Ездрӑн 3-мӗш кӗнеки 15

15
1Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ санӑн туту-ҫӑварна хывакан сӑмахсене — малашлӑха пӗлтерекен сӑмахсене — Манӑн халӑхӑма илтмелле кала, 2тата вӗсене хут ҫине ҫырса хуччӑр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — тӗрӗс, чӑн сӑмахсем. 3Хӑвна хирӗҫ усал шухӑш тытакансенчен ан хӑра, хӑвна хирӗҫ калаҫакансем ӗненменни те ан пӑшӑрхантартӑр сана, 4мӗншӗн тесессӗн ӗненменскерӗ кирек кам та хӑйӗн ӗненменлӗхӗпех вилет. 5Эпӗ акӑ пӗтӗм ҫӗр ҫине хӗн-хур — хӗҫ те выҫлӑх, вилӗм те инкек-синкек — ярӑп, 6мӗншӗн тесессӗн ҫынсен усаллӑхӗ пӗтӗм ҫӗре ирсӗрлесе ҫитерчӗ, вӗсенӗн йӗркесӗр ӗҫӗсем виҫерен те иртсе кайрӗҫ, тет. 7Ҫавӑнпа калать те Ҫӳлхуҫа: 8Эпӗ ӗнтӗ вӗсем ҫылӑха кӗрсе тӑвакан йӗркесӗр ӗҫсем ҫинчен шарламасӑр тӑмӑп, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене тӳссе тӑмӑп: акӑ айӑпсӑррисенӗн, тӳрӗ ҫынсенӗн юнӗ Мана кӑшкӑрса чӗнет, тӳрӗ ҫынсенӗн чунӗсем те пӗр чарӑнмасӑр кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ. 9Тавӑратӑпах вӗсене, айӑпсӑр юнне тӑкнисене Хам патӑма илӗп, тет Ҫӳлхуҫа. 10Акӑ ӗнтӗ Манӑн халӑхӑм пусма илсе каякан кӗтӳ пек пырать; вӑл Египетра пурӑннине урӑх тӳссе тӑраймӑп, 11ӑна Хамӑн тӗреклӗ аллӑмпа, хӑватлӑ вӑйӑмпа унтан илсе тухӑп, ӗлӗкхи пекех, Египет ҫине хӗн-асап ярӑп, унӑн пӗтӗм ҫӗрне пӗтерӗп. 12Турӑ янӑ хӗн-асаппа, Турӑ епле тавӑрнипе Египет хӑйӗн пӗтӗм тӗпӗ-йӗрӗпе йӗрсе ярӗ. 13Ҫӗр ӗҫлекенсем те йӗрсе ярӗҫ, мӗншӗн тесессӗн тырӑ вӑрлӑхӗ шӑтмасть, йывӑҫсене хура тутӑх тивнӗ, пӑр тата хӑрушӑ ҫӑлтӑр ҫапса хӑварнӑ. 14Хуйхӑ ҫитӗ ҫак тӗнчене, ҫак тӗнчере пурӑнакансене: 15ӗнтӗ хӗҫ тата вӗсем пӗтесси ҫывӑхарчӗ, пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине вӑрҫӑпа ҫӗкленӗ, хӗҫ — вӗсен аллинче. 16Ҫынсем улшӑнса ҫеҫ тӑрӗҫ. Пӗрисем тепӗрисене ҫӗнтерсе, хӑйсен патшисемшӗн тӑрӑшма пӑрахӗҫ, пуҫлӑхсем те, хӑйсене вӑйлӑ ҫын вырӑнне хурса, пӑхӑнми пулӗҫ. 17Ҫын хулана каяс тейӗ те — каяймӗ, 18мӗншӗн тесессӗн ҫынсем мӑнкӑмӑлланса кайнӑран хуласенче пӑлханӗҫ, кил-ҫуртсене тустарса тухӗҫ, ҫынсем хӑрама пуҫлӗҫ. 19Выҫлӑха тата инкек-синкеке пула ҫын хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине те хӗрхенмӗ, унӑн килне-ҫуртне вӑрҫӑ кӑралӗпех тустарса тухӗ, унӑн пурлӑхне ҫаратӗ. 20Акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинчи пур патшана та — тухӑҫран та кӑнтӑртан, ҫурҫӗртен те анӑҫран — чӗнсе пуҫтаратӑп: вӗсем Манран хӑраса тӑччӑр, хӑйсем вӑрланине каялла тавӑрса паччӑр. 21Вӗсем Эпӗ суйласа илнисене халичченех мӗн кӑтартаҫҫӗ, хӑйсене те ҫавнах кӑтартӑп. 22Манӑн сылтӑм аллӑм ҫылӑхлисене хӗрхенсе тӑмӗ, ҫӗр ҫине айӑпсӑр юна юхтаракансене хӗҫ те пӗтерме чарӑнмӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
23Вара Унӑн ҫиллинчен вут-ҫулӑм тапса тухнӑ та ҫӗрӗн тӗпӗ-йӗрне тата ҫылӑхлӑ ҫынсене чӗртсе янӑ улӑм пек пӗтернӗ.
24Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫылӑхлисене, Манӑн ӳкӗтӗмсене тытса тӑман ҫынсене хуйхӑ ҫитӗ! 25Хӗрхенмӗп вӗсене. Манран хӑпнисем, кайса ҫухалӑр, Манӑн сӑваплӑ вырӑна ан ирсӗрлӗр, тет.
26Ҫӳлхуҫа Хӑйне хирӗҫ тӑрса ҫылӑха кӗрекенсене пурне те пӗлет; ҫавӑнпа Вӑл вӗсене вилмелле те вӗлермелле тунӑ. 27Пӗтӗм ҫӗр ҫине инкексем ҫитрӗҫ ӗнтӗ, сирӗн вӗсене тӳссе пурӑнма тивӗ. Турӑ хӑтармӗ сире, мӗншӗн тесессӗн эсир Ӑна хирӗҫ пырса ҫылӑха кӗнӗ. 28Акӑ эсир хӑрушшине куратӑр, вӑл тухӑҫ енчен килет. 29Арави аҫтахисен ҫурисем йышлӑ ҫар ураписемпе вӑрҫа тухӗҫ, ҫӗр ҫийӗн ҫил пек ыткӑнса пырӗҫ, хӑйсем ҫинчен илтнисенӗн сехрине хӑпартӗҫ, пурне те чӗтретсе пӑрахӗҫ. 30Вӑрмантан хир сыснисем вирхӗнсе тухнӑ пек, вӗсене хирӗҫ тилӗрсе-хаярланса кайнӑ Карман ҫыннисем тухӗҫ, пысӑк вӑйпа ҫапӑҫӑва кӗрӗҫ те хӑйсен асав шӑлӗсемпе Ассири ҫӗрӗн пӗр пайне пуш-пушӑ тӑратса хӑварӗҫ. 31Кайран аҫтахасем, хӑйсем ӑҫтан пулса кайнине асрах тытаканскерсем, ҫиеле тухӗҫ, пысӑк вӑй пухса лешӗсене хӑвалама пуҫлӗҫ. 32Лешӗсем хӑраса ӳкӗҫ, вӗсен вӑйне курса шӑпланӗҫ те тӗлли-паллисӗр тарма пуҫлӗҫ. 33Анчах та пӗри, Ассири енче пытанса ларнӑскер, вӗсене ҫавӑрса илӗ те вӗсенӗн пӗр ҫыннине вӗлерӗ; вара вӗсен ҫарӗнче сехӗрленсех ӳкӗҫ, чӗтрене ерӗҫ, патшасем те хӑраса ӳкӗҫ. 34Акӑ тухӑҫпа ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра ҫитиччен пӗлӗтсем карӑнаҫҫӗ, вӗсем хаяррӑн курӑнаҫҫӗ, асар-писер тӑвӑл тухассӑн туйӑнать. 35Вӗсем пӗр-пӗрне ҫитсе ҫапӑнӗҫ те нумай ҫӑлтӑра ҫӗр ҫине ӳкерӗҫ, вӗсен хушшинче вӗсенӗн тӗп ҫӑлтӑрӗ те пулӗ; вара хӗҫ тӑкнӑ юн этем пилӗкӗ таран, 36тӗве чӗркуҫҫийӗ таран пулӗ; ҫӗр ҫинче хӑрушла хӑраса чӗтресе тӑрӗҫ. 37Ҫак тискерлӗхе куракансем пурте сехӗрленсе ӳкӗҫ, чӗтрене ерӗҫ. 38Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑнтӑрпа ҫурҫӗртен нумай хутчен тӑвӑл ҫӗкленӗ, хӑш-пӗр тӑвӑлӗ анӑҫран пулӗ, 39тухӑҫ енчен вӑйлӑ ҫилсем ҫӗкленӗҫ те ӑна тата Эпӗ ҫиллӗмпе кӑларнӑ хаяр пӗлӗтсене хӑваласа ярӗҫ; тухӑҫпа анӑҫран ҫил вӗрнӗ чухне хӑратса тӑма палӑртнӑ ҫӑлтӑр вара сиенленӗ. 40Вара пӗлӗтсем — мӑн пӗлӗтсем, вӑйлӑ та хаяр пӗлӗтсем — ҫӗкленӗҫ, ҫӗрпе ун ҫинче пурӑнакансене хӑратса тӑма ҫӑлтӑр та ҫӗкленӗ; ҫав пӗлӗтсем пур ҫӗре те, ҫӳллӗ те тӳпем вырӑнсене, ҫӑлтӑрсен тӑвӑлне 41тата вутпа пӑр, вӗҫекен хӗҫсем тата хирсене, ҫӑлсене тултармашкӑн шутсӑр нумай шыв тӑкса ярӗҫ; 42ӗнтӗ хулапа унӑн хӳмине, тусемпе сӑртсене, вӑрманти йывӑҫсене, улӑхри курӑка, вӗсен тыррине шыва путарӗҫ; 43ҫав шыв пӗр чарӑнмасӑр Вавилона ҫитӗ те ӑна аркатса тӑкӗ; 44пуҫтарӑнӗҫ те Вавилон патне — ҫавӑрса илӗҫ; ун ҫине ҫӑлтӑрпа хаярлӑх тӑкӑнӗ. Тӳпене ҫитиех тусанпа тӗтӗм ҫӗкленӗ, йӗри-тавра пурте Вавилоншӑн хурланса йӗрӗҫ. 45Чӗрӗ юлнисем вара хулана аркатнисемшӗн ӗҫлесе тӑма тытӑнӗҫ. 46Эсӗ вара, Асия#15:46 Кӗҫӗн Ази., Вавилон пекех илемлӗ те чаплӑскер, 47ун евӗрлӗ пуласшӑн тӗмсӗлеттӗн, хӑвӑн хӗрӳсене асса пурӑнма капӑрлантарса тумлантараттӑн, хӑвӑн еркӗнӳсене килӗшчӗр, вӗсем умӗнче чаплӑ пулччӑр тесе тӑрӑшаттӑн, лешӗсем вара яланах санпа асасшӑнччӗ, эй мӗскӗн, ҫавӑншӑн сана хуйхӑ ҫитӗ! 48Эсӗ хӑвӑн мӗнпур ӗҫне курайманлӑха тивӗҫлӗ Вавилон пек тума тӑрӑшаттӑн. 49Турӑ ҫапла калать: ҫакӑншӑн сан ҫине хӗн-хур ярӑп: тӑлӑха тӑратса хӑварӑп, чухӑнлӑхпа выҫлӑх, хӗҫпе чир-чӗр ярӑп, ҫапла сирӗн кил-ҫурта пусмӑрпа та вилӗмпе пушатса хӑварӑп. 50Санӑн мухтавлӑ хӑвату, ху ҫине янӑ шӑрӑх ҫитсессӗн, чечек типнӗ пекех типсе ларӗ. 51Эсӗ, амантса пӗтернӗ мӗскӗн хӗрарӑм пек вӑйсӑрланса ҫитнӗскер, хӑвӑн чаплӑ еркӗнӳсене йышӑнма пултараймӑн. 52-53Эпӗ суйласа илнӗ ҫынсене эсӗ пӗр вӗҫсӗр вӗлермен пулсассӑн, вӗсене пӗтерес тесе алӑ ҫӗклемен пулсассӑн, ху ӗҫсе ӳсӗрӗлсен вӗсен виллисенчен мӑшкӑлласа кулман пулсассӑн, сана ҫак териех курайми пулӑттӑм-и Эпӗ? тет Ҫӳлхуҫа. 54Капӑрлат хӑвӑн пит-куҫна: 55аскӑн ӗҫӳпе ӗҫлесе илесси — ӑшунтах санӑн; ҫакӑншӑн тивӗҫли ҫитӗ сана. 56Эсӗ Манӑн суйласа илнӗ ҫыннӑмсене мӗн кӑтартнӑ, Турӑ сана ҫавнах кӑтартӗ — сана инкек айне тӑвӗ: 57ачу-пӑчу выҫӑпа вилсе пӗтӗ, ху хӗҫпе касӑлса ӳкӗн, сан хулусене аркатса тӑкӗҫ, сан ҫыннусем пурте хирте хӗҫ айне пулса тӑкӑнӗҫ, 58ту ҫинче пурӑнакансем выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, ҫӑкӑр ҫитменнипе хӑйсен ӳтне ҫийӗҫ, шыв ҫуккипе юн ӗҫӗҫ. 59Сирӗн хуйхӑ-суйхӑ ыттисенчен нумайрах пулӗ, тата инкексем те хутшӑнӗҫ. 60Вавилона ҫӗмӗрекенсем каялла таврӑннӑ чухне вӗсем санӑн пушанса юлнӑ хулуна талпӑнса кӗрӗҫ те сан ҫӗрӳн пӗр пайне пӗтерсе тӑкӗҫ, сан чапун та пӗр пайӗ пӗтӗ. 61Пӗтсе ларнӑскер, эсӗ вӗсемшӗн улӑм вырӑнне пулӑн, вӗсем саншӑн вут-кӑвар пулӗҫ — 62вара сана, санӑн хулусене, санӑн ҫӗрне, санӑн тӑвусене тӗп тӑвӗҫ, санӑн пур вӑрманупа ҫимӗҫ кӳрекен йывӑҫусене ҫунтарса ярӗҫ; 63ывӑлусене тыткӑна илсе кайӗҫ, пурлӑхна туртса илӗҫ, санӑн мухтавна тӗп тӑвӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.

Subratllat

Copia

Compara

Comparteix

None

Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió