Сирах 27
27
1Нумайӑшӗ усламшӑн ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗ, мул шыракан — куҫне аяккалла тартать. 2Чулсене ҫыхӑнтаракан тыткӑчсем хушшине пӑта ҫапаҫҫӗ; ҫавӑн пекех суту-илӳ хушшине ҫылӑх тирӗнет. 3Кам та кам Ҫӳлхуҫаран хӑрассине тӗплӗ сыхласа хӑвараймасть, ҫавӑн ҫурчӗ часах тӗп пулать.
4Алласассӑн ала тӗпне ҫӳп-ҫап тӑрса юлать; ҫавӑн пекех ҫыннӑн шухӑшлавӗнчен те киревсӗрлӗхӗ курӑнать. 5Тӑм савӑт-сапана кӑмакана лартса тӗрӗслеҫҫӗ, этем мӗнлине вӑл калаҫнинчен пӗлеҫҫӗ. 6Йывӑҫа епле пӑхса ӳстерни ҫимӗҫӗнчен курӑнать, сӑмахра этем чӗринчи шухӑш ҫиеле тухать. 7Пуплесе пӑхиччен ҫынна ан мухта: ҫын сӑмах-юмахран паллӑ.
8Тӳрӗлӗхе тӑрӑшсах шырасассӑн — тупатӑн ӑна, вара ӑна мухтавлӑ риза пек тӑхӑнса ярӑн. 9Кайӑк-кӗшӗк харпӑр хӑй йышӗпеле пухӑнать, чӑнлӑх та хӑйне шыракансем-тӗпчекенсем енне ҫаврӑнать. 10Арӑслан тупӑш сыхласа тӑнӑ пек, ҫылӑхсем усал тӑвакансене сыхласа тӑраҫҫӗ.
11Таса пурӑнакансен сӑмахӗ — яланах ӑслӑлӑх; ӑссӑр ҫын вара уйӑх улшӑннӑ пек улшӑнать. 12Ӑссӑр-тӑнсӑрсем хушшинче вӑхӑтна сая ан яр, ӑна ӑслӑ ҫынсемпе ирттер. 13Айван ҫынсен калаҫӑвӗ кӑмӑла пистерет, вӗсем кулни-шӳтлени — ҫылӑхпа йӑпанни. 14Пушӑ сӑмах ҫаптарса тупа тӑвакансенчен ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать, вӗсем тавлашнине илтсессӗн хӑлха питӗрӗнсе ларать. 15Мӑнаҫлисен харкашӑвӗ — юн тӑкни, вӗсем вӑрҫнине хӑлха чӑтаймасть.
16Шанса каланӑ сӑмаха вӗҫертекен шанчӑксӑра тухать, вӑл вара чунне ҫывӑх тус тупаймасть. 17Тусна юрат, унпа тӳрӗ пурӑн; 18пӗрре ун шанчӑкӗнчен тухсассӑн, текех ун хыҫҫӑн ан ҫӳре: 19этем хӑйӗн тӑшманне вӗлернӗ пек, эсӗ ҫавнашкал ҫывӑх ҫыннун туслӑхне вӗлернӗ; 20аллунти кайӑка вӗҫтерсе янӑ пек, эсӗ тусна ҫапла вӗҫертрӗн — ӗнтӗ тытаймӑн ӑна; 21ан та хӑвала: аякка кайрӗ вӑл, танатаран вӗҫерӗннӗ ту качаки пекех вӑркӑнчӗ. 22Сурана ҫыхса яма пулать, хирӗҫнӗ хыҫҫӑн та килӗштерме пулать; 23анчах хӑйне шанса каланӑ сӑмаха вӗҫертекен ун пек шанчӑка ҫухатать.
24Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.
28Ҫӳлелле чул ывӑтакан — ӑна хӑйӗн пуҫӗ ҫине ывӑтать, ҫынна вӑрттӑн ҫапни хӑвӑн сураннах пырса тивет. 29Кам шӑтӑк алтса хурать, ҫавӑнта хӑех кӗрсе ӳкет, кам таната карса хурать, ҫавӑнта хӑех ҫакланать. 30Кам усал тӑвать, ҫавӑ хӑйнех пырса ҫапать, ҫавӑ ӑҫтан ҫитнине вӑл хӑй те пӗлеймест; 31мӑнаҫлӑ ҫынна мӑшкӑл курасси, хур курасси, тавӑру ҫитесси арӑслан пек сыхласа тӑрӗ. 32Ырӑ ҫын тӗп пулнишӗн савӑнакансем танатана ҫакланӗҫ, вилӗмӗ ҫитичченех хӗн-хур тӳссе халсӑрланӗҫ. 33Хаярлӑхпа ҫилӗ те — киревсӗр япала, вӑл ҫылӑхлӑ ҫынна сырӑнать.
Выбрано:
Сирах 27: CHB
Выделить
Копировать
Сравнить
Поделиться
Хотите, чтобы то, что вы выделили, сохранялось на всех ваших устройствах? Зарегистрируйтесь или авторизуйтесь
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.