1
Галати ҫыннисене 6:9
БИБЛИ
CHB
Ырӑ туса пурӑнӑпӑр, кулянмӑпӑр: тӳсӗмлӗхе ҫухатмасан хӑй вӑхӑтӗнче вырса илӗпӗр.
Compare
Explore Галати ҫыннисене 6:9
2
Галати ҫыннисене 6:10
Апла май пур чухне пурне те ырӑлӑх тӑвар, пуринчен ытла хамӑрпа пӗр пек ӗненекенсене ырӑлӑх тӑвар.
Explore Галати ҫыннисене 6:10
3
Галати ҫыннисене 6:2
Пӗр-пӗрин йывӑрлӑхне пӗрле тӳсӗр, ҫапла эсир Христос саккунне пурӑнӑҫлатӑр.
Explore Галати ҫыннисене 6:2
4
Галати ҫыннисене 6:7
Ан улталанӑр: Турра улталама ҫук. Этем мӗн акать, ҫавна вырса илет
Explore Галати ҫыннисене 6:7
5
Галати ҫыннисене 6:8
ӳчӗшӗн акакан хӑй ӳтӗнчен вилеслӗх вырса илӗ; Сывлӑшшӑн акакан ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ вырса илӗ.
Explore Галати ҫыннисене 6:8
6
Галати ҫыннисене 6:1
Эй тӑванӑмсем! пӗр-пӗр ҫын мӗнле те пулин ҫылӑха кӗрсен, эсир, Сывлӑш хушнипе пурӑнакансем, ӑна йӑвашшӑн чӑнлӑх ҫулӗ ҫине таврӑнма пулӑшӑр; хӑвӑра хӑвӑр та сыхлӑр: улталанмалла ан пулӑр.
Explore Галати ҫыннисене 6:1
7
Галати ҫыннисене 6:3-5
Ниме тӑманскерех хӑйне хӑй асла хуракан хӑйне хӑй улталать. Кашнийӗ хӑйӗн ӗҫне тӗплӗн пӑхса тухтӑр та, вара хӑйне ыттисемпе танлаштармасӑр, хӑйне ырламалли тупӗ: кирек кам та хӑй ҫӗклемне хӑй ҫӗклӗ.
Explore Галати ҫыннисене 6:3-5