Марк ҫырнӑ Евангели 10
10
1Унтан кайсассӑн Иудея ҫӗрне, Иордан леш енне, ҫитет. Ун патне каллех халӑх пуҫтарӑнать; яланхи пекех, Вӑл каллех вӗсене вӗрентнӗ. 2Фарисейсем пынӑ та, Ӑна сӑнас тесе, ыйтнӑ Унран: упӑшкин хӑй арӑмне уйӑрса яма юрать-и? тенӗ. 3Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Моисей мӗнле йӗрке панӑ сире? тенӗ. 4Вӗсем каланӑ: уйӑрнине кӑтартакан ҫыру парсассӑн Моисей уйӑрма ирӗк панӑ, тенӗ. 5Иисус вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: вӑл сире ҫав ӳкӗте хӑвӑр хытӑ чӗреллӗ пулнӑран ҫырса панӑ. 6Чӑн малтанах, тӗнчене пултарнӑ чухне, Турӑ арҫынпа хӗрарӑма пултарнӑ. 7Ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗпе амӑшне пӑрахӗ те 8арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ; ҫапла ӗнтӗ вӗсем — иккӗн мар, пӗр ӳт. 9Ҫавӑнпа та Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр, тенӗ. 10Вӗренекенӗсем Унран пӳртре те каллех ҫавӑн ҫинчен ыйтнӑ. 11Вӑл вӗсене каланӑ: || кам хӑй арӑмне уйӑрса ярса урӑх арӑм илет, ҫавӑ аскӑн ӗҫ тӑвать; 12арӑм та, хӑй упӑшкинчен уйӑрӑлса урӑх ҫынна качча кайсан, аскӑн ӗҫ тӑвать, тенӗ.
13Вӑл аллипе сӗртӗнсе пиллетӗр тесе, Ун патне ачасене илсе пынӑ; анчах та вӗренекенӗсем ача илсе пыракансене ҫывӑха та яман. 14Ҫавна курсассӑн Иисус тарӑхса каланӑ вӗсене: ачасем Ман патӑма килччӗр, вӗсене чарса ан тӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн Турӑ Патшалӑхӗ — ҫавӑн пеккисемшӗн. 15Чӑн калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхне кам ача пек йышӑнмасть, ҫавӑ унта кӗреймӗ, тенӗ. 16Унтан ачасене ыталаса, вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ.
17Вӑл ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ. 18Иисус каланӑ ӑна: мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. 19Ӳкӗтсене пӗлетӗн: ан аскӑнлан; ан вӗлер; ан вӑрла; суя ан кӳнтеле; ан хурла; аҫупа аннӳне хисепле, тенӗ. 20Лешӗ вара Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: Вӗрентекен! эпӗ ҫакна пурне те ачаранпах туса тӑратӑп, тенӗ. 21Иисус ун ҫине пӑхса, ӑна юратса каланӑ: санӑн тата пӗри ҫитеймест: кай та мӗнпур пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар, вара санӑн мулу тӳпере пулӗ; кайран таврӑн та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ. 22Лешӗ вара ҫак сӑмахсене пула пӑшӑрханса, салхуллӑн пӑрӑнса утнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ. 23Иисус ӗнтӗ, йӗри-тавралла пӑхса илсе, Хӑйӗн вӗренекенӗсене ҫапла калать: || пуян ҫынсене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн! тет. Ҫак сӑмахсем вӗренекенӗсене хӑратсах пӑрахнӑ. 24Анчах Иисус вӗсене каллех ҫапла калать: ачамсем! пурлӑха шанакансене Турӑ Патшалӑхне кӗме епле хӗн! 25Пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ. 26Вӗсем, тӗлӗнсе кайса, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ: кам ҫӑлӑнма пултарӗ апла? тенӗ. 27Иисус вӗсем ҫине пӑхса илнӗ те ҫапла калать: этем ӑна тума пултараймасть, Турӑ — тӑвать, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пурне те пултарать, тет.
28Вара Ӑна Петр кала пуҫланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, тенӗ. 29Иисус ҫапла хуравласа каланӑ: чӑн калатӑп сире: кам та кам Маншӑн тата Евангелишӗн кил-ҫуртне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е ачисене, е уй-хирне пӑрахса хӑварать, 30ҫавӑ халех, ҫак вӑхӑтрах, хӗсӗрленӗ хушӑрах, кил-ҫуртне те, тӑванӗсене те, ашшӗне те, амӑшне те, ачисене те, уй-хирне те ҫӗр хут ытларах илӗ, ҫитес ӗмӗрте вара ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ. 31Малтисем нумайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем малта пулӗҫ, тенӗ.
32Ҫул ҫинче, Иерусалималла улӑхнӑ чухне, Иисус ӗнтӗ вӗренекенӗсен умӗнчен утса пынӑ, лешӗсем сехӗрленсех ӳкнӗ, вӗсемпе пӗрле пыракансем те питӗ хӑранӑ. || Вӑл вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ те вӗсене каллех Хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен кала пуҫланӑ: 33акӑ эпир Иерусалима улӑхса пыратпӑр, ӗнтӗ Этем Ывӑлне аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна сут туса вӗлерме йышӑнӗҫ те суя тӗнлӗ ҫынсен аллине парӗҫ, 34Ӑна мӑшкӑллӗҫ, хӗнӗҫ, Ун ҫине сурӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ; Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрӗ, тенӗ. 35Ҫавӑн чухне Ун патне Зеведей ывӑлӗсем Иаковпа Иоанн пынӑ та ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сана хамӑр ыйтассине тутарасшӑн, тенӗ. 36Вӑл вӗсене каланӑ: эсир Мана хӑвӑршӑн мӗн тутарасшӑн? тенӗ. 37Вӗсем Ӑна каланӑ: Эсӗ, мухтавлӑ вырӑнна ларсассӑн, пире пӗрне Хӑвӑнтан сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне лармалла тусамччӗ, тенӗ. 38Иисус каланӑ вӗсене: хӑвӑр мӗн ыйтнине хӑвӑр та пӗлместӗр. Эпӗ ӗҫекен куркана ӗҫме, Эпӗ куракан асапа тӳсме пултарайӑр-и? тенӗ. 39Лешӗсем: пултаратпӑр, тенӗ. Иисус вара каланӑ вӗсене: Эпӗ ӗҫекен куркана ӗҫессе ӗҫӗр, Эпӗ куракан асапа та тӳсӗр, 40анчах Хамӑн сылтӑм енӗмпе сулахай енӗме лартасси Манран килмест, кам валли хатӗрлесе хунӑ, ҫавӑ ларӗ унта, тенӗ. 41Ҫакна илтсессӗн ытти вуннӑшӗ Иаковпа Иоана ҫилленнӗ. 42Иисус вӗсене чӗнсе илсе ҫапла калать: эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, халӑхсен пуҫлӑхӗсем шутланакансем халӑхсемпе хуҫаланаҫҫӗ, улпучӗсем вӗсене хӑйсен аллинче тытаҫҫӗ. 43Анчах сирӗн хушшӑрта апла ан пултӑр: сирӗн хушшӑрта кам асли пулас тет, ҫавӑ сирӗншӗн тарҫӑ пултӑр; 44сирӗн хушшӑрта кам малти пулас тет, ҫавӑ пуриншӗн те чура пултӑр. 45Этем Ывӑлӗ те Хӑйне пулӑштарасшӑн килмен, Хӑй пулӑшасшӑн, нумайӑшне ҫӑласшӑн Хӑй чунне пама килнӗ, тенӗ.
46Иерихона ҫитеҫҫӗ. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе, йышлӑ халӑхпа Иерихонран тухнӑ чухне пӗр суккӑр ҫын, Тимей ывӑлӗ Вартимей, ҫул хӗрринче ыйткаласа ларнӑ. 47Ку Назарет Иисусӗ тенине илтсен вӑл: эй Давид Ывӑлӗ Иисус! хӗрхенсем мана, тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. 48Нумайӑшӗ ӑна шӑпланма хушнӑ; анчах вӑл: эй Давид Ывӑлӗ! хӗрхенсем мана, тесе тата хытӑрах кӑшкӑра пуҫланӑ. 49Иисус чарӑнса тӑнӑ та ӑна чӗнсе илме хушнӑ. Вара ҫынсем суккӑра чӗнеҫҫӗ: ан хӑра, тӑр, сана чӗнет, теҫҫӗ. 50Лешӗ ӗнтӗ ҫиелти тумне хывса пӑрахсах сиксе тӑнӑ та Иисус патне пынӑ. 51Ӑна хуравласа Иисус ҫапла ыйтнӑ: эсӗ Мана хӑвӑншӑн мӗн тутарасшӑн? тенӗ. Суккӑр ҫын Ӑна: Вӗрентекен! манӑн куракан пуласчӗ, тенӗ. 52Иисус каланӑ ӑна: каях, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ. Лешӗ вара ҫав самантрах куракан пулнӑ та ҫулпа Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
S'ha seleccionat:
Марк ҫырнӑ Евангели 10: CHB
Subratllat
Copia
Compara
Comparteix
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.