Израиль ывӑлӗсем вӗсене каланӑ: ах, пирӗн Египет ҫӗрӗнчех аш тултарнӑ хуран умӗнче ларнӑ чухнех, тӑраниччен ҫӑкӑр ҫинӗ чухнех Ҫӳлхуҫамӑр алли тивнипе вилмеллеччӗ! эсир пире ку пушхире пӗтӗм халӑха выҫӑпа вӗлерме илсе килтӗр, тенӗ.
Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: акӑ Эпӗ сирӗн валли тӳперен ҫӑкӑр ҫутарса тӑрӑп, халӑх тухтӑр та кунсерен — пӗр куна мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ — пуҫтарса тӑтӑр; Эпӗ ӑна ҫапла сӑнаса пӑхам, вӑл Манӑн саккун тӑрӑх пурӑнассипе пурӑнмассине пӗлем