Матфей ҫырнӑ Евангели 2:12-13
Матфей ҫырнӑ Евангели 2:12-13 CHB
Кайран вӗсем тӗлӗкре Ирод патне ан таврӑнӑр тенӗ хыпар илнӗ те урӑх ҫулпа хӑйсен ҫӗрне кайнӑ. Вӗсем кайсан, акӑ Ҫӳлхуҫа Ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса калать: тӑр та Ачапа Амӑшне илсе Египета тар. Эпӗ каличчен ҫавӑнтах пурӑн: Ирод Ачана шыраса тупса вӗлересшӗн, тет.





