1
Иаков ҫырӑвӗ 1:2-3
БИБЛИ
CHB
Эй тӑванӑмсем, кирек мӗнле асапа ҫаклансан та эсир чунтан-вартан савӑнӑр — хӑвӑр мӗнле ӗненнине сӑнани-тӗрӗслени сире тӳсӗмлӗ тунине пӗлсе тӑрӑр
Compare
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:2-3
2
Иаков ҫырӑвӗ 1:5
Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:5
3
Иаков ҫырӑвӗ 1:19
Эй савнӑ тӑванӑмсем, ҫавӑнпа ӗнтӗ кирек кам та итлеме хатӗр пултӑр, хуравлама ан васкатӑр, ҫиллине чарса тӑтӑр
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:19
4
Иаков ҫырӑвӗ 1:4
пур тӗлӗшпе те ырӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пулас тесессӗн, сирӗн яланах тӳсӗмлӗ пулмалла.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:4
5
Иаков ҫырӑвӗ 1:22
Вӗрентнине туса тӑракансем пулӑр, хӑвӑра хӑвӑр улталаса сӑмаха итлесе тӑракансем анчах ан пулӑр.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:22
6
Иаков ҫырӑвӗ 1:12
Сӑнанине-тӗрӗсленине тӳссе ирттерекен ҫын телейлӗ: сӑнани витӗр тухсассӑн, Турӑ ӑна Хӑйне юратакансене пама пулнӑ ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:12
7
Иаков ҫырӑвӗ 1:17
Мӗн аванни те, чӑн ырӑлӑх та ҫӳлтен, ҫутӑ Ашшӗнчен анать; Унӑн улӑшӑнасси е кӑштах та пулин урӑх тӗрлӗ пуласси ҫук.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:17
8
Иаков ҫырӑвӗ 1:23-24
Сӑмаха итлекен, анчах ӑна пурӑнӑҫламан ҫын хӑйӗн тӗкӗр ҫинчи питне-куҫне тишкерсе пӑхакан ҫын евӗрлӗ: вӑл хӑй ҫине пӑхса илчӗ те — пӑрӑнчӗ, хӑй еплине ҫавӑн чухнех манса кайрӗ.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:23-24
9
Иаков ҫырӑвӗ 1:27
Хуйхӑ-суйхӑ тӳссе пурӑнакан тӑлӑх ачасемпе тӑлӑх арӑмсене пулӑшса тӑрсан, тӗнче ирсӗрлӗхӗнчен сыхланса тӑрсан, ҫавӑ вара Турӑ умӗнче, Аттемӗр умӗнче таса, пӗр айӑпсӑр, ырӑ пурӑнни пулать.
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:27
10
Иаков ҫырӑвӗ 1:13-14
Асап курнӑ чухне никам та: «мана Турӑ ҫапла сӑнать» тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑра усаллӑх ҫук, Вӑл никама та усал тӑвасшӑн сӑнамасть. Кирек кам та хӑй ӳчӗ илӗртнӗ хыҫҫӑн кайса улталаннипе асап курать
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:13-14
11
Иаков ҫырӑвӗ 1:9
Кӗҫӗне хӑварнӑ тӑван хӑй асла тухнипе мухтантӑр
Explore Иаков ҫырӑвӗ 1:9