Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 16

16
1Хуйхӑ ҫитӗ сире, Вавилонпа Асия, хуйхӑ ҫитӗ сире, Египетпа Сири! 2Хуйхӑ тумтирӗ, шӑлапир тумтир тӑхӑнӑр, ывӑлӑрсемшӗн хӳхлӗр, татӑлса макӑрӑр, мӗншӗн тесессӗн сирӗн пӗтесси ҫывӑхарчӗ. 3Сирӗн ҫине хӗҫ сулса янӑ — кам сирейӗ ӑна? 4Сирӗн ҫине вут-ҫулӑм янӑ — кам сӳнтерейӗ ӑна? 5Сирӗн ҫине хӗн-хур янӑ — кам каялла ҫавӑрӗ ӑна? 6Кам та пулсан вӑрманта выҫӑ арӑслана хӑваласа ярайӗ-и е ҫунма пуҫланӑ улӑма сӳнтерсе лартайӗ-и? 7Вӑйлӑ ухӑҫӑ кӑларса янӑ ҫӗмрене кам та пулин тытса чарайӗ-и? 8Ҫӳлхуҫа Турӑ хӗн-хур ярать — кам чарайӗ ҫавна? 9Ун ҫиллинчен вут тухрӗ — кам сӳнтерейӗ ӑна? 10Вӑл ҫиҫӗм ҫиҫтерет те — кам хӑрамӗ? Аслати авӑттарать те — кам сехӗрленсе ӳкмӗ? 11Ҫӳлхуҫа хаяррӑн пӑхать те — Ун умӗнче кам шалтӑрах каймӗ? 12Ҫӗрпе унӑн тӗпӗ-йӗрӗ чӗтресе кайрӗҫ; тинӗс тӗпренех хумханать, хумсем те, пулӑсем те пӑлханаҫҫӗ — ку Ҫӳлхуҫа сӑнӗнчен, Унӑн виҫесӗр хӑватӗнчен килет: 13Унӑн ухӑ карӑнтаракан сылтӑм алли хӑватлӑ, Вӑл кӑларса яракан ҫӗмренсем ҫивӗч — ҫӗр вӗҫне-хӗрне ҫитиччен персе ярсассӑн та вӑйсӑрланмӗҫ. 14Акӑ хӗн-асап килсе тӑрать, ҫӗр ҫине ҫитмесӗр каялла таврӑнмасть. 15Вут-ҫулӑм хыпса илет — ҫӗр тӗпне-йӗрне ҫунтарса ямасӑр сӳнмест. 16Вӑйлӑ ухӑҫӑ персе янӑ ҫӗмрен каялла таврӑнман пекех, ҫӗр ҫине янӑ хӗн-асап та каялла таврӑнмасть.
17Хуйхӑ ҫитӗ мана, хуйхӑ ҫитӗ мана! Кам ҫӑлӗ мана ҫав кунсенче? 18Хӗн-хур пуҫланӗ те — нумайӑшӗ ахлатса ярӗ; выҫлӑх пуҫланӗ те — нумайӑшӗ пӗтӗ; вӑрҫӑсем пуҫланӗҫ те — пуҫлӑхсем сехӗрленсе ӳкӗҫ; хӗн-асап пуҫланӗ те — пурте чӗтрене ерӗҫ. 19Хӗн-асап ҫитсессӗн, мӗн тумалла-ха вӗсен? 20Акӑ выҫлӑхпа чир-чӗре, хуйхӑпа йывӑрлӑха, чӑпӑркка пек, ҫынсене тӳрленме ярса панӑ; 21анчах ҫынсем пурпӗр хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсене пӑрахмаҫҫӗ, инкек-синкеке пур чухнех те асра тытмаҫҫӗ. 22Ҫӗр ҫинче акӑ пур япала та йӳнелӗ, ҫынсем лӑпкӑ пурӑнӑҫ ҫитрӗ тесе шутлӗҫ; анчах шӑпах ҫавӑн чухне ҫӗр ҫине хӗн-хур капланса килӗ: хӗҫ, выҫлӑх, пысӑк пӑлхав пулӗ. 23Ҫӗр ҫинче пурӑнакансем выҫлӑхпа питӗ нумаййӑн вилсе пӗтӗҫ, ыттисем вара, выҫлӑха чӑтса ирттернисем, хӗҫпе касӑлса ӳкӗҫ. 24Вилесене, тислӗк пек, туха-туха пӑрахӗҫ, вӗсемшӗн никам та хӳхлемӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫӗр пушанса юлӗ, ун ҫинчи хуласене аркатса пӗтерӗҫ. 25Ҫӗр ӗҫлесе, акса тӑракан никам та юлмӗ. 26Йывӑҫсем ҫимӗҫ кӳрӗҫ — кам татса пуҫтарӗ ӑна? 27Иҫӗм ҫырли пиҫсе ҫитӗ — кам юхтарӗ унӑн сӗткенне? Ӗнтӗ пур ҫӗрте те юхӑнчӑк хуҫаланӗ. 28Этемӗн тепӗр этеме курас килӗ, унӑн сассине илтес килӗ, 29мӗншӗн тесессӗн хулара пурӑнакансенчен вунӑ ҫынран ытла мар тӑрса юлӗ, ялсенче пурӑнакансенчен пӗр иккӗн юлӗҫ, вӗсем чӑтлӑх катара, ту ҫурӑкӗнче пытанса пурӑнӗҫ. 30Ҫу йывӑҫӗн пахчинче тепӗр чухне йывӑҫсем ҫинче виҫӗ-тӑватӑ ҫырла ҫеҫ юлнӑ пек, 31е иҫӗм ҫырлине тӗплӗн татса пуҫтарнӑ пулсан та, пахчара асӑрхамасӑр темиҫе ҫупкӑм хӑварнӑ пек, 32ҫав кунсенче, килсене хӗҫпе ухтарса тухсассӑн, виҫӗ е тӑватӑ ҫын ҫеҫ тӑрса юлӗ. 33Ҫӗр хӑрӑнса ҫитӗ: уй-хир шӑпланӗ, ҫулсемпе сукмаксем ҫеремленсе кайӗҫ, мӗншӗн тесессӗн унта пӗр сурӑх та ҫӳремӗ. 34Каччӑсӑр тӑрса юлнӑ хӗрсем куҫҫулӗ тӑкӗҫ; упӑшкасӑр юлнӑ арӑмсем куҫҫулӗ тӑкӗҫ; пулӑшусӑр юлнӑ вӗсен хӗрӗсем куҫҫулӗ тӑкӗҫ. 35Вӗсен каччисене вӑрҫӑра вӗлерӗҫ, вӗсен упӑшкисем выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ.
36Эй Ҫӳлхуҫа чурисем, итлӗр те ҫакна — ӑса кӗрӗр! 37Ку — Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ: ӑна тӑнлӑр, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ сире ан иккӗлентертӗр. 38Акӑ хӗн-хур ҫывӑхарса килет, тӑхтаса тӑмӗ. 39Тӑххӑрмӗш уйӑхра йывӑр хӗрарӑмӑн ача ҫуратма вӑхӑт ҫитсессӗн, ҫуратас умӗн икӗ е виҫӗ сехет малтан варӗ касса ыратма тытӑнать, вӑхӑт ҫитсессӗн, ача самант та тӑхтаса тӑмасть — 40ҫавӑн пекех ҫӗр ҫине килес инкек те тӑхтамасть — ҫынсем ҫав вӑхӑтра ахлатса ярӗҫ; пӗтӗмпе ыратма пуҫлӗ вӗсен. 41Эй халӑхӑм, итле ҫак сӑмаха: вӑрҫа хатӗрленӗр, инкеклӗ вӑхӑтра урӑх ҫӗртен килнӗ ҫынсем пек пулӑр. 42Сутаканни — тарма пуҫтарӑнакан ҫын пек, туянаканни вилме хатӗрленекен ҫын пек пултӑр; 43суту-илӳ тӑваканӗ — нимӗнле услам та кӗтмен ҫын пек, ҫурт лартаканӗ унта пурӑнма ӗмӗтленмен ҫын пек пултӑр. 44Тырӑ акаканӗ — ӑна вырса илме, иҫӗм ҫырли ӳстерекенӗ ӑна татса пуҫтарма ан шухӑшлатӑр; 45мӑшӑрланакансем ача-пӑча пулмасса, мӑшӑрланманнисем тӑлӑххӑн пурӑнасса пӗлсе тӑччӑр. 46Ҫавӑнпа та ӗҫлекенсем пурте усӑсӑр ӗҫлеҫҫӗ: 47вӗсем мӗн ӗҫлесе тунипе ют ҫӗр ҫыннисем усӑ курӗҫ, вӗсенӗн пурлӑхне ҫаратса пӗтерӗҫ, вӗсенӗн ҫурчӗсене аркатӗҫ, вӗсенӗн ывӑлӗсене чурана кӑларӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен ачисене тыткӑнра та выҫлӑхра ҫуратаҫҫӗ. 48Суту-илӳ тӑвакансем хӑйсене ҫаратнипе асапланӗҫ; вӗсем хӑйсен хулисене, кил-ҫуртне, сӑн-питне мӗн чухлӗ ытларах капӑрлатӗҫ, 49Эпӗ вӗсене ҫылӑхӗсемшӗн ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫилленӗп, тет Ҫӳлхуҫа. 50Таса кӑмӑллӑ, йӗркеллӗ хӗрарӑм аскӑн арӑма курайман пекех, 51тӳрӗлӗх те хитреленекен тӳрӗмарлӑха курайми пулса ҫитӗ. Ҫӗр ҫинчи кирек мӗнле ҫылӑха та хӳтерекене Хӳтӗлекен килсессӗн, тӳрӗлӗх тӳрӗмарлӑха куҫранах питлӗ. 52Ҫавӑнпа та тӳрӗмарлӑхпа унӑн ӗҫӗсем хыҫҫӑн ан кайӑр: 53ӗнтӗ нумай та вӑхӑт иртмӗ — тӳрӗмарлӑха ҫӗр ҫинчен сирӗҫ, сирӗн тӗлӗшшӗн тӳрӗлӗх пуҫ пулӗ. 54Ҫылӑхлӑ ҫын «эпӗ ҫылӑха кӗмен» тесе ан калатӑр, мӗншӗн тесессӗн «эпӗ Турӑ умӗнче, Унӑн мухтавлӑхӗ умӗнче ҫылӑха кӗмен» теекенӗн пуҫӗ ҫинче шӗл-кӑвар ҫунма пуҫлӗ. 55Ҫӳлхуҫа ҫынсен мӗнпур ӗҫне, вӗсен ӗмӗтне-шухӑшне, вӗсен чӗрине, вӗсен кӑмӑлне пӗлсе тӑрать. 56Вӑл: «ҫӗр пултӑр» тенӗ те — ҫӗр пулса тӑнӑ, «тӳпе пултӑр» тенӗ те — ҫапла пулса тӑнӑ. 57Унӑн сӑмахӗпе ҫӑлтӑрсене пултарнӑ, Вӑл ҫӑлтӑрсен шутне пӗлет. 58Вӑл тӗпсӗр вырӑнсене, унта мӗн пытарӑнса тӑнине курса тӑрать, тинӗсе, унта мӗн пуррине виҫсе тухнӑ. 59Хӑйӗн сӑмахӗпе Вӑл тинӗсе хӑйӗн чиккине кӑтартнӑ, ҫӗре шывсем хушшине вырӑнаҫтарнӑ. 60Вӑл тӳпене чатӑр карнӑ пек карнӑ, ӑна шывсем ҫийӗн тӑмалла тунӑ. 61Вӑл ҫӗре шӑварса тӑмашкӑн пушхирсене ҫӑлсем, ту тӑррисене юханшывсем юхса анмалла кӳлӗсем вырӑнаҫтарса тухнӑ. 62Вӑл этеме пултарнӑ та ун ӳчӗн варрине чӗре хурса панӑ, этем ӑшне чун-чӗм, пурӑнӑҫ, ӑстӑн 63тата Пурне те Пултаракан Туррӑн — пурне те пултарнӑ, ҫӗрӗн курӑнман вырӑнӗсенче пытарӑнса тӑраканнине куракан Туррӑн — сывлӑшне хывнӑ. 64Вӑл сирӗн ӗмӗтӗрсене, хӑвӑр ӑшӑрта мӗн шухӑшланине пӗлсе тӑрать, ҫылӑха кӗрекенсене, ҫылӑхӗсене пытарма тӑрӑшакансене хуйхӑ ҫитӗ! 65Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа сирӗн ӗҫӗрсене питӗ уҫӑмлӑн курса тӑрать, сире пурсӑра та тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗ — 66ҫав кун сирӗн ҫылӑхӑрсем ҫынсен умне тухса тӑрсассӑн, йӗркесӗр ӗҫӗрсем хӑвӑра айӑплама тытӑнсассӑн, эсир намӑса юлатӑр. 67Турӑпа Унӑн Ангелӗсем умӗнче мӗн тӑвайӑр эсир, хӑвӑр ҫылӑхӑрсене мӗнле пытарма пултарайӑр? 68Турӑ — Тӳре: хӑрӑр Унран; пӑрахӑр хӑвӑр ҫылӑхӑрсене, йӗркесӗр ӗҫсем тума яланлӑхах чарӑнӑр — вара Турӑ сире пур инкек-синкекрен те хӑтарӗ. 69Акӑ ӗнтӗ сирӗн тӗллӗн йышлӑ эшкерӗн хаярлӑхӗ вутла хыпса илет, сире хӑшне-пӗрне ярса тытӗҫ те хӑйсен йӗрӗхӗсене кӳнӗ чӳк парнине вӑйпах ҫитерӗҫ. 70Вӗсем хӑйсем пек шухӑшламаннисенчен мӑшкӑлласа кулӗҫ, вӗсене хӑртса-хурласа пӗтерӗҫ, нимӗн вырӑнне те хумӗҫ. 71Ӗнтӗ пур ҫӗрте те, кӳршӗллӗ хуласенче те нумайӑшӗ Ҫӳлхуҫаран хӑракансене хирӗҫ ҫӗкленӗ: 72ухмаха ернӗ пек, Ҫӳлхуҫаран хӑракансене пӗр шелсӗр ҫаратӗҫ, вӗсенӗн мӗн пуррине йӑлтах тустарса тухӗҫ, 73вӗсенӗн пурлӑхне тустарса тухса ҫаратса кайӗҫ те хӑйсене килӗнчен хӑваласа ярӗҫ. 74Ҫавӑн чухне, ылтӑна вутпа тӗрӗсленӗ-сӑнанӑ пек, Эпӗ суйласа илнисене сӑнама пуҫлӗҫ. 75Эй савнӑ ҫыннӑмсем, итлӗр: сирӗн умӑрта акӑ хуйхӑ кунӗсем тӑраҫҫӗ, Эпӗ вара сире вӗсенчен хӑтарӑп. 76Ан хӑрӑр, ан иккӗленӗр, мӗншӗн тесессӗн сире ертсе пыраканӗ — Турӑ. 77Манӑн ӳкӗтӗмсемпе Эпӗ хушнисене туса тӑратӑр пулсассӑн, ҫылӑхӑрсем сире пусса тӑракан йывӑрлӑх пулмӗҫ, йӗркесӗр ӗҫӗрсем сире ҫӗнтереймӗҫ. 78Хӑйсен ҫылӑхӗсемпе ҫыхӑнса ларнисене, хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсен айне пулнисене хуйхӑ ҫитӗ! Вӗсем ӗнтӗ вӗтлӗх пусса илнӗ, ҫулӗсене йӗплӗ тӗм сӑрнӑ хир пек: ун урлӑ ҫын иртеймест, ӑна пӑрахса каяҫҫӗ те — унӑн ҫунса каясси ҫеҫ юлать, тет Ҫӳлхуҫа.

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió