Марк ҫырнӑ Евангели 16

16
1Шӑматкун иртсессӗн Мария Магдалина, Иаков Марийӗ тата Саломия ӗнтӗ Иисусӑн Ӳтне сӗрме каймашкӑн ырӑ шӑршӑллӑ ҫу туяннӑ. 2Эрненӗн малтанхи кунӗнче, ирхине ирех, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, вӗсем тупӑклӑх патне каяҫҫӗ; 3хӑйсем хушшинче: пире тупӑклӑх умӗнчи чула кам йӑвантарса парӗ-ши? тесе калаҫса пыраҫҫӗ. 4Пӑхаҫҫӗ те — курах каяҫҫӗ: чула куҫарса хунӑ; чулӗ вара питӗ пысӑк пулнӑ. 5Тупӑклӑха кӗрсессӗн вӗсем сылтӑм енче шап-шурӑ тумтир тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк ача ларнине курнӑ та хӑраса ӳкнӗ. 6Вӑл вара вӗсене ҫапла калать: ан хӑрӑр. Эсир хӗрес ҫумне пӑталанӑ Назаретри Иисуса шыратӑр; Вӑл чӗрӗлсе тӑчӗ, кунта ҫук Вӑл. Акӑ Ӑна хунӑ вырӑн. 7Эсир кайӑр та Унӑн вӗренекенӗсене тата Петра ҫапла калӑр: Вӑл Галилейӑра сирӗнтен те маларах пулӗ; Хӑй каланӑ пек, эсир Ӑна ҫавӑнта курӑр тесе калӑр, тенӗ. 8Вара вӗсем тупӑклӑхран тухнӑ та чупса кайнӑ; хӑйсем ӗнтӗ сехӗрленсех ӳкнӗ, ҫав тери хӑранипе никама та нимӗн те каламан.
9Эрненӗн малтанхи кунӗнче ирех чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Иисус чи малтан Мария Магдалинӑна курӑннӑ; Вӑл унччен ун ӑшӗнчен ҫичӗ усал хӑваласа кӑларнӑ пулнӑ. 10Мария вара кайнӑ та Иисуспа пӗрле ҫӳренисене — хуҫӑлсах йӗрекенсене — каласа кӑтартнӑ; 11анчах та вӗсем Иисус чӗрӗ пулни ҫинчен, вӑл Ӑна курни ҫинчен илтсен ӗненмен ӑна.
12Кайран Иисус вӗсенчен иккӗшне вӗсем пӗр яла кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, урӑх сӑнлӑ пулса курӑннӑ. 13Лешӗсем вара каялла таврӑннӑ та ҫакна ыттисене пӗлтернӗ; анчах вӗсене те ӗненмен.
14Каярахпа вунпӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ; вӗсене Вӑл ӗненменшӗн, хытӑ чӗреллӗ пулнӑшӑн, Хӑйне чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ. 15Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: кайӑр та пӗтӗм тӗнче тӑрӑх пур чуна та Евангели ҫинчен вӗрентсе ҫӳрӗр. 16Кам ӗненсе тӗне кӗрӗ, ҫавӑ ҫӑлӑнӗ; кам ӗненмӗ, ҫавӑ айӑплӑ пулӗ. 17Ӗненнисем ҫак хӑватсене тӑвӗҫ: Ман ятӑмпа усалсене хӑваласа кӑларӗҫ, халиччен пӗлмен чӗлхепе калаҫӗҫ; 18ҫӗленсене аллипе тытӗҫ; вӗлерекенни ӗҫсессӗн те, вӗсене сиен пулмӗ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, вӗсем сывалӗҫ, тенӗ.
19Ҫӳлхуҫамӑр ҫапла вӗренекенӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӳпене ҫӗкленнӗ те Туррӑн сылтӑм енне ларнӑ. 20Вӗренекенӗсем вара кайнӑ та пур ҫӗрте те вӗрентсе ҫӳренӗ; Ҫӳлхуҫамӑр вӗсене пулӑшсах тӑнӑ, хӑватсем кӑтартса вӗсен сӑмахне ҫирӗплетнӗ. Аминь.

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió