кӑтарттӑр.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 3:13
3
Иаков ҫырӑвӗ 3:18
Килӗштерсе пурӑнакансем акакан вӑрлӑхран тӗнчере тӳрӗлӗх ҫимӗҫӗ ӳсет.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 3:18
4
Иаков ҫырӑвӗ 3:16
кураймасӑр хирӗлсе тӑнӑ ҫӗрте йӗрке ҫук, пӗр усалли анчах.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 3:16
5
Иаков ҫырӑвӗ 3:9-10
Эпир чӗлхепе Турра, Аттемӗре, мухтатпӑр, Турӑ евӗрлӗ пултарнӑ этеме те чӗлхепех ылханатпӑр; мухтасси те, ылханасси те ҫав чӗлхе-ҫӑвартанах тухать. Эй тӑванӑмсем, апла пулмалла мар вӑл.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 3:9-10
6
Иаков ҫырӑвӗ 3:6
чӗлхе те — вут-ҫулӑм, суя сӑмах тӗнчи; пирӗн ӳтре ытти пайсем хушшине вырӑнаҫнӑскер, вӑл пӗтӗм ӳте ирсӗрлетет, пурӑнан пурӑнӑҫа ҫунтарса тӑрать, хӑйне вара тамӑк вучӗ хӗртсе тӑрать.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 3:6
7
Иаков ҫырӑвӗ 3:8
чӗлхене вара пӗр этем те пӑхӑнтарма-чарма пултараймасть: вӑл — тытса чарайми усаллӑх; унра — вӗлерекен наркӑмӑш туп-тулли.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 3:8
8
Иаков ҫырӑвӗ 3:1
Эй тӑванӑмсем! пире, вӗрентекенсене, ытларах айӑплӗҫ, ҫакна пӗлсе пурсӑр та вӗрентекен пулма ан тӑрӑшӑр
Explore Иаков ҫырӑвӗ 3:1