Ҫапла ӗнтӗ пире, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра ӗненекенсене, панӑ тивлетех Турӑ вӗсене те пачӗ пулсассӑн, Турра хирӗҫ пыма камах вара эпӗ? тенӗ. Ҫакна итлесе пӗтерсен вӗсем лӑпланнӑ та Турра мухтаса каланӑ: чӗрӗлӗх илмешкӗн Турӑ суя тӗнлисене те ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнмелле тунӑ иккен, тенӗ.