Логотип приложения Библия
Иконка поиска

Сирах 26

26
1Ырӑ арӑмлӑ ҫын телейлӗ, унӑн пурӑнӑҫӗ икӗ хут тӑсӑлӗ. 2Ырӑ арӑм упӑшкине савӑнӑҫ кӳрет, ун пек упӑшка ӗмӗрне татуллӑ пурӑнса ирттерет; 3ырӑ арӑм — ырӑ шӑпа: вӑл Ҫӳлхуҫаран хӑракансене еткерлӗхе тивет; 4ун пек арӑмпа пуянни те, чухӑнни те кӑмӑллӑ, пичӗ-куҫӗ те яланах хаваслӑ вӗсен. 5Манӑн чӗрем виҫӗ япаларан хӑраса тӑрать, тӑваттӑмӗшне курсассӑн — кӗлтӑватӑп: 6хулара усал ят тухни, хура халӑх пӑтранни, суйса элеклени, — ҫакӑ вилӗмрен те хӑрушӑрах. 7Кӗвӗҫекен арӑм — чӗре чирӗ, хурлӑх вӑл, 8ун пек арӑм хӑй чӗлхипе пурне те ҫитсе кастарать. 9Усал арӑм вӑл — вӑкӑр сӳсменӗ, каллӗ-маллӗ ҫапӑнакан сӳсмен; ӑна илекенӗ — скорпиона алла тытаканпа пӗрех. 10Ӗҫке ернӗ арӑм — чун тарӑхтармӑшӗ, вӑл хӑйӗн намӑсне пытараймӗ. 11Хӗрарӑм аскӑн енне сулӑнни куҫне уҫса пӑхнинченех, куҫ хупанкинченех паллӑ. 12Намӑса пӗлмен хӗрне хытӑ хуралла: ҫемҫе тыткаланине туйса иртӗхме ан пуҫлатӑр вӑл. 13Хӗрарӑм намӑссӑрланса пӑхнинчен сыхланса тӑр, вӑл хӑвна ҫылӑха кӗртсессӗн, ан тӗлӗн вара: 14шывсӑр антӑхнӑ ҫулҫӳревҫӗ куҫ тӗлне пулнӑ шыва мӗнле ҫӑтӑхса ӗҫет, 15вӑл та ҫавӑн пек кирек хӑш чатӑр умне пырса ларать те ҫӗмрен умӗнче йӗннине хатӗрлет. 16Арӑм ҫепӗҫлӗхӗ упӑшкине килентерет, унӑн тараватлӑхӗ упӑшкине кӗрнеклӗ тӑвать. 17Нумай калаҫман арӑм — Ҫӳлхуҫа пиллӗхӗ, ырра вӗрентсе ӳстернӗ чунран пахараххи тупаймастӑн. 18Именчӗк арӑм — ырӑлӑхран та ырӑлӑх, 19чарулӑха пӗлекен чуна нимӗнле виҫепе те виҫейместӗн. 20Ҫӳлхуҫамӑр тӳпинче тухакан хӗвел епле илемлӗ, 21кил ӑшчиккине тирпейлесе тӑракан арӑм та ҫавӑн пекех илемлӗ; 22таса шантал ҫинче ҫурта епле ҫуталса ларать, вӑйпитти арӑмӑн сӑнӗ-пичӗ те ҫапла илемлӗн курӑнать; 23унӑн тӑн-тӑн тупанлӑ хитре урисем — кӗмӗл никӗс ҫине лартнӑ ылтӑн юпасем.
24Манӑн чунӑма икӗ япала хурлантарать, виҫҫӗмӗшӗ вара тарӑхтарсах ярать: 25ҫар ҫынни ҫуклӑха пула хур курнинчен, ӑслӑ ҫынсем хисепре пулманнинчен хурланатӑп; 26тӳрӗлӗхрен ҫылӑх еннелле ҫаврӑнакана курсассӑн тарӑхатӑп — Ҫӳлхуҫа ӑна хӗҫ валли хатӗрлет. 27Сутуҫӑ ҫылӑхран аран сыхланса тӑрать, хупахра сутакан вара ҫылӑхран хӑтӑлаймасть.

Выбрано:

Сирах 26: CHB

Выделить

Копировать

Сравнить

Поделиться

None

Хотите, чтобы то, что вы выделили, сохранялось на всех ваших устройствах? Зарегистрируйтесь или авторизуйтесь