Лука ҫырнӑ Евангели 9

9
1Иисус вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе вӗсене пур усал сывлӑша та хӑваласа кӑларма, чирсенчен сыватма хӑват та, ирӗк те панӑ; 2унтан вӗсене Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентсе, чирлисене сыватса ҫӳреме янӑ. 3Вӑл вӗсене каланӑ: ҫул ҫине нимӗн те — туя та, хутаҫ та, ҫӑкӑр та, кӗмӗл те — ан илӗр, тумтир те икшер ан пултӑр; 4пӗр ҫурта кӗрсен ҫавӑнтах тӑрӑр, кайнӑ чухне ҫавӑнтанах тухса кайӑр. 5Ӑҫта та пулсан сире хапӑл тумасан, эсир ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр, ку вӗсене хирӗҫ кӳнтелени пулӗ, тенӗ. 6Вӗренекенӗсем тухса кайнӑ та ялсем тӑрӑх Ырӑ Хыпар пӗлтерсе, пур ҫӗрте те чирлисене сыватса ҫӳренӗ.
7Ирод, ҫӗршывӑн тӑваттӑмӗш пайне тытса тӑраканскер, Иисус тунӑ пӗтӗм ӗҫ ҫинчен илтнӗ те тӗлӗнсе-аптӑраса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн пӗрисем: Ку — вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иоанн, тенӗ; 8тепӗрисем: Илия килнӗ, тенӗ; тата тепӗрисем: авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ, тенӗ. 9Ирод каланӑ: эпӗ Иоанн пуҫне кастартӑм; апла кам-ши Ку? Ун ҫинчен эпӗ тӗлӗнтермӗш сӑмахсем илтетӗп, тенӗ. Вӑл вара Ӑна курасшӑн пулнӑ.
10Апостолсем таврӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен Иисуса каласа кӑтартнӑ; Вӑл вара Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи пушӑ ҫӗре кайнӑ.
11Анчах та халӑх, ҫавна пӗлсе, Ун хыҫҫӑн кайнӑ; Иисус, вӗсене хапӑл туса, вӗсемпе Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калаҫнӑ, сываласшӑн йӑлӑнакансене сыватнӑ. 12Кун каҫ еннелле сулӑна пуҫланӑ. || Вуникӗ вӗренекенӗ Ун патне пырса каланӑ: халӑха тытса ан тӑрсамччӗ, вӗсем таврари ялсене ҫӗр выртма кайччӑр та апат-ҫимӗҫ тупчӑр: эпир кунта пушӑ ҫӗрте, тенӗ. 13Вӑл вӗсене каланӑ: вӗсене эсир ҫимелли парӑр, тенӗ. Вӗсем каланӑ: пирӗн пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук; ҫак мӗнпур халӑх валли апат-ҫимӗҫ пирӗн сутӑн кайса илес-и-мӗн? тенӗ. 14Ҫыннисем вара пӗр пилӗк пине яхӑн пулнӑ. Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: вӗсене йӗрки-йӗркипе аллӑшарӑн лартса тухӑр-ха, тенӗ. 15Вара ҫапла тунӑ, пурне те лартса тухнӑ. 16Вӑл пилӗк ҫӑкӑрпа икӗ пулла илсе, ҫӳлелле пӑхса пилленӗ те халӑха валеҫсе памашкӑн хуҫа-хуҫа вӗренекенӗсене панӑ. 17Пурте ҫисе тӑраннӑ; юлашки татӑкӗсене тата вуникӗ кунтӑ пухнӑ.
18Пӗррехинче Иисус улах ҫӗрте кӗлтунӑ, вӗренекенӗсем те Унпа пӗрле пулнӑ. Вӑл вӗсенчен ыйтнӑ: халӑх Мана кам вырӑнне хурать? тенӗ. 19Вӗсем ҫапла хуравласа каланӑ: Шыва кӗртекен Иоанн вырӑнне, хӑшӗсем — Илия вырӑнне; тепӗрисем тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ теҫҫӗ, тенӗ. 20Вӑл вӗсенчен тата ыйтнӑ: эсир хӑвӑр Мана кам вырӑнне хуратӑр? тенӗ. Петр каланӑ: Турӑ Христосӗ вырӑнне, тенӗ. 21Вӑл вӗсене ҫавӑн ҫинчен никама та калама хушман, 22Вӑл ӗнтӗ Этем Ывӑлӗ нумай асапланасси ҫинчен, аслӑ ҫынсем, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсем Ӑна йышӑнас ҫукки ҫинчен, Ӑна вӗлересси ҫинчен, Вӑл виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен каланӑ.
23Унтан пурне те каланӑ: Ман хыҫҫӑн пырас теекенӗ хӑй ирӗкне пӑрахтӑр та, хӗресне илсе, Ман хыҫҫӑн пытӑр. 24Хӑй чунне упраса хӑварас теекенӗ ӑна ҫухатӗ; хӑйӗн чунне Маншӑн ҫухатаканӗ ӑна упраса хӑварӗ. 25Ҫын пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан пулса, анчах хӑйне хӑй пӗтерсессӗн е хӑйне сиен тусассӑн, ӑна мӗн усси пулӗ? 26Кам та кам Манран, Манӑн сӑмахӑмсенчен вӑтанать, Этем Ывӑлӗ те Хӑйӗн мухтавлӑхӗпе, Ашшӗн тата сӑваплӑ ангелсенӗн мухтавлӑхӗпе килнӗ чухне унран вӑтанӗ. 27Чӑн калатӑп сире: ҫакӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗрисем Турӑ Патшалӑхне курмасӑр вилмӗҫ, тенӗ.
28Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн пӗр сакӑр кунран Вӑл Хӑйпе пӗрле Петра, Иоана тата Иакова илсе ту ҫине кӗлтума улӑхнӑ. 29Кӗлтунӑ чухне Унӑн сӑнӗ улшӑннӑ, тумтирӗ шап-шурӑ, ялтӑртатса тӑракан пулнӑ. 30Акӑ Унпа икӗ ҫын калаҫса тӑнӑ, вӗсем Моисейпе Илия пулнӑ; 31мухтавлӑн курӑннӑскерсем, вӗсем Унӑн пурӑнӑҫӗ Иерусалимра вӗҫленмелли ҫинчен калаҫнӑ. 32Петра та, унпа пӗрле пулнисене те ыйхӑ пуснӑ; вӑрансассӑн вӗсем Иисус мухтавлӑхне тата Унпа пӗрле тӑракан икӗ ҫынна курнӑ. 33Ҫав ҫынсем Ун патӗнчен кайнӑ чухне Петр, хӑй мӗн каланине хӑй те пӗлмесӗр, Иисуса ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кунта лайӑх пире; атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне — Сан валли, тепӗрне — Моисей валли, тата тепӗрне — Илия валли, тенӗ. 34Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах пӗр пӗлӗт курӑннӑ, ҫавӑ вӗсене хупӑрласа илнӗ; пӗлӗт ӑшне пулсан, вӗсем хӑраса ӳкнӗ. 35Пӗлӗт варринчен: Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр, тесе калакан сасӑ илтӗннӗ. 36Ҫак сасӑ шӑплансассӑн Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан.
37Тепӗр кунне, ту ҫинчен ансассӑн, Иисуса темӗн чухлӗ халӑх кӗтсе илнӗ. 38Халӑх хушшинчен сасартӑк пӗр ҫын кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен! йӑлӑнатӑп Сана, манӑн ывӑлӑма пырса пӑхсам, манӑн ҫак ывӑл анчах: 39ӑна усал тытса пӑрахать те, вӑл сасартӑк кӑшкӑрса ярать; ӑна шӑнӑр туртса лартать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк тухать; усал ӑна йӑлт асаплантарса пӗтерсен ҫеҫ сирӗлет; 40усал сывлӑша хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсене йӑлӑнтӑм та, вӗсем пултараймарӗҫ, тенӗ. 41Иисус ҫапла хуравласа каланӑ; эх, ӗненмен, пӑсӑлнӑ ӑру! Манӑн хӑҫанччен сирӗнпе пӗрле пулмалла-ши? хӑҫанччен тӳсмелле-ши сире? ывӑлна кунта илсе кил, тенӗ. 42Лешӗ Ун патне пынӑ чухнех усал сывлӑш ӑна тытса пӑрахса чӗтретме пуҫланӑ; Иисус усал сывлӑша чарса ачана сыватнӑ та ашшӗне панӑ. 43Пурте вара Туррӑн аслӑлӑхӗнчен тӗлӗннӗ.
Ҫапла пурте Иисус мӗн тунинчен тӗлӗнсе тӑнӑ чухне Вӑл Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: 44ҫак сӑмахсене эсир хӑлхӑра чикӗр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, тенӗ. 45Анчах вӗсем ҫав сӑмаха ӑнланайман: вӗсемшӗн вӑл пӗлмелле мар пулнӑ, вӗсем ӑна пӗлеймесӗрех юлнӑ; ҫавӑн ҫинчен Хӑйӗнчен ыйтма хӑранӑ. 46Вӗсен: «пирӗн хушшӑмӑрта хӑшӗ аслӑрах-ши?» теекен шухӑш ҫуралнӑ. 47Иисус, вӗсен ӑшӗнчи шухӑша пӗлсе, пӗр ачана илнӗ те ӑна Хӑй умне тӑратса 48каланӑ вӗсене: кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑвакан Мана яракан Аттене хапӑл тӑвать; сирӗн хушшӑрта кам хӑйне чи кӗҫӗне хурать, ҫавӑ чи асли пулӗ, тенӗ. 49Ҫавӑн чухне Иоанн каланӑ: Вӗрентекен! эпир Сан ятупа усалсене хӑваласа кӑларакан ҫынна куртӑмӑр; хӑй пирӗнпе ҫӳремен пирки эпир ӑна чартӑмӑр, тенӗ. 50Иисус ӑна каланӑ: ан чарӑр; кам сире хирӗҫ мар, вӑл сирӗн майлӑ, тенӗ.
51Хӑйне ку тӗнчерен илес кунсем ҫывӑхара пуҫласассӑн, Иисус Иерусалима кайма шутланӑ; 52Вӑл вара Хӑй умӗнчен хыпарҫисене янӑ; лешӗсем кайнӑ та Иисус пынӑ ҫӗре хатӗрлесе хума Самарири пӗр яла кӗнӗ; 53анчах Иисуса унта йышӑнман, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалима каякан ҫулҫӳревҫӗ пек курӑннӑ. 54Ҫавна курсан Унӑн вӗренекенӗсем Иаковпа Иоанн ҫапла каланӑ: Вӗрентекен! кӑмӑлу пулсан эпир, Илия тунӑ пек, тӳперен вут-ҫулӑм антарса, ҫавсене пӗтерме хушӑпӑр, тенӗ. 55Вӑл, вӗсен еннелле ҫаврӑнса, вӗсене чарса каланӑ: эсир хӑвӑр мӗнлине пӗлместӗр; 56Этем Ывӑлӗ ҫын чунне пӗтерме килмен, ҫӑлма килнӗ, тенӗ. Унтан вӗсем урӑх яла кайнӑ.
57Вӗсем ҫулпа пынӑ чухне Иисуса пӗр ҫын каланӑ: Вӗрентекен! Эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, тенӗ. 58Иисус ӑна каланӑ: тиллӗн те шӑтӑкӗ пур, вӗҫен кайӑкӑн та йӑви пур; Этем Ывӑлӗн вара пуҫне чикме те вырӑнӗ ҫук, тенӗ. 59Тепӗрне: Ман хыҫран пыр, тенӗ. Лешӗ каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! малтан мана аттеме кайса пытарма ирӗк парсамччӗ, тенӗ. 60Иисус ӑна ҫапла каланӑ: вилнисене вилнисемех пытарччӑр; эсӗ вара кай та Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен пӗлтерсе ҫӳре, тенӗ. 61Тата тепӗри каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! эпӗ Сан хыҫӑнтан пырӑп, анчах малтан мана килтисемпе сывпуллашма ирӗк парсамччӗ, тенӗ. 62Иисус ӑна каланӑ: аллине акапуҫ тытсан каялла ҫавӑрӑнса пӑхакан Турӑ Патшалӑхӗшӗн шанӑҫлӑ мар вӑл, тенӗ.

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió