1
Марк 5:34
Синодальный НЗ
RSO
«Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус.
Compare
Explore Марк 5:34
2
Марк 5:25-26
Ҫавӑнта юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл тӗрлӗ тухтӑрсем патне ҫӳресе нумай нуша курнӑ, пӗтӗм укҫи-тенкине пӗтернӗ, анчах ним усси те пулман, унӑн сывлӑхӗ пушшех япӑхланса пынӑ.
Explore Марк 5:25-26
3
Марк 5:29
Ҫавӑнтах хӗрарӑмӑн юн кайма пӑрахнӑ, чир-чӗртен сывалнине вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ.
Explore Марк 5:29
4
Марк 5:41
Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет.
Explore Марк 5:41
5
Марк 5:35-36
Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ. Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата?» Анчах та Иисус, ҫак сӑмахсене илтсенех, синагога пуҫлӑхне: «Ан хӑра, ӗнен кӑна», – тенӗ.
Explore Марк 5:35-36
6
Марк 5:8-9
Мӗншӗн тесен Иисус ӑна: «Усал сывлӑш, тух ҫак ҫын ӑшӗнчен», – тенӗ пулнӑ. «Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ унран Иисус. «Эпир нумаййӑн, ҫавӑнпа та эпӗ „пулккипех“ ятлӑ», – тенӗ Ӑна лешӗ.
Explore Марк 5:8-9