1
Пултарни 35:11-12
БИБЛИ
CHB
Турӑ ӑна каланӑ: Эпӗ — Пурне те Пултаракан Турӑ; ӗрче, йышлӑлан; санран халӑх пулӗ, темӗн тӗрлӗ халӑх тухӗ, санӑн варӑнтан патшасем ҫуралӗҫ; Авраампа Исаака панӑ ҫӗре Эпӗ сана парӑп, санран кайран ҫак ҫӗре санӑн тӑхӑмна парӑп, тенӗ.
Compare
Explore Пултарни 35:11-12
2
Пултарни 35:3
тӑрар та Вефиле каяр; хӗн-асапӑм кунӗнче хама илтнӗ, эпӗ ҫӳренӗ ҫул ҫинче манпа пӗрле пулнӑ [тата мана сыхӑ усранӑ] Туррӑмшӑн парне вырӑнӗ тӑвӑп.
Explore Пултарни 35:3
3
Пултарни 35:10
Турӑ ӑна каланӑ: санӑн яту Иаков; паянтан вара эсӗ Иаков ятлӑ пулмӑн, санӑн яту Израиль пулӗ, тенӗ. Ӑна вара Израиль тесе ят хунӑ.
Explore Пултарни 35:10
4
Пултарни 35:2
Иаков хӑйӗн кил-йышне, хӑйпе пӗрле пынӑ ҫынсене пурне те каланӑ: хӑвӑр аллӑрти ют турӑсене пӑрахӑр та тасалӑр, тумтирӗре улӑштарӑр
Explore Пултарни 35:2
5
Пултарни 35:1
Турӑ Иакова каланӑ: тӑр та Вефиле кай, ҫавӑнта пурӑн, Исавран, хӑвӑн пиччӳнтен, тарнӑ чухне хӑвна курӑннӑ Турӑ валли унта парне вырӑнӗ туса ларт, тенӗ.
Explore Пултарни 35:1
6
Пултарни 35:18
Вӑл виле пуҫланӑ, чунӗ тухнӑ чухне вӑл ачине Бенони ятлӑ хунӑ. Анчах ашшӗ ӑна Вениамин тесе ят панӑ.
Explore Пултарни 35:18