Logo YouVersion
Îcone de recherche

Лука 22

22
22-мӗш сыпӑк
Иисуса хирӗҫ тунӑ кавар
(Мф. 26:1-5, 14-16; Мк. 14:1-2, 10-11; Ин. 11:45-53)
1Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ, пасха текен уяв, ҫывхарса килнӗ. 2Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем, халӑхран хӑранипе, Иисуса вӗлерме вӑрттӑн май шыранӑ. 3Вун иккӗшӗнчен пӗрин, Искариот текен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ. 4Вӑл вара кайнӑ та Иисуса мӗнле тытса парасси ҫинчен аслӑ священниксемпе, пуҫлӑхсемпе канаш тунӑ. 5Лешсем савӑннипе ӑна укҫа пама пулнӑ. 6Вара Иуда, вӗсемпе килӗшсе татӑлсан, Иисуса халӑхран вӑрттӑн тытса пама меллӗ вӑхӑт шыранӑ.
Пасха апачӗ тума хатӗрленни
(Мф. 26:17-25; Мк. 14:12-21; Ин. 13:21-30)
7Тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитнӗ. Ҫавӑн чухне пасха валли путек пусмалла пулнӑ. 8Иисус вара Петрпа Иоана ҫапла каласа янӑ: «Кайӑр та хамӑр валли пасха апачӗ хатӗрлесе хурӑр». 9«Эсӗ пире ӑҫта хатӗрлеме хушатӑн?» – тесе ыйтнӑ Унран вӗсем. 10Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Эсир хулана пырса кӗнӗ чух кӑкшӑмпа шыв ҫӗклесе пыракан ҫынна тӗл пулӑр. Вара ун хыҫӗнчен кайӑр та вӑл кӗрекен ҫурта кӗрӗр. 11Унтан кил хуҫине калӑр: „Вӗрентекен санран ыйтать: Манӑн пасха апатне вӗренекенӗмсемпе пӗрле хӑш пӳлӗмре ҫимелле пулать?“ 12Вӑл сире янтӑласа хунӑ пысӑк та хӑтлӑ пӳлӗм кӑтартӗ, ҫавӑнта хатӗрлӗр». 13Петрпа Иоанн хулана кайсан пӗтӗмпех Иисус каланӑ пек пулса иртнӗ. Унтан вӗсем пасха апачӗ хатӗрлесе хунӑ.
Аслӑ каҫхи апат
(Мф. 26:26-30; Мк. 14:22-26; 1 Кор. 11:23-25)
14Вӑхӑт ҫитсен Иисус вун икӗ апостолӗпе пӗрле сӗтел хушшине ларнӑ. 15-16Унтан вӗсене ҫапла каланӑ: «Пасха апачӗ Турӑ Патшалӑхӗнче пулса ҫитмесӗр те Эпӗ ӑна урӑх ҫиеймӗп, ҫавӑнпа калатӑп та сире: асап куриччен малтан Манӑн ӑна питӗ сирӗнпе ларса ҫиес килет». 17Вара Иисус курка илсе Турра тав тунӑ та каланӑ: «Ҫакна илӗр те кашниех ӗҫсе парӑр. 18Калатӑп сире: Турӑ Патшалӑхӗ килмесӗр те Эпӗ ӗнтӗ иҫӗм ҫырли эрехне ӗҫеймӗп». 19Вӑл тата ҫӑкӑр илсе Турра тав тунӑ та, вӗренекенӗсене хуҫа-хуҫа парса, каланӑ: «Ҫакӑ – сирӗншӗн паракан Манӑн Ӳтӗм. Малашне те Мана аса илсе ҫак йӑлана тӑвӑр». 20Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫавнашкалах, Иисус курка илсе каланӑ: «Ҫак курка – сирӗншӗн юхакан Юнӑмпа ҫирӗплетнӗ Ҫӗнӗ Халал. 21Акӑ ӗнтӗ Мана сутакан та Манпа пӗрле ҫак сӗтел хушшинчех ларать. 22Этем Ывӑлӗн малтанах палӑртнӑ ҫулне утса тухмаллах, анчах та Ӑна тытса паракана хуйхӑ пулӗ».
23Вӗренекенӗсем вара пӗр-пӗринчен ыйтса: «Пирӗн хушшӑмӑртан кам тытса пама пултарӗ-ши?» – тесе калаҫнӑ.
Тарҫӑ пек пулӑр
24Ҫавӑнтах тата вӗсем хӑйсем хушшинче хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашма тытӑннӑ. 25Иисус вӗсене каланӑ: «Патшасем халӑхпа хуҫаланаҫҫӗ, халӑхпа пуҫ пулакансене „ырӑ хуҫам“ теҫҫӗ. 26Эсир унашкал ан пулӑр. Сирӗн хушшӑрта асли кӗҫӗнни пек пултӑр, хуҫи те тарҫӑ пек пултӑр. 27Хӑшӗ аслӑ: кӗрекере лараканни-и е ӗҫлесе тӑракан тарҫи? Кӗрекере лараканни мар-и вара? Анчах та акӑ Эпӗ сирӗн хушшӑрта тарҫӑ пек пултӑм. 28Мана йывӑр чухне эсир Манпа пӗрле пултӑр. 29-30Ман Патшалӑхӑмра кӗрекере ӗҫсе ҫиччӗр тесе, Израилӗн вун икӗ ӑрӑвӗн тӳри пулма престол ҫине ларччӑр тесе Аттем Мана Патшалӑх парса хӑварнӑ пекех, Эпӗ те сире Патшалӑх шанса парса хӑваратӑп».
Петр тунасса Иисус малтанах калани
(Мф. 26:31-35; Мк. 14:27-31; Ин. 13:36-38)
31Иисус вара каланӑ: «Эх, Симон, Симон! Акӑ ӗнтӗ шуйттан сире тулӑ алланӑ пек аллама ирӗк ыйтса илчӗ. 32Анчах та ӗненӗвӳ ан чактӑр тесе Эпӗ саншӑн кӗлтурӑм. Эсӗ те кайран, ху тӗрексӗр пулнӑшӑн ӳкӗнсен, тӑванусене тӗреклӗх пар». 33«Хуҫамӑр, эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене ларма та, вилме те хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр. 34«Петр, сана калатӑп: кӗҫӗр, автан авӑтичченех, эсӗ Мана виҫӗ хутчен пӗлмӗш пулӑн», – тенӗ ӑна Иисус.
35Унтан вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Эпӗ сире укҫа енчӗкӗсӗр, хутаҫсӑр, пушмаксӑр янӑ чух сирӗн мӗн те пулин ҫитменни пулчӗ-и?» Лешсем Ӑна хирӗҫ: «Ҫитменни нимӗн те пулмарӗ!» – тенӗ. 36Иисус вӗсене каланӑ: «Халӗ ӗнтӗ укҫа енчӗкӗ пуррисем ӑна илччӗр, хутаҫне те илччӗр. Камӑн хӗҫ ҫук, вӑл тумтирне сутса хӗҫ илтӗр. 37Мӗншӗн тесен Ҫырнинче: „Ӑна вӑрӑ-хурах шутне кӗртӗҫ“ тесе калани Манпа пурнӑҫланмаллах, ҫакӑ часах пулса иртмелле». 38«Хуҫамӑр! Акӑ кунта икӗ хӗҫ пур», – тенӗ вӗсем. «Ҫитет», – тенӗ Вӑл вӗренекенӗсене.
Елеон тӑвӗ ҫинче кӗлтуни
(Мф. 26:36-46; Мк. 14:32-42)
39Унтан тухсан Иисус хӑнӑхнӑ йӑлипе Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ. Унпа пӗрле вӗренекенӗсем те пынӑ. 40Вырӑна ҫитсен Иисус вӗсене каланӑ: «Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе кӗлтӑвӑр». 41Хӑй вара вӗсем патӗнчен пӗр вӑтӑр утӑма кайнӑ та чӗркуҫленсе ларса 42ҫапла кӗлтунӑ: «Эй, Аттем! Кӑмӑлу пулсан, ҫак асап куркине Манран ирттерсе ярсамччӗ. Ҫапах та Ман ирӗк мар, Санӑн ирӗкӳ пултӑр». 43Вара тӳперен ангел курӑнса Ӑна вӑй-хӑват панӑ. 44Пӑлхана-пӑлхана Иисус тата хытӑрах кӗлтунӑ. Унӑн тарӗ ҫӗре юн пек тумланӑ. 45Кӗлтунӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗренекенӗсем патне пынӑ та лешсем куляна-куляна ҫывӑрсах кайнине курнӑ. 46«Эсир мӗншӗн ҫывӑратӑр? Илӗртнипе ҫылӑха кӗрес марччӗ тесе, тӑрса кӗлтӑвӑр», – тенӗ вӗсене Иисус.
Иисуса тытни
(Мф. 26:47-56; Мк. 14:43-50; Ин. 18:3-11)
47Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чух унта пӗр ушкӑн халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсен умӗнче Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ. Вӑл Иисуса чуптума Ун умне пырса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иуда лешсене: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ», – тесе паллӑ пама пулнӑ#22:47 Хӑш-пӗр авалхи ал ҫырусенче «мӗншӗн тесен Иуда лешсене: „Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ“, – тесе паллӑ пама пулнӑ» сӑмахсем ҫук. . 48Иисус вара ӑна каланӑ: «Иуда, Этем Ывӑлне чуптусах тытса паратӑн-и?»
49Иисуспа пӗрле пулнисем, ӗҫ-пуҫ епле кайнине курсан: «Хуҫамӑр, хӗҫсене кӑларар мар-и?» – тенӗ Ӑна. 50Вӗсенчен пӗри аслӑ священникӑн чурине хӗҫпе сулса янӑ та унӑн сылтӑм хӑлхине касса татнӑ. 51Иисус вӗсене каланӑ: «Чарӑнӑр, ҫитӗ!» Унтан Вӑл ҫав тарҫӑ хӑлхине сӗртӗнсе сыватнӑ. 52Хӑйне тытма пынӑ аслӑ священниксене, Турӑ Ҫурчӗн хурал пуҫлӑхӗсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Иисус ҫапла каланӑ: «Эсир Мана тытма, вӑрӑ-хураха хирӗҫ тухнӑ пек, хӗҫсемпе, шалҫасемпе килтӗр. 53Эпӗ кашни кун сирӗнпе пӗрле Турӑ Ҫуртӗнче пултӑм, эсир ун чух Мана тӗкӗнмерӗр. Халӗ ӗнтӗ тӗттӗмлӗх хуҫаланать, ку – сирӗн вӑхӑтӑр».
Петр Иисуса пӗлмӗш пулни
(Мф. 26:57-58, 69-75; Мк. 14:53-54, 66-72; Ин. 18:12-18, 25-27)
54Вӗсем Иисуса ярса тытнӑ та аслӑ священник ҫуртне илсе кайнӑ. Петр вӗсем хыҫҫӑн чылай каярахра утса пынӑ. 55Ҫынсем картиш варринче кӑвайт хурса пурте йӗри-тавра пухӑнсан, вӗсен хушшине Петр та пырса ларнӑ. 56Пӗр хӗрарӑм тарҫӑ, Петр кӑвайт умӗнче ларнине курсан, ун ҫине тинкерсе пӑхса каланӑ: «Ку ҫын та Унпа пӗрлеччӗ». 57Анчах та Петр, Иисусран тунса, ҫав хӗрарӑма: «Эпӗ Ӑна пӗлместӗп», – тесе тавӑрнӑ. 58Кӑштахран тепри ӑна асӑрханӑ та: «Эсӗ те ҫав ушкӑнранахчӗ», – тенӗ. Петр ҫав ҫынна та: «Ҫук, ҫук!» – тенӗ. 59Сехете яхӑн вӑхӑт иртсен татах тепри ҫине тӑрсах: «Чӑнах, ку та Унпа пӗрлеччӗ, ку Галилея ҫынни», – тенӗ. 60«Эсӗ тем калаҫатӑн, пӗлместӗп», – тенӗ Петр ӑна хирӗҫ. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах сасартӑк автан авӑтса янӑ. 61Хуҫамӑр ҫавӑрӑнса Петр ҫине тинкерсе пӑхнӑ. Петр вара Хуҫамӑр сӑмахӗсене: «Автан авӑтичченех эсӗ Мана виҫӗ хут пӗлмӗш пулӑн», – тенине аса илнӗ.
62Унтан Петр картишӗнчен тухнӑ та татӑлсах йӗнӗ.
Иисусран мӑшкӑлласа кулни
(Мф. 26:67-68; Мк. 14:65)
63Иисуса хураллакан салтаксем Унран ҫав тери мӑшкӑлласа кулнӑ, хӗнесе пӗтернӗ. 64Вӗсем Унӑн куҫне хупласа питрен ҫупа-ҫупа ярса ыйтнӑ: «Эсӗ пророк пулсан, кала, кам ҫапрӗ Сана?» 65Ӑна урӑх сӑмахсем каласа та нумай хур тунӑ.
Иисуса синедриона илсе пыни
(Мф. 26:59-66; Мк. 14:55-64; Ин. 18:19-24)
66Тул ҫутӑлсанах халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса синедрион канашӗ умне тӑратса: 67«Каласам пире: Эсӗ Турӑ Суйласа илни-и? Христос-и?» – тенӗ. «Эпӗ сире каласан та, эсир Мана ӗненмӗр, – тавӑрнӑ Иисус. 68– Хӑвӑртан ыйтсан та эсир Мана хирӗҫ тавӑрса каламӑр, Мана ирӗке те ямӑр. 69Паянтан пуҫласа, малашлӑхра, Этем Ывӑлӗ хӑватлӑ Туррӑн сылтӑм енне ларӗ». 70Вара пурте: «Апла Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ-и?» – тесе ыйтма пуҫланӑ. Иисус хуравланӑ: «Вӑл Эпӗ тесе эсир каларӑр». 71Лешсем вара: «Ун айӑпне кӑтартни мӗн тума кирлӗ тата пире? Ӗнтӗ Унӑн сӑмахӗсене хамӑр хӑлхапа хамӑрах илтрӗмӗр!» – тенӗ.

Sélection en cours:

Лука 22: RSO

Surbrillance

Partager

Copier

None

Tu souhaites voir tes moments forts enregistrés sur tous tes appareils? Inscris-toi ou connecte-toi

YouVersion utilise des cookies pour personnaliser votre expérience. En utilisant notre site Web, vous acceptez l'utilisation des cookies comme décrit dans notre Politique de confidentialité