1
Пултарни 15:6
БИБЛИ
CHB
Аврам Ҫӳлхуҫана ӗненнӗ, ҫакна Вӑл унӑн сӑваплӑхӗ вырӑнне хунӑ.
Compare
Explore Пултарни 15:6
2
Пултарни 15:1
Ҫак ӗҫсем пулса иртнӗ хыҫҫӑн, [ҫӗрле] Аврама Ҫӳлхуҫа Турӑ курӑннӑ чухне, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна каланӑ: Аврам, ан хӑра; Эпӗ — санӑн хӳттӳ; санӑн тивлетӳ питех те пысӑк [пулӗ], тенӗ.
Explore Пултарни 15:1
3
Пултарни 15:5
Унтан ӑна тула илсе тухнӑ та каланӑ [ӑна]: тӳпе ҫине пӑх-ха, ҫӑлтӑрсене шутласа кӑларма пултараятӑн пулсассӑн — шутласа кӑлар, тенӗ. Ӑна тата каланӑ: санӑн ҫавӑн чухлӗ тӑхӑм пулӗ, тенӗ.
Explore Пултарни 15:5
4
Пултарни 15:4
Ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна татах каланӑ: вӑл санӑн еткерҫӳ пулмӗ; кам санран ҫуралӗ, санӑн еткерҫӳ ҫавӑ пулӗ, тенӗ.
Explore Пултарни 15:4
5
Пултарни 15:13
Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ
Explore Пултарни 15:13
6
Пултарни 15:2
Аврам каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! Эсӗ мана мӗн парӑн? акӑ эпӗ ача-пӑчасӑр юлатӑп; манӑн ҫуртӑма ҫак Елиезер, Дамаск ҫынни, пӑхса тӑрать, тенӗ.
Explore Пултарни 15:2
7
Пултарни 15:18
Ҫӳлхуҫа ҫав кун, ҫапла каласа, Аврампа халал хывнӑ: ҫак ҫӗре Египет юханшывӗнчен пуҫласа аслӑ юханшыв, Евфрат юханшывӗ, патне ҫитиччен Эпӗ санӑн тӑхӑмна паратӑп
Explore Пултарни 15:18
8
Пултарни 15:16
кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.
Explore Пултарни 15:16
Home
Bible
Plans
Videos