1
Пултарни 27:28-29
БИБЛИ
CHB
Турӑ сана тӳпери сывлӑмран, ҫӗр тулӑхӗнчен ырӑлӑх парса тӑтӑр, иксӗлми тырӑ-пулӑ, эрех парса тӑтӑр; сана халӑхсем пӑхӑнса тӑччӑр, сана этем йӑхӗсем пуҫҫапчӑр; хӑвӑн тӑванусен хуҫи пулса пурӑн, аннӳ ывӑлӗсем сана пуҫҫапчӑр; сана ылханакансем — ылханлӑ; сана пиллекенсем — пиллӗхлӗ! тенӗ.
Compare
Explore Пултарни 27:28-29
2
Пултарни 27:36
Вара [Исав] каланӑ: вӑл мана икӗ хут такӑнтарчӗ ӗнтӗ, ӑна ҫавӑнпах Иаков ятлӑ хуман-и? Вӑл манӑн аслӑлӑхӑма туртса илчӗ, акӑ халӗ мана тивес пиллӗхе те илчӗ, тенӗ. [Исав хӑйӗн ашшӗне] татах каланӑ: эсӗ ман валли [те] пиллӗх хӑвармарӑн-и вара? тенӗ.
Explore Пултарни 27:36
3
Пултарни 27:39-40
Исаак, ашшӗ, ӑна хуравласа каланӑ: акӑ эсӗ ҫӗр тулӑхӗнчен, тӳпе сывлӑмӗнчен аякра пурӑнӑн; хӗҫӳ мӗн тупать, ҫавӑнпа пурӑнӑн, хӑвӑн тӑванна пӑхӑнса тӑрӑн; вӑхӑт ҫитсессӗн, ӑна хирӗҫ тӑрса, унӑн пусмӑрне ӗнсӳ ҫинчен сирсе ывӑтӑн, тенӗ.
Explore Пултарни 27:39-40
4
Пултарни 27:38
Исав хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эй аттем, санӑн пӗр пиллӗх анчах-и вара? аттеҫӗм, мана та пиллесем! тенӗ. [Исаак пӗр чӗнмесӗр тӑнӑран] Исав сасӑпа йӗрсе янӑ.
Explore Пултарни 27:38
Home
Bible
Plans
Videos