Лука ҫырнӑ Евангели 1

1
1-2Ӗнтӗ нумайӑшӗ пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ паллӑ ӗҫсем ҫинчен — Сӑмаха чӑн малтанах куҫа-куҫӑн курса Унӑн ӗҫне ӗҫлекенсем хамӑра мӗн каласа кӑтартнине — ҫыра пуҫларӗҫ, 3ҫавӑнпа эпӗ те, хисеплӗ ҫыннӑм Феофил, ҫакна пуҫламӑшӗнченех пӗтӗмпе лайӑх тӗпчесе тухса, ун ҫинчен сана йӗркипе ҫырса пама шутларӑм: 4хӑвна мӗн вӗрентни чӑннипе те тӗрӗс пулнине пӗлсе ҫиттӗр терӗм.
5Иудея патши Ирод вӑхӑтӗнче Авий ӑрӑвӗн черетӗнче Захария ятлӑ пӗр священник пулнӑ; унӑн арӑмӗ Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑ, вӑл Елисавета ятлӑ пулнӑ. 6Вӗсем иккӗшӗ те Турӑ умӗнче тӳрӗ ҫынсем пулнӑ: Ҫӳлхуҫа ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене пурне те тӗрӗс тытса пурӑннӑ. 7Вӗсенӗн ача-пӑча пулман: Елисавета ача туман; вӗсем иккӗшӗ те ватӑлса ҫитнӗ. 8Пӗррехинче, Захария хӑй черечӗ йӗркипе Турӑ умӗнче кӗлтунӑ чухне, 9священниксен йӑлипе, Турӑ Ҫуртне кӗрсе тӗтӗрме ӑна шӑпа тухнӑ; 10вӑл фимиам тӗтӗрнӗ вӑхӑтра тулашӗнче темӗн чухлӗ халӑх кӗлтуса тӑнӑ. 11Ҫавӑн чухне ӑна тӗтӗрсе кӳмелли парне вырӑнӗн сылтӑм енче Ҫӳлхуҫа Ангелӗ курӑннӑ. 12Ӑна курсассӑн Захария тӗлӗнсе хӑрасах кайнӑ. 13Ангел ӑна каланӑ: ан хӑра, Захария: санӑн кӗллӳне илтнӗ, санӑн арӑму Елисавета сана ывӑл ача ҫуратса парӗ, эсӗ ӑна Иоанн ятлӑ хурӑн; 14санӑн савӑнса хӗпӗртемелле пулӗ; вӑл ҫуралнӑшӑн нумайӑшӗ савӑнӗ: 15вӑл Ҫӳлхуҫа умӗнче аслӑ пулӗ; эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ, амӑшӗ варӗнчех Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланӗ; 16Израиль ывӑлӗсене нумайӑшне хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫавӑрӗ; 17вӑл Унӑн умӗн Илия хастарлӑхӗпе, хӑвачӗпе килӗ те халӑха Ҫӳлхуҫа умне тӑратма хатӗрлемешкӗн ашшӗсен кӑмӑлне ачисен енне ҫавӑрӗ, ӳкӗте кӗменнисене тӳрӗ ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ тӑвӗ, тенӗ. 18Захария Ангела каланӑ: эпӗ ҫакна мӗнрен ӑнласа илӗп-ши? эпӗ ӗнтӗ ватӑ, арӑмӑм та ватӑлса ҫитнӗ, тенӗ. 19Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ — Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил, мана санпа калаҫма, сана ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ; 20ман сӑмахсене — вӑхӑчӗ ҫитсен вырӑна килес сӑмахсене — ӗненменшӗн акӑ эсӗ ҫав ӗҫ пулас кунччен чӗнейми, калаҫайми пулса пурӑнӑн, тенӗ. 21Ҫав хушӑра халӑх Захарийӑна кӗтсе тӑнӑ, вӑл Турӑ Ҫуртӗнче вӑрах тӑнинчен тӗлӗннӗ. 22Унтан тухсан вӑл халӑха нимӗн калама та пултарайман; ҫынсем вара ӑна Турӑ Ҫуртӗнче темӗскер курӑннине чухласа илнӗ; вӗсене вӑл аллисемпе кӑтарта-кӑтарта ӑнлантарма тӑрӑшнӑ; ҫапла вӑл чӗлхесӗр пулса тӑнӑ. 23Кӗлтуса тӑмалли кунӗсем иртсессӗн, вӑл килне таврӑннӑ. 24Ҫав кунсем хыҫҫӑн унӑн арӑмӗ, Елисавета, йывӑр ҫын пулнӑ; вӑл пилӗк уйӑх палӑртмасӑр пурӑннӑ; вӑл ҫапла каланӑ: 25ҫын хурланине ман ҫийӗмрен сиресшӗн ҫак кунсенче Ҫӳлхуҫа ман ҫине хӗрхенсе пӑхса ҫапла турӗ, тенӗ.
26Турӑ улттӑмӗш уйӑхра Гавриил ангела Галилейӑри Назарет ятлӑ хулана, 27Давид ӑрӑвӗнчен ҫуралнӑ Иосиф ятлӑ ҫын валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ; Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ. 28Ангел Ун патне кӗрсен ҫапла каланӑ: эй тивлетлӗ Хӗр, савӑн! Санпала Турӑ, Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ! тенӗ. 29Ангела курсан, Вӑл ун сӑмахӗнчен тӗлӗнсе ҫапла ырӑ сунни мӗне пӗлтерет-ши? тесе шухӑшланӑ. 30Ангел Ӑна каланӑ: ан хӑра, Мария: Эсӗ Турӑран тивлет илтӗн; 31акӑ эсӗ йывӑр ҫын пулса Ывӑл Ача ҫуратӑн, Ӑна Иисус ятлӑ хурӑн. 32Вӑл аслӑ пулӗ, Ӑна Ҫӳлти Туррӑн Ывӑлӗ тесе калӗҫ; Ҫӳлхуҫа Турӑ Ӑна Давидӑн, ашшӗнӗн, патша пуканне парӗ; 33Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ, тенӗ. 34Мария ангела каланӑ: ку епле пулӗ? Эпӗ упӑшкама пӗлместӗп, тенӗ. 35Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Сан ҫине Таса Сывлӑш анӗ, Сана Ҫӳлти Туррӑн хӑвачӗ витсе тӑрӗ; ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫураласси те Таса, Ӑна Турӑ Ывӑлӗ тейӗҫ. 36Акӑ ача тумасть теекен Елисавета тӑванун та ватӑлмалӑх кунӗнче ҫие ывӑл ача юлчӗ, вӑл йывӑр ҫын пулни улттӑмӗш уйӑх ӗнтӗ: 37Туррӑн пӗр сӑмахӗ те пурӑнӑҫланмасӑр юлмасть, тенӗ. 38Вара Мария каланӑ: эпӗ — Турӑ чури; эсӗ каланӑ пек пултӑр Мана, тенӗ. Ангел вара Ун патӗнчен кайнӑ.
39Ҫав кунсенче Мария ҫула пуҫтарӑннӑ та васкасах сӑртлӑ ҫӗре Иуда хулине тухса кайнӑ; 40Захария ҫуртне кӗрсен вӑл Елисаветӑна сывлӑх суннӑ. 41Елисавета хӑйне Мария сывлӑх суннине илтсессӗн унӑн варӗнчи ачи тӑпӑлтатса илнӗ; вара Елисавета, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса, 42хытӑ сасӑпа каланӑ: Эсӗ пур хӗрарӑмран та мухтавлӑ! Санран Ҫураласси те мухтавлӑ! 43Епле-ха ман патӑма Ҫӳлхуҫамӑн Амӑшӗ килчӗ? 44Эсӗ хама сывлӑх суннине илтсенех варӑмри ачам савӑнса тӑпӑлтатса илчӗ. 45Хӑйне Ҫӳлхуҫа мӗн калани пурӑнӑҫланасса Ӗненекенскерӗ телейлӗ, тенӗ. 46Вара Мария ҫапла каланӑ: Манӑн чунӑм Ҫӳлхуҫана аслӑлать; 47Манӑн чун-чӗрем Ҫӑлакан Туррӑмшӑн савӑнать: 48Вӑл Хӑй чурин йӑвашлӑхне курчӗ; малашне ӗнтӗ Мана пур халӑхсем те мухтавлӗҫ; 49Хӑватлӑскерӗ Маншӑн аслӑ ӗҫ турӗ; Унӑн ячӗ сӑваплӑ; 50Хӑйӗнчен хӑракансене Унӑн ырӑлӑхӗ сыпӑкран сыпӑка пырать; 51Вӑл Хӑйӗн аллин хӑватне кӑтартрӗ, хӑйсем ҫинчен мӑнаҫлӑ шухӑшлакансене салатса ячӗ; 52вӑйлисене хӑйсен чаплӑ вырӑнӗнчен сирпӗтрӗ, йӑвашшисене асла кӑларчӗ; 53выҫӑхнисене ырӑлӑхӗпе тӑрантарчӗ, пуяннисене нимӗнсӗрех хӑварчӗ; 54-55аттемӗрсене каланине — Авраама, унӑн йӑхне ӗмӗрлӗхе ырӑлӑх пулӗ тенине — аса илсе, Вӑл Израиле, Хӑйӗн чурине, пулӑшрӗ, тенӗ. 56Елисавета патӗнче виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑнсассӑн, Мария килне таврӑннӑ.
57Елисаветӑн ӗнтӗ ҫӑмӑлланас вӑхӑчӗ ҫитнӗ, вӑл ывӑл ача ҫуратнӑ. 58Кӳршисемпе тӑванӗсем, Ҫӳлхуҫа ӑна ҫав тери пысӑк ырӑлӑх кӑтартни ҫинчен илтсен, унпа пӗрле савӑннӑ. 59Саккӑрмӗш кун ачанӑн ӳтне касма пырсассӑн ӑна ашшӗ ячӗпе Захария ятлӑ хурасшӑн пулнӑ. 60Анчах та ача амӑшӗ: ҫук, ӑна Иоанн ятлӑ хумалла, тенӗ. 61Ӑна ӗнтӗ ҫапла каланӑ: сирӗн йӑхӑрта ун пек ятли никам та ҫук-ҫке, тенӗ. 62Вара ашшӗ ӑна мӗн ятлӑ хурасшӑн-ши тесе, ҫакӑн ҫинчен унран аллисемпе кӑтарта-кӑтарта ыйтнӑ. 63Захария хӑма татӑкӗ ыйтса илнӗ те: «унӑн ячӗ — Иоанн» тесе ҫырса панӑ. Пурте тӗлӗннӗ. 64Ҫав самантрах унӑн чӗлхи-ҫӑварӗ уҫӑлнӑ та, вӑл Турра мухтама пуҫланӑ. 65Вӗсен таврашӗнче пурӑнакансем пурте хӑраса ӳкнӗ; ӗнтӗ сӑртлӑ Иудея ҫӗрӗнче пур тӗлте те ҫавӑн ҫинчен калаҫнӑ. 66Ҫак хыпара илтнисем пурте ӑна чӗрине хывнӑ та: ку ача кам пулӗ-ши? тенӗ. Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа алли пулнӑ. 67Унӑн ашшӗ, Захария, Таса Сывлӑшпа хӑватлӑланса пророкла каланӑ: 68Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ: Вӑл килчӗ те Хӑйӗн халӑхне хӑтарчӗ; 69Хӑйӗн Давид чури килӗнчен пирӗн валли хӑватлӑ Ҫӑлакана кӑларчӗ — 70ҫакӑн ҫинчен Вӑл Хӑйӗн авалхи сӑваплӑ пророкӗсем урлӑ пӗлтернӗ, 71пире хамӑр тӑшмансенчен, хамӑра курайман ҫынсен аллинчен хӑтарма пулнӑ; 72-73Хӑйӗн сӑваплӑ халалне, Авраам аттемӗре тупа тунине астуса, Вӑл пирӗн аттемӗрсене ырӑлӑх тума пулнӑ: 74эпир ӗнтӗ, тӑшмансен аллинчен хӑтӑлса, хӑрамасӑр, 75пурӑнас кунӑмӑрсем тӑршшӗпех Уншӑн, Ун умӗнче тасалӑхпа, тӳрӗлӗхпе ӗҫлесе тӑрӑпӑр. 76Сана вара, ачамӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлемешкӗн эсӗ Унӑн умӗнчен пырӑн, 77Унӑн халӑхне эсӗ мӗнле ҫӑлӑнмаллине — ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑлӑнмаллине — ӑнлантарӑн: 78-79Туррӑмӑр ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран тӳперен пирӗн пата тухакан хӗвел евӗрлӗ Ҫутӑ килчӗ: Вӑл сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлкинче ларакансене ҫутатӗ, пирӗн урасене канӑҫлӑх ҫулӗ ҫине тӑратӗ, тенӗ.
80Ача ӳссе, сывлӑшӗпе хӑватлӑланса пынӑ; вӑл Израиль халӑхӗ умне тухас кун ҫитиччен пушхирте пурӑннӑ.

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió