Ҫӳлхуҫа [Моисее] каланӑ: Эпӗ Хамӑн халӑхӑм Египетра асапланнине куртӑм, пӑхавҫӑсем ӑна мӗнле макӑртнине илтрӗм; Эпӗ унӑн хӗн-хурне пӗлетӗп, ӑна Египет ҫыннисен аллинчен хӑтармашкӑн, ӑна ҫав ҫӗртен илсе тухса, сӗтпе пыл юхса выртакан паха та анлӑ ҫӗре — ханаансен, хетсен, аморрейсен, ферезейсен, [гергесейсен,] евейсен тата иевусейсен ҫӗрне — [илсе кӗмешкӗн] каятӑп.