Матфей ҫырнӑ Евангели 10
10
1Иисус, вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе, вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма, кирек мӗнле чир-чӗртен те сыватма хӑват панӑ. 2Вуникӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пӗрремӗшӗ — Петр теекен Симон, унтан унӑн шӑллӗ Андрей; унтан Зеведей Иаковӗ, унӑн шӑллӗ Иоанн; 3Филипп, Варфоломей, Фома, куланай пухакан Матфей, Алфей Иаковӗ, Фаддей теекен Леввей; 4Симон Кананит тата Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот. 5Ҫакӑ вуникӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: суя тӗнлӗ халӑхсем патне ан кайӑр, Самари хулине ан кӗрӗр; 6чи малтан Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр; 7ҫӳренӗ чухне: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» тесе вӗрентӗр; 8чирлисене сыватӑр, тилҫеллисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр; тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр. 9Хӑвӑр валли пиҫиххийӗр ҫумне ылтӑн та, кӗмӗл те, пӑхӑр та ан чикӗр, 10ҫул ҫине хутаҫ та, улӑштармалли тумтир те, ура сырри те, туя та ан илӗр: ӗҫлекене тӑрантарӗҫ. 11Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр; 12пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр; 13килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ. 14Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, эсир ҫав ҫуртран е ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр. 15Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ. 16Акӑ Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп: ӗнтӗ ҫӗлен пек чее пулӑр, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр. 17Ҫынсенчен сыхланӑр: вӗсем сире сутпа айӑплама тытса парӗҫ, синагогисенче хӗнӗҫ-ватӗҫ сире. 18Сире Ман пирки аслӑ пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ, ҫавсем умӗнче тата суя тӗнлӗ ҫынсем умӗнче Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ. 19Хӑвӑра сута тытса парсан, мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр — мӗн каламалли ҫав сехетре хӑех тупӑнӗ: 20эсир хӑвӑр каламӑр, сирӗн ӑшӑрта Аҫӑр Сывлӑшӗ каласа тӑрӗ. 21Тӑванӗ тӑванне, ашшӗ ывӑлне вӗлерме тытса парӗ; ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерӗҫ; 22Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитиччен тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ. 23Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен, эсир тепӗр хулана кайӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израиль хулисем тавра ҫӳресе те тухаймӑр, Этем Ывӑлӗ килӗ. 24Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, тарҫӑ та хуҫинчен аслӑ мар: 25вӗренекенӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулсан, тарҫӑ хӑйӗн хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ ҫинчен тата япӑхрах каламӗҫ-и? 26Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни йӑлтах ҫиеле тухать, вӑрттӑнни те курӑнать. 27Эпӗ сире тӗттӗм ҫӗрте каланине эсир ҫутӑ ҫӗрте калӑр; хӑлхаран каланине ҫурт тӑрринчен пӗлтерӗр. 28Ӳте вӗлерсен те, чуна вӗлерейменнисенчен ан хӑрӑр; пуринчен ытла чуна та, ӳте те тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр. 29Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарипе#10:29 Вак укҫа. сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест; 30сирӗн пуҫӑр ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулни те паллӑ; 31ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑкран пахарах. 32Кам хӑй Мана ӗненни ҫинчен ҫынсем умӗнче каласа пӗлтерет, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче ун ҫинчен каласа пӗлтерӗп. 33Кам ҫынсем умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп. 34Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр; Эпӗ канӑҫлӑх кӳме мар, хӗҫ кӳме килнӗ: 35Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм. 36Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышех тӑшман пулӗ. 37Кам хӑй ашшӗне е амӑшне Манран ытларах юратать, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар; кам ывӑлне е хӗрне Манран ытларах юратать, ҫавӑ та Мана тивӗҫлӗ мар; 38кам хӑй хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар. 39Чунне сыхлакан ӑна ҫухатӗ, чунне Маншӑн ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ. 40Сире хапӑл тӑвакан Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканӗ Мана Яракана хапӑл тӑвать; 41пророка пророк ячӗшӗн хапӑл тӑвакан вара пророк сӑвапне илӗ; тӳрӗ ҫынна тӳрӗ ҫын ячӗшӗн хапӑл тӑвакан тӳрӗ ҫын сӑвапне илӗ. 42Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне, вӗренекен тесе, пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, ҫавӑ хӑй сӑвапне ҫухатмӗ, тенӗ.
S'ha seleccionat:
Матфей ҫырнӑ Евангели 10: CHB
Subratllat
Copia
Compara
Comparteix
Vols que els teus subratllats es desin a tots els teus dispositius? Registra't o inicia sessió
© Перевод, художественное оформление, подготовка текста, приложения, карты, Российское Библейское Общество, 2009.