Ырӑ шӑршӑ Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пулнӑ, вара Ҫӳлхуҫа [Турӑ] Хӑй ӑшӗнче каланӑ: этем пирки ҫӗре урӑх ылханмӑп ӗнтӗ, мӗншӗн тесессӗн этем кӑмӑлӗ мӗн ҫамрӑкранах усал; халӗ тунӑ пек тумӑп, пӗтӗм пурӑнакана урӑх нихӑҫан та пӗтермӗп: ҫӗр сывӑ чухне акассипе вырасси, сивӗпе шӑрӑх, ҫупа хӗл, кунпа каҫ нихӑҫан та чарӑнса лармӗҫ, тенӗ.