Марк 11
11
11-мӗш сыпӑк
Иисус Христос Иерусалим хулине кӗни
(Мф. 21:1-11; Лк. 19:28-40; Ин. 12:12-19)
1Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагипе Вифани тӗлне ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне 2ҫапла хушса янӑ: «Ҫак хӑвӑр умӑрти яла кайӑр, кӗнӗ-кӗменех унта эсир кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака асӑрхӑр, ун ҫине ку таранччен никам та утланса ҫӳремен. Эсир ӑна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр. 3Кам та пулин сире: „Мӗн хӑтланатӑр?“ – тесен, эсир ҫапла калӑр: „Вӑл Хуҫамӑра кирлӗ, Хуҫамӑр часах ӑна каялла тавӑрса парӗ“». 4Вӗсем кайнӑ та урамра хапха умне кӑкарса хунӑ ҫамрӑк ашака тупса, ӑна вӗҫертсе илнӗ. 5«Мӗн хӑтланатӑр? – тенӗ вӗсене ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем. – Ашака мӗншӗн вӗҫертетӗр?» 6Вӗсем Иисус хушнӑ пек хуравланӑ та, ҫынсем вӗсене янӑ. 7Унтан хайхи ҫамрӑк ашака Иисус патне ҫавӑтса пынӑ, ашак ҫине хӑйсен тумтирӗсене хунӑ. Иисус вара ун ҫине утланса ларнӑ. 8Темӗн чухлӗ халӑх хӑйсен тумтирӗсене Иисус умне ҫул тӑрӑх сарса пынӑ, теприсем тата йывӑҫ турачӗсем касса ҫул тӑрӑх пӑрахса пынӑ. 9Умӗнче пыракансем те, хыҫалта пыракансем те мухтаса ҫапла кӑшкӑрнӑ: «Осанна!#11:9 Осанна – еврейла «ҫӑлсамччӗ» тенине пӗлтерет; ку сӑмахпа мухтав сӑмахӗ пек те усӑ курнӑ. Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! 10Мӑн асаттемӗрӗн Давидӑн Хуҫа Турӑ ячӗпе килекен Патшалӑхӗ мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» 11Иисус Иерусалима кӗрсен Турӑ Ҫуртне пынӑ та пӗтӗмпех тӗплӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ. Вара тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса Вун иккӗшӗпе пӗрле Вифание кайнӑ.
Ҫимӗҫсӗр смоква йывӑҫҫи
(Мф. 21:18-19)
12Тепӗр кунне, вӗсем Вифанирен тухсан, Иисусӑн ҫиесси килнӗ. 13Вӑл аякранах ешӗл ҫулҫӑллӑ смоква йывӑҫҫине асӑрханӑ та ун ҫинче ҫимӗҫ пур-ши тесе йывӑҫ патне пынӑ. Анчах та патнерех пырсан ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне урӑх ним те тупайман, мӗншӗн тесен смоква ҫимӗҫне пухас вӑхӑт ҫитеймен пулнӑ-ха. 14«Сан ҫинчен текех ӗмӗрне те никамӑн та ҫимӗҫ татса ҫимелле ан пултӑр», – тенӗ вара Иисус йывӑҫа. Ҫак сӑмахсене вӗренекенӗсем те илтнӗ.
Иисус Турӑ Ҫуртӗнчи сутуҫӑсене хӑваласа кӑларни
(Мф. 21:12-17; Лк. 19:45-48; Ин. 2:13-22)
15Унтан вӗсем Иерусалима ҫитнӗ. Иисус Турӑ Ҫуртне кӗнӗ те унта суту-илӳ тӑвакансене хӑваласа кӑларма пуҫланӑ. Вӑл укҫа улӑштаракансен сӗтелӗсене, кӑвакарчӑн сутакансен тенкелӗсене тӳнтере-тӳнтере янӑ, 16Турӑ Ҫурчӗ витӗр тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр ҫӗклесе ҫӳреме чарнӑ. 17Вӗсене вӗрентсе Вӑл ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗ тесе калӗҫ“, – темен-им Ҫырнинче? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ». 18Ҫак сӑмахсене илтнӗ саккун вӗрентӳҫисемпе аслӑ священниксем Иисуса пӗтерме май шыранӑ. Пӗтӗм халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗннӗ пирки вӗсем Иисусран хӑранӑ. 19Вара Вӑл тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса кайнӑ.
Ӗненессипе каҫарасси ҫинчен
(Мф. 21:20-22)
20Ирхине иртсе пынӑ чух вӗсем хайхи смоква йывӑҫҫи тымарӗ таранах типсе ларнине курнӑ. 21Вара Петр, аса илсе, Иисуса каланӑ: «Равви! Пӑх-ха, хайхи Эсӗ ылханнӑ смоква йывӑҫҫи типсе ларнӑ». 22Иисус вӗренекенӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: 23«Турра ӗненӗр! Чӑн калатӑп сире, кам ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесе чун-чӗрипе иккӗленмесӗр, хӑй калани пурнӑҫланасса ӗненсе калать, вӑл кирек мӗн калани те пулатех. 24Ҫавӑнпа калатӑп сире: эсир кӗлтунӑ чухне мӗн ыйтатӑр, ҫавна парасса ӗненӗр – вара илетӗрех. 25Кама та пулин кӳреннӗ пулсан, кӗлӗ тунӑ чухне эсир ӑна каҫарӑр. Вара Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫарӗ. 26Эсир каҫармастӑр пулсан, Ҫӳлти Аҫӑр та сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫармӗ»#11:26 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче ку сӑвӑ ҫук. .
Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?
(Мф. 21:23-27; Лк. 20:1-8)
27Иисуспа вӗренекенӗсем каллех Иерусалима тавӑрӑннӑ. Вӑл Турӑ Ҫуртӗнче ҫӳренӗ чухне Ун патне аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. 28«Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем. 29Иисус вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Манӑн та сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтмалли пур. Эсир ҫавна хуравласан, эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине пӗлтерӗп. 30Калӑр-ха Мана: Иоанн шыва кӗртни ҫӳлтен е этемрен пулнӑ?» 31Лешсем вара пӗр-пӗринпе канашлама пуҫланӑ: «Ҫӳлтен», – тесен, «Эсир Иоана мӗншӗн ӗненмерӗр?» – тейӗ Вӑл. 32«Этемрен», – тесе вара вӗсем халӑхран хӑранипе калайман, мӗншӗн тесен пурте Иоана чӑн-чӑн пророк тесе шутланӑ. 33«Пӗлместпӗр», – тенӗ вара вӗсем Иисуса. «Эппин Эпӗ те сире ҫакна мӗнле тивӗҫпе тунине каламастӑп», – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Aktualisht i përzgjedhur:
Марк 11: RSO
Thekso
Ndaje
Kopjo

A doni që theksimet tuaja të jenë të ruajtura në të gjitha pajisjet që keni? Regjistrohu ose hyr
© Библи куҫарӑвӗн институчӗ, Мускав, 2009

: