Лука ҫырнӑ Евангели 10
10
1Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус тата урӑх ҫитмӗл вӗренекен суйласа илнӗ, вӗсене Хӑйӗн умӗнчен икшерӗн-икшерӗн Хӑй каяс тенӗ хуласемпе ялсене янӑ, 2Вӑл вӗсене каланӑ: вырмалли нумай та, ӗҫлекенӗ сахал; ҫавӑнпа вырма ани Хуҫине йӑлӑнӑр: Хӑйӗн анине ӗҫлекенсем ятӑр. 3Кайӑр, Эпӗ сире путексене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп. 4Укҫа енчӗкӗ те, хутаҫ та, ура сырри те ан илӗр, ҫул ҫинче чарӑнса никампа та калаҫса ан тӑрӑр. 5Кирек мӗнле ҫурта кӗрсен те чи малтан: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле!» тейӗр; 6унта канӑҫлӑха тивӗҫлӗ ҫын пулсан, сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ ӑна; пулмасан — хӑвӑрах таврӑнӗ. 7Пӗр кӗнӗ ҫуртрах пурӑнӑр, вӗсенӗн мӗн ӗҫме-ҫиме пур, ҫавна ӗҫсе ҫийӗр: ӗҫлекен хӑй ӗҫӗ хакне илме тивӗҫлӗ. Ҫуртран ҫурта куҫса ан ҫӳрӗр. 8Пӗр-пӗр хулана пырсан, унта сире хапӑл туса мӗн ҫиме парӗҫ — ҫавна ҫийӗр; 9унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, вӗсене: «сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ» тейӗр. 10Эхер те пӗр-пӗр хулана пырсан, унта сире хапӑл тумасан, эсир урама тухӑр та ҫапла калӑр: 11«акӑ сирӗн хулӑрта хамӑрӑн ура ҫумне ҫыпҫӑннӑ тусана та хӑвӑр патӑрах силлесе хӑваратпӑр; ҫапах та пӗлсе тӑрӑр: сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывӑхарчӗ ӗнтӗ» тейӗр. 12Калатӑп сире: сут кунӗ Содома та ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ. 13Хуйхӑ ҫитӗ сана, Хоразин! хуйхӑ ҫитӗ сана, Вифсаида! сире кӑтартнӑ хӑватсене Тирпа Сидонра кӑтартнӑ пулсассӑн, вӗсем тахҫанах хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗлпе сапӑнса ҫылӑхӗсенчен ӳкӗннӗ пулӗччӗҫ; 14ҫавах сутра Тирпа Сидона сирӗнтен ҫӑмӑлтарах пулӗ. 15Эсӗ те, Капернаум, хӑвна тӳпене ҫитиех ҫӗклӗҫ тетӗн-и? эсӗ тамӑка ҫитиех анса кайӑн. 16Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть; Мана йышӑнманни Мана Яракана йышӑнмасть, тенӗ.
17Ҫитмӗл вӗренекенӗ савӑнса таврӑннӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫамӑр! Санӑн ятупа пире усалсем те парӑнаҫҫӗ, тенӗ. 18Вӑл вӗсене каланӑ: шуйттан тӳперен ҫиҫӗм ҫиҫнӗ пек ӳкнине куртӑм Эпӗ; 19акӑ Эпӗ сире ҫӗленсене, скорпионсене таптама, тӑшманӑн мӗнпур вӑй-хӑватне ҫӗнтерме хӑват патӑм, сире нимӗн те сиен тӑваймӗ; 20ҫапах эсир усал сывлӑшсем хӑвӑра парӑннишӑн ан савӑнӑр; ятӑрсем тӳпере ҫырӑннишӑн савӑнӑр, тенӗ. 21Ҫавӑн чухне Иисус Таса Сывлӑш панӑ савӑнӑҫпа хавхаланса ҫапла каланӑ: эй Аттем, эй тӳпепе ҫӗр Ҫӳлхуҫи! Эсӗ ҫакна ӑсчахсенчен, ӑслӑ-тӑнлисенчен пытарнӑшӑн, ӑна пӗчӗк ачасене пӗлтернӗшӗн Сана мухтатӑп! Эй Аттем! Санӑн ирӗкӳ ҫапла пулнӑ, тенӗ. 22Унтан вӗренекенӗсем еннелле ҫаврӑнса каланӑ: Аттем пурне те Мана панӑ; Ывӑлӗ камне Ашшӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест; Ашшӗ камне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ кама пӗлтерес тет, тата ҫавӑ пӗлет, тенӗ. 23Унтан вӗренекенӗсем енне ҫаврӑнса ҫавсене ҫеҫ каланӑ: эсир кураканнине куракан куҫсем телейлӗ! 24Калатӑп сире: пророксемпе патшасем нумайӑшӗ эсир курнине курасшӑнччӗ те — кураймарӗҫ, эсир илтнине илтесшӗнччӗ те — илтеймерӗҫ, тенӗ.
25Акӑ пӗр саккунҫӑ тӑнӑ та Иисуса сӑнаса каланӑ: Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тӑвас манӑн? тенӗ. 26Иисус ӑна: саккунра мӗн ҫырнӑ? епле вулатӑн эсӗ? тенӗ. 27Лешӗ ҫапла хуравласа каланӑ: «хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа, пӗтӗм хӑватупа, пӗтӗм ӑсупа юрат; тата ҫывӑх ҫыннуна хӑвна ху юратнӑ пек юрат» тесе ҫырнӑ, тенӗ. 28Иисус ӑна: тӗрӗс каларӑн эсӗ; ҫапла ту, вара ӗмӗрех пурӑнӑн, тенӗ. 29Лешӗ ҫавах хӑйне тӳрре кӑларасшӑн Иисуса каланӑ: ман ҫывӑх ҫыннӑм кам? тенӗ. 30Ҫавна хирӗҫ Иисус каланӑ: пӗр ҫын Иерусалимран Иерихона кайма тухнӑ; вӑл вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ; лешӗсем ун ҫинчен тумтирне сӳсе илнӗ, хӑйне суранлантарса пӗтерсе, вилес патнех ҫитерсе пӑрахса хӑварнӑ. 31Ӑнсӑртран ҫав ҫулпа пӗр священник иртсе пынӑ; вӑл ӑна курсах иртсе кайнӑ. 32Ҫавӑн пекех левит та ҫав тӗлтен иртсе пынӑ чухне пырса пӑхнӑ та иртсе кайнӑ. 33Ҫав ҫулпах пӗр Самари ҫынни иртсе пынӑ, суранланнӑ ҫын тӗлне ҫитсессӗн, ӑна курсассӑн, вӑл ӑна хӗрхеннӗ; 34вара ун патне пырса суранӗсене эрехпе ҫу сӗрсе ҫыхнӑ та ӑна хӑй ашакӗ ҫине лартса хӑна килне илсе ҫитернӗ; унта та тӑрӑшнӑ уншӑн; 35тепӗр кунне, унтан кайнӑ чухне, вӑл хӑна килӗ хуҫине икӗ динари кӑларса панӑ та: «тӑрӑш-ха уншӑн; ку укҫаран ытла пӗтерсен, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне сана тата тӳлӗп» тенӗ. 36Ӗнтӗ вӑрӑ-хурахсене тӗл пулнӑ ҫыншӑн ҫав виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ ҫывӑххи пулнӑ тесе шухӑшлатӑн эсӗ? тенӗ. 37Саккунҫӑ: ӑна хӗрхенсе ырӑ тунӑскерӗ, тенӗ. Вара Иисус ӑна каланӑ: кай та эсӗ те ҫапла ту, тенӗ.
38Вӗсем малалла кайнӑ. Иисус пӗр яла кӗнӗ. Унта Ӑна Марфа ятлӑ пӗр хӗрарӑм хӑй килне илсе кӗнӗ; 39унӑн Мария ятлӑ йӑмӑкӗ пулнӑ; ҫавӑ Иисус ури патне ларнӑ та Унӑн сӑмахне тӑнланӑ. 40Марфа вара лайӑх хӑналасшӑн хыпкаланнӑ; вӑл Ун патне пынӑ та каланӑ: Вӗрентекен! йӑмӑкӑм мана пӗчченҫӗмех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? каласам ӑна — вӑл мана пулӑштӑрччӗ, тенӗ. 41Иисус хуравласа каланӑ ӑна: эх, Марфа, Марфа! эсӗ нумайшӑн чӑрманса-хыпкаланса ҫӳретӗн; 42кирли вара — пӗрре анчах. Мария лайӑх пая суйласа илчӗ, ҫавна унран туртса илеймӗҫ, тенӗ.
S'ha seleccionat:
Лука ҫырнӑ Евангели 10: CHB
Subratllat
Copia
Compara
Comparteix
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.