Марк 5
5
5-мӗш сыпӑк
Усал ернӗ ҫынна сыватни
(Мф. 8:28-34; Лк. 8:26-39)
1Иисуспа вӗренекенӗсем тинӗс леш енчи Гадара ҫӗрне ҫитсе чарӑннӑ. 2Иисус кимӗ ҫинчен ансанах Ӑна ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхран тухнӑ усал ернӗ пӗр ҫын тӗл пулнӑ. 3Вӑл ҫӗр хӑвӑлӗнчи тупӑклӑхсенче пурӑннӑ, ӑна никам та сӑнчӑрласа та чарайман. 4Ҫынсем темиҫе хут та унӑн алли-урине сӑнчӑрласа-тимӗрлесе пӑхнӑ, анчах вӑл сӑнчӑрӗсене тата-тата пӑрахнӑ, тимӗрӗсене ватнӑ. Ӑна никам та лӑплантарма пултарайман. 5Ҫав ҫын яланах, кунӗн-ҫӗрӗн сӑртсем ҫинче тата ҫӗр хӑвӑлӗсенчи тупӑклӑхра кӑшкӑрашса, хӑйне-хӑй чулпа ҫапса сусӑрлатса ҫӳренӗ. 6Вӑл, Иисуса инҫетренех асӑрхаса, Ун патне чупса пынӑ та чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ. 7«Эй, Ҫӳлти Турӑ Ывӑлӗ Иисус! – тесе хыттӑн кӑшкӑрнӑ вӑл. – Санӑн манпа мӗн ӗҫ пур? Турӑ ячӗпе Сана тархаслатӑп, ан асаплантар мана». 8Мӗншӗн тесен Иисус ӑна: «Усал сывлӑш, тух ҫак ҫын ӑшӗнчен», – тенӗ пулнӑ. 9«Эсӗ мӗн ятлӑ?» – тесе ыйтнӑ унран Иисус. «Эпир нумаййӑн, ҫавӑнпа та эпӗ „пулккипех“ ятлӑ», – тенӗ Ӑна лешӗ. 10Унтан хӑйсене ҫав тӑрӑхран хӑваласа ан ятӑр тесе вӗсем Иисуса йӑлӑнсах тархасланӑ. 11Ҫавӑнтах, ту патӗнче, пӗр пысӑк сысна кӗтӗвӗ ҫӳренӗ. 12Усалсем пурте Иисуса: «Пире ҫав сыснасен ӑшне кӗме ярсам», – тесе йӑлӑннӑ. 13Иисус ҫавӑнтах вӗсене ирӗк панӑ. Вара усал сывлӑшсем, тухса, сыснасем ӑшне кӗнӗ. Унтан сысна кӗтӗвӗ чӑнкӑ ҫырантан тинӗсе сикнӗ, пурте путса вилнӗ. Кӗтӳре икӗ пине яхӑн сысна пулнӑ. 14Сысна пӑхакансем вара хуланалла чупнӑ та ҫавӑн ҫинчен хулара тата таврари ялсенче кала-кала кӑтартнӑ. Халӑх мӗн пулнине курма тухнӑ. 15Хайхисем Иисус патне пынӑ та акӑ мӗн курнӑ: ҫав ҫын, пулккипе усал ернӗскер, тумланса ларнӑ та чипер ӑс-тӑнпах ларать. Ҫакна курсан вӗсем хӑрасах кайнӑ. 16Куҫӑн курнисем вӗсене усал ернӗ ҫынпа мӗн пулса иртнине те, сыснасем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. 17Вара халӑх Иисуса хӑйсен ҫӗрӗ-шывӗнчен кайма тархасла пуҫланӑ. 18Иисус кимӗ ҫине ларнӑ чухне хайхи усал ернипе асапланнӑ ҫын хӑйне те пӗрле илме йӑлӑннӑ. 19Анчах та Иисус ӑна пӗрле илмен. «Эсӗ киле кай та Хуҫа Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине тӑванусене каласа кӑтарт», – тесе кӑна хушса хӑварнӑ. 20Унтан ҫав ҫын Вунхула ҫӗрне кайнӑ та Иисус ӑна мӗн туни ҫинчен каласа ҫӳреме пуҫланӑ. Вара пурте тӗлӗннӗ.
Иаир хӗрне чӗртни тата юн каякан хӗрарӑма сыватни
(Мф. 9:18-26; Лк. 8:40-56)
21Иисус тинӗс леш енчен кимӗпе каялла тавӑрӑннӑ. Хӑй патне халӑх йышлӑ пухӑннӑран Вӑл пӗр вӑхӑт тинӗс хӗрринчех пулнӑ. 22-23Ҫавӑнта синагога пуҫлӑхӗсенчен пӗри, Иаир ятлӑскер, пынӑ. Иисуса курсанах, Ун ури умне ӳксе, вӑл питӗ хытӑ тархасла пуҫланӑ: «Хӗрӗм вилесле выртать, пырсамччӗ, сывалса чӗрӗ юлтӑр тесе ун ҫине аллуна хурсамччӗ». 24Вара Иисус унпа пӗрле кайнӑ. Ун хыҫҫӑн халӑх йышлӑн кӗпӗрленсе пынӑ. 25Ҫавӑнта юн кайнипе вун икӗ ҫул асапланакан пӗр хӗрарӑм пулнӑ. 26Вӑл тӗрлӗ тухтӑрсем патне ҫӳресе нумай нуша курнӑ, пӗтӗм укҫи-тенкине пӗтернӗ, анчах ним усси те пулман, унӑн сывлӑхӗ пушшех япӑхланса пынӑ. 27-28Ҫав хӗрарӑм Иисус ҫинчен илтсе пӗлнӗ. «Унӑн тумтирне те пулин сӗртӗнсен сывалӑттӑм», – тесе шухӑшланӑ вӑл. Вара хайхискер халӑх хушшипе хыҫалтан пынӑ та Унӑн тумтирне сӗртӗннӗ. 29Ҫавӑнтах хӗрарӑмӑн юн кайма пӑрахнӑ, чир-чӗртен сывалнине вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ. 30Иисус, Хӑйӗнчен хӑват тухнине чунӗпе ҫав самантрах сиссе, халӑха пӑхса ҫавӑрӑннӑ та: «Тумтирӗме кам сӗртӗнчӗ?» – тенӗ. 31Вара вӗренекенӗсем Ӑна ҫапла каланӑ: «Хӑвӑн тавра халӑх кӗпӗрленнине курса тӑнӑ ҫӗртех епле-ха Эсӗ: „Тумтирӗме кам сӗртӗнчӗ?“ – тетӗн». 32Анчах та Иисус, Хӑйне кам сӗртӗннине курас тесе, ҫаплипех йӗри-тавралла пӑхкаланӑ. 33Хӑранипе чӗтреме ернӗ хӗрарӑм вара, хӑйпе мӗн пулса иртнине пӗлекенскер, Иисус патне пынӑ та Ун умне ӳксе тӗрӗссине каласа панӑ. 34«Хӗрӗм! Ӗненӗвӳ ҫӑлчӗ сана. Канӑҫлӑ каях, чирӳнтен сывал!» – тенӗ вара ӑна Иисус.
35Иисус ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтрах синагога пуҫлӑхӗн килӗнчен пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хӗрӳ вилсе кайрӗ ӗнтӗ. Вӗрентекене мӗншӗн чӑрмантаратӑн тата?» 36Анчах та Иисус, ҫак сӑмахсене илтсенех, синагога пуҫлӑхне: «Ан хӑра, ӗнен кӑна», – тенӗ. 37Вара Вӑл Петрпа Иаковсӑр пуҫне, Иаков шӑллӗ Иоансӑр пуҫне Хӑй хыҫҫӑн никама та пыма хушман. 38Иисус синагога пуҫлӑхӗн килне ҫитнӗ те аптӑраса кайнӑ ҫынсене курнӑ, хӳхлесе хыттӑн йӗнине илтнӗ. 39«Мӗншӗн каплах кулянса йӗретӗр? – тенӗ Вӑл пӳрте кӗрсенех. – Хӗр ача вилмен, ҫывӑрать кӑна». 40Ҫынсем Иисусран кулма пуҫланӑ. Анчах та Вӑл ыттисене пӳртрен тухма хушнӑ та хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗпе тата Хӑйпе пулнисемпе пӗрле хӗр ача выртакан пӳлӗме кӗнӗ. 41Унтан хӗр ачана аллинчен тытнӑ та: «Талифа куми!» – тенӗ. Ку: «Хӗрӗм, сана калатӑп, тӑр!» – тенине пӗлтерет. 42Хӗр ача – вӑл ӗнтӗ вун икӗ ҫулсенче пулнӑ – вара тӳрех тӑнӑ та утма пуҫланӑ. Ҫакна курсан пурте тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. 43Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.
Aktualisht i përzgjedhur:
Марк 5: RSO
Thekso
Ndaje
Kopjo

A doni që theksimet tuaja të jenë të ruajtura në të gjitha pajisjet që keni? Regjistrohu ose hyr
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: