Матфей ҫырнӑ Евангели 19
19
1Ҫак сӑмахсене вӗҫлесессӗн Иисус Галилейӑран кайнӑ та Иордан тепӗр енне, Иудея ҫӗрне, ҫитнӗ. 2Ун хыҫҫӑн темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, унта Вӑл вӗсене сыватнӑ.
3Ун патне фарисейсем пынӑ та Ӑна сӑнаса-тӗрӗслесе каланӑ: ҫыннӑн кирек мӗнле сӑлтавпа та арӑмне уйӑрса яма юрать-и? тенӗ. 4Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Пултаракан чи малтанах вӗсене арлӑ-арӑмлӑ пултарни ҫинчен, 5Вӑл: «ҫавӑнпа ӗнтӗ этем хӑйӗн ашшӗ-амӑшне пӑрахӗ те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнӗ, вара иккӗшӗ пӗр ӳт пулӗҫ» тенине вуламан-им эсир? 6Ҫапла ӗнтӗ вӗсем иккӗн мар, вӗсем — пӗр ӳт. Ҫавӑнпа Турӑ пӗрлештернине этем ан уйӑртӑр, тенӗ. 7Лешӗсем Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Моисей мӗнле-ха апла уйрӑлу хутне парсан арӑмпа уйӑрӑлма ирӗк панӑ? теҫҫӗ. 8Вӑл вӗсене ҫапла калать: эсир хытӑ чӗреллӗ пулнӑран Моисей сире арӑмӑрсене уйӑрса яма ирӗк панӑ; малтан апла пулман; 9Эпӗ сире калатӑп: кам хӑй арӑмне аскӑн ӗҫ айӑпӗсӗрех уйӑрса ярса урӑххине качча илет, ҫавӑ хӑй аскӑн ӗҫ тӑвать; уйӑрса янӑ арӑма качча илекен те аскӑн ӗҫ тӑвать, тет. 10Вӗренекенӗсем Ӑна калаҫҫӗ: ҫыннӑн арӑм тӗлӗшӗнчен ҫапла пулмалла пулсан, авланманни лайӑхрах, теҫҫӗ. 11Иисус вӗсене каланӑ: ку сӑмаха пурте мар, ӑнланма пӳрнисем ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. 12Хӑшӗ-пӗри амӑшӗ варӗнченех арлӑ-арӑмлӑ пулма юрӑхсӑр ҫуралать; хӑшне ҫынсем юрӑхсӑра кӑлараҫҫӗ; хӑшӗ тата Ҫӳлти Патшалӑхшӑн хӑйне хӑй арлӑ-арӑмлӑ пулмалла мар тӑвать. Кам ҫакна йышӑнаять — йышӑнтӑр, тенӗ.
13Ҫавӑн чухне Ун патне ачасене илсе пынӑ — Вӑл аллине вӗсен пуҫӗ ҫине хурса кӗлтутӑрччӗ тенӗ; анчах вӗренекенӗсем ҫакна хирӗҫ пулнӑ. 14Иисус вара вӗсене каланӑ: ачасем килччӗр, вӗсене Ман патӑма килме ан чарӑр: Ҫӳлти Патшалӑх ҫакӑн пеккисемшӗн, тенӗ. 15Вара ачасем ҫине аллине хурса пилленӗ те унтан кайнӑ.
16Акӑ Ун патне пӗр ҫын пынӑ та каланӑ: эй ырӑ Вӗрентекен, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗнле ырӑ ӗҫ тӑвас манӑн? тенӗ. 17Вӑл ӑна каланӑ: мӗншӗн эсӗ Мана ырӑ тетӗн? Пӗртен-пӗр Турӑсӑр пуҫне никам та ырӑ мар. Ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тетӗн пулсассӑн, ӳкӗтсене тытса пурӑн, тенӗ. 18Лешӗ калать Ӑна: хӑшӗсене? тет. Иисус каланӑ: ан вӗлер; аскӑнланса ан ҫӳре; ан вӑрла; ҫын ҫинчен суя ан кӳнтеле; 19аҫу-аннӳне хисепле; тата: ҫывӑх ҫыннуна хӑвна юратнӑ пек юрат, тенӗ. 20Яш ача калать Ӑна: эпӗ ҫакна йӑлтах мӗн ачаранпах пурӑнӑҫлатӑп, тата мӗн ҫитмест-ши манӑн? тет. 21Иисус каланӑ ӑна: пур тӗлӗшпе те сӑваплӑ пулассу килет пулсан, кай та пурлӑхна сутса чухӑнсене валеҫсе пар; вара санӑн пурлӑху тӳпере пулӗ; унтан кил те Ман хыҫҫӑн пыр, тенӗ. 22Ҫак сӑмаха илтсессӗн яш ача салхуланса пӑрӑнса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл питӗ пуян пулнӑ. 23Вара Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: чӑн калатӑп сире: пуян ҫынна Ҫӳлти Патшалӑха кӗме хӗн; 24тата калатӑп сире: пуяна Турӑ Патшалӑхне кӗрессинчен тӗвене йӗп ҫӑрти витӗр тухма ҫӑмӑлтарах, тенӗ. 25Ҫакна илтсессӗн вӗренекенӗсем питех те тӗлӗнсе: апла кам ҫӑлӑнма пултарӗ? тенӗ. 26Иисус вӗсем ҫине пӑхса ҫапла каланӑ: ӑна этем пултараймасть, Турӑ пурне те пултарать, тенӗ.
27Ҫавӑн чухне Петр Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: акӑ эпир мӗн пуррине пӑрахса хӑвартӑмӑр та Сан хыҫҫӑн кайрӑмӑр, пире мӗн тивӗ-ши? тенӗ. 28Иисус каланӑ вӗсене: чӑн калатӑп сире: пулас тӗнчере, Этем Ывӑлӗ Хӑй мухтавлӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларсассӑн, эсир те, Ман хыҫҫӑн пыракансем, Израилӗн вуникӗ йӑхне сут тумашкӑн вуникӗ аслӑ пукан ҫине ларатӑр. 29Кам та кам Ман ятӑмшӑн ҫуртне-йӗрне е тӑванӗсене, е ашшӗне, е амӑшне, е арӑмне, е ачисене, е ҫӗрне-шывне пӑрахса хӑварнӑ, ҫавӑ уншӑн ҫӗр хут ытла илӗ, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗ. 30Малтисем чылайӑшӗ кайра пулӗҫ, кайрисем чылайӑшӗ малта пулӗҫ, тенӗ.
S'ha seleccionat:
Матфей ҫырнӑ Евангели 19: CHB
Subratllat
Copia
Compara
Comparteix
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.