1
Тухни 8:18-19
БИБЛИ
CHB
Ӑрӑмҫӑсем те ӑрӑмласа ӳпре кӑларма тӑрӑшнӑ, анчах пултарайман. Ҫапла вара ҫынсем ҫинче, выльӑх-чӗрлӗх ҫинче ӳпре пулнӑ. Ӗнтӗ ӑрӑмҫӑсем фараона каланӑ: ку Турӑ алли, тенӗ. Анчах фараонӑн чӗри хаярланса ҫитнӗ, Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, вӑл вӗсене итлемен.
Compare
Explore Тухни 8:18-19
2
Тухни 8:1
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: фараон патне кай та ӑна кала: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Манӑн халӑхӑма яр, вӑл Мана кӗлтутӑр
Explore Тухни 8:1
3
Тухни 8:15
Фараон ҫӑмӑллӑх ҫитнине курнӑ та, Ҫӳлхуҫа каланӑ пекех, хӑйӗн чӗрине хаярлатнӑ, вӗсене итлемен.
Explore Тухни 8:15
4
Тухни 8:2
эхер те эсӗ кӑларса яма килӗшместӗн пулсассӑн, акӑ Эпӗ санӑн пӗтӗм тавралӑхна ҫӗр шапи ярса тултарӑп
Explore Тухни 8:2
5
Тухни 8:16
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Аарона кала: [аллупа] хӑвӑн туюна тӑс та ҫӗр тусанне ҫап, вара [ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе, фараона, унӑн кил-ҫуртне, унӑн чурисене ӳпре сӑрса илӗ, пӗтӗм ҫӗр тӑпри] Египет ҫӗрӗнче ӳпре пулса тӑрӗ, те, тенӗ.
Explore Тухни 8:16
6
Тухни 8:24
Ҫӳлхуҫа ҫапла тунӑ та: фараон килне-ҫуртне, унӑн чурисен килӗ-ҫурчӗсене те, пӗтӗм Египет ҫӗрне те йытӑ шӑни шутсӑр кӗрсе тулнӑ; йытӑ шӑнине пула ҫӗр пӗтес патнех ҫитнӗ.
Explore Тухни 8:24